«Мана Турă Амăшĕн ятне хунă»

Категория: Общество Опубликовано: 28.02.2025, 10:17 Просмотров: 131

Эхветкасси ялĕнче пурăнакан Мария Щербакова 100 çул тултарчĕ

«Пире мамак ĕç воспитанийĕ çирĕп панă. Эпир ĕçсĕр ларман. Пĕрре çапла мамак пире шкултан таврăнсан инçех мар ÿсекен йăмра патне пыма каларĕ. Эпир çитиччен вăл йăмра çине хăпарса туратсене пăчкăпа касса антарнă, пире валли çитсен тÿрех ĕç пултăр тенĕ ĕнтĕ. Эпир вара шултра туратсене вĕттисенчен тасатса тирпейлерĕмĕр, пысăк туратсене пăчкăпа татса шаршанларăмăр», - мамаккăшĕ питĕ вăр-вар та ĕçчен пулнине калаççĕ Александр тата Алексей мăнукĕсем. «Хунямапа пĕрле хĕрĕх çул пурăнатпăр. Кĕскен калас пулсан вăл - ир пуçласа каçчен чарăнмасăр ĕçлекен çын пулнă хăй вăхăтĕнче. Ларса та канмасть-çке, тесе шутлаттăмччĕ. Ĕмĕрне ĕçлесе ирттерсе акă 100 çула та çитрĕ. Савăнатпăр эпир уншăн», - тет Валентина кинĕ.

Çапла, Муркаш муниципалитет территорийĕнчи Эхветкасси ялĕнче пурăнакан Мария Петровна Щербакова февралĕн 28-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Вускасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер, 1947 çулта вăл Эхветкассинчи Семен Щербаковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Упăшки вăрç ăра тăватă-пилĕк хутчен те аманнине, çавна май госпитальсенче пĕрре мар сипленнине калать Мария Петровна. Вăрçăран сурансемпе таврăннă арçынна колхозра бригадир пулма шаннă. Упăшкипе пĕрле вĕсем тăватă ачана пурнăç панă: икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуралнă çемьере. Ачисен пурнăç çулĕ вара ытла кĕске пулнă, упăшки те пурнăçран уйрăлнă. Кĕçĕн ывăлĕ Иван та 1995 çулта çĕре кĕнĕ. Çапла Мария кинемей Иванăн мăшăрĕпе, Валентина кинĕпе, чылай çул ĕнтĕ килĕштерсе пурăнать. Икĕ мăнукне ÿстерсе ура çине тăратма пулăшнă. Халĕ вара мăнукĕсем хăйсен тăван килĕнчи пурăнмалли условийĕсене лайăхрах тума пулăшса пыраççĕ, ачисемпе пĕрле тăтăшах килсе мамаккăшне савăнтараççĕ.

«Сана Турă Амăшĕн ятне хунă, çавăнпа та юрласа-ташласа ан пурăн. Унсăрăн та пурăнма пулать», - тесе калатчĕ мана анне. Çак сăмахсем нихăçан та асран тухас çук. Эпĕ чăнах та юрласа-ташласа пурăнман, яланах Турра кĕлтуса пурăннă тата нихăçан та ĕçсĕр ларман», - тет Мария Петровна.

Начар пурăннине пула Мария шкула çÿреймен. Хăйĕн вара питĕ шкула каяс килнĕ. Шкултан темиçе хутчен учительсем те килнĕ вĕсем патне, ачан шкула çÿремеллине каланă, анчах тăван мар ашшĕпе çитĕннĕрен шкулта вĕренесси пулман. Килте ĕçлеме тивнĕ. Пĕчĕк чухнех кашни çуллах хурсем пăхнине калать кинемей, хăй те хурсенчен кăшт пысăкрах кăна пулнă ĕнтĕ. Чăпта çапнă чух, çăпата тунă чух аслисене пулăшнă, инкĕшĕсем патĕнче ача пăхса та пурăннă, кĕтÿ те пăхнă... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тĕле вун улттă тултарнă хĕрĕн шăпи вара чăнах та йывăркилнĕ. Вăрçă пуçланни пирки те Мария Петровна инкĕшĕсем патĕнче пĕлнĕ. Хăй сăпкара ача сиктернĕ чухне Макçăм куккăшне вăрçа кайма повестка пани те ĕмĕрлĕхех асра юлнă унăн. Ялсенчен арçынсем, каччăсем вăрçа пĕрин хыççăн тепри тухса кайса пĕтнĕ. Вăрçă пуçланнă хыççăн икĕ çула яхăн Мария ытти хĕрсемпе пĕрле Йăлăмра вăрман касса пурăннă. «Мĕнле пултарнă-ши, чăтнă-ши;» - хăйсен ун чухнехи чăтăмлăхĕнчен хăй тĕлĕннĕ пекех калаçать Мария кинемей. Хĕллехи шартлама сивĕсенче ура шăннине, алă кÿтнине туйми пулсан та ĕçленĕ вĕсем тылра. Хĕл кунĕсенче чăлха-алсиш çыхнă. Пĕтĕмпех - фронта валли. Çу кунĕсенче ака-суха, каярах йĕтем çинчи ĕçсенчен нихăçан та юлман ашшĕсĕр ÿснĕ хĕр, кĕтÿ те пăхма çÿренĕ. Ака-сухара вăй питти хĕрарăмсем сухапуç тытнă, Мария лаша çавăтса пынă. Çĕр улмине те уйран алăпа кăларса пуçтарса кĕртнĕ вĕсем. Мария Петровнăн шăпи ăна чăнах та темĕн тĕрлĕ йывăрлăхра та тĕрĕсленĕ. Мария кинемей вара пур йывăрлăха та чăтса ирттерсеçĕнтерсе тата та çирĕпленсе пынă кăна.

Мария Петровна 95 çулта чухне кĕнеке те, хаçат та вулатчĕ. Шкула çÿремен пулсан та, вăл хăй тăрăшнипе вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ, балалайкăпа выляма та ăста пулнă. Ун чухне вăл çăм та арлатчĕ-ха, çум çумлама та ÿркенместчĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Передовик» совхозра уй-хир ĕçĕсенче вăй хунă. 90 çул тултариччен вара килте выльăх-чĕрлĕхне тытма та пулăшсах тăнă. Иртнĕ çулсенче алхаснă ковид чирĕ те Мария Петровнăна икĕ хутченех тĕрĕсленĕ иккен. Кинемей ку чире те çĕнтерме пултарнă. Больницăран сипленсе тухнă хыççăн ăна ура çине çирĕпрех тăма пулăшас тесе, паллах, Валентина кинĕ нумай тимленĕ.

«Пурăнас çулĕ вăрăм пултăр унăн. Хуняма тата мамак паян пирĕнпе пĕрле пулнăшăн эпир савăнатпăр. Ун пек ĕçчен, йĕркеллĕ те çирĕп пулма тăрăшатпăр», - теççĕ кинĕпе мăнукĕсем Мария Петровнăна 100 çулхи юбилейпа саламласа. Мария Петровна вара çак çула çитме пултарнăшăн çемйине тата Турра тав тăвать.

Наталия Иванова, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6