«Днепрăн сулахай çыранне хÿтĕлетпĕр»

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 14:00 Просмотров: 48

Вăхăт иртнĕ май куç умĕнчех пирĕн историлле чăнлăхăн çĕнĕ страницисем уçăлаççĕ. Вĕсене çыраканни - паянхи çамрăк ăру. Ашшĕсемпе аслашшĕсен ятне çÿлте тытса хастар салтаксем паян Украинăри ятарлă çар операцийĕнче кунсерен тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартаççĕ. Раççей чĕнсен вĕсенчен нихăшĕ те мана вăрçă кирлĕ мар тесе тылра пытанса юлмарĕ. «Ан пултăрччĕ вăрçă», - тетчĕç кăшт ĕлĕкрех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен тата ытти хĕрĕçăрура çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе киле таса-сывă таврăннисем. Паян Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе ирттерекен калаçура та час-часах çак сăмахсем малти вырăна тухаççĕ. Вĕсене салтаксем çирĕппĕн калани ку çар операцийĕнче те пирĕн çĕршыв çĕнтересси пирки калать. Çаплах пуласса эпир те паян çирĕп шанатпăр.

Çĕр çинче ырăпа усал кĕрешнин вут-çулăмĕ час-часах пирĕн тавра явăнать. Çак синкер нумай ашшĕ-амăшĕпе çывăх тăванĕсен куççульне юхтарать, çамрăксен малашлăх ĕмĕчĕсене татать. Апла пулин те пирĕн халăх тăшман умĕнче аллине çĕклеме шутламасть, çĕнтерÿ хăйĕн аллинче пуласса çирĕп шанать. Çапла вара кун йĕркине Донецк, Луганск, Херсон, Запорожье тăрăхĕсенче пурăнакан вырăс халăхне пулăшасси пирки ыйту тухсан, Раççей çамрăкĕсем ытларах унччен çар тивĕçне пурнăçланисем - алла хĕç-пăшал тытса çапăçу хирне васкарĕç. Унтанпа виçĕ çул çитсе пырать ĕнтĕ. Çак тапхăр пирĕн салтаксем тăшманран хăраманнине, вĕсем ăна çапăçу хирĕнче çĕнтерес тĕллевлине уççăн кăтартса пачĕ. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Çакна вăхăтран вăхăта тăван ене отпуска килекенсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсемпе тĕл пулскалаçнинчен пирĕн салтаксем тăшманран хăраманни, вĕсем йывăрлăхсем умĕнче пуç усманни курăнать.

Халĕ каланине эпĕ Чуманкассинче çуралса ÿснĕ, çемйипе Муркашра хваттерте пурăнакан Владимир Семенов кĕçĕн лейтенатпа тĕл пулса калаçсан та лайăх ăнлантăм. Нумаях пулмасть пирĕн ентеш черетлĕ отпуска килсе кайрĕ. Отпускри пĕр кун ăна хаçат редакцине тĕл пулăва чĕнтĕм. Чăн офицер Владимир Николаевич ĕçлĕ калаçуран пăрăнмарĕ. Çакна палăртатăп, манпа тĕл пулса калаçнă чух вăл пĕрре те хăй вăрçăра пулнишĕн пăшăрханнине палăртмарĕ. «Тăван килтен инçетре чух ачасем, мăшăр, атте-анне, çывăх тăвансем, юлташсем, ял-йыш епле пурăнни тăтăшах шухăшлаттарать ĕнтĕ. Анчах эпир кулленех çĕршыва хуралласа çар заданийĕсене тухатпăр. Умра тăшман пулнине ăнланнă чух вара тĕп вырăнта çĕршыв приказне туллин пурнăçласси тăрать», - терĕ вăл калаçу пуçарсанах хăйĕн паянхи тивĕçĕ пирки. Владимир Николаевич çуралса ÿснĕ çемье ялта пурăнакансенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕ - Николай Владимировичпа Галина Ильинична - ытларах ялти стройкăра, уй-хир ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хунă. Володьăна, унăн шăллĕне тата йăмăкне ачаран ĕçе, ял-йыша тата тăван тавралăха юратма вĕрентсе ÿстернĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ панă.

- Салтак пурнăçĕ пирĕншĕн ачаранах ют пулман. Хăй вăхăтĕнче 2 çул Мурманск облаçĕнче службăра тăнă атте пире çар пурнăçĕпе тăтăшах паллаштаратчĕ. Çар çыннин спортпа туслă пулмалли пирки, чăнлăха мала хумалли çинчен хăйĕн çарти тĕслĕхĕсене аса илсе каласа паратчĕ. Çапла вара эпĕ 18 çул тултарсан салтак тумне тăхăнма хатĕр пултăм. Призыв вăхăчĕ çитсен 2002 çулта хăюллăнах çар ретне тăтăм. Манăн служба Челябинск хулинче тата Чечен Республикинчи хирĕçăрура иртрĕ. Киле таса-сывах таврăнтăм, - кăмăллăн каласа парать паян ятарлă çар операцине хутшăнакан. Саппаса таврăннă салтак мирлĕ пурнăçра стройка енĕпе ĕçлеме пуçлать. 2008 çулта Сĕнтĕрвăрри хĕрĕпе - Надежда Геннадьевнăпа - çемье çавăрать. Туслă мăшăр юрату ытамĕнче ывăлпа хĕр çуратса ÿстереççĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма хатĕрлеççĕ. «Шăпаран тараймăн», - тет чăваш каччи. Çапла вара ятарлă çар операцийĕ пуçлансан 2022 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн ентеше те çар комиссариатне чĕнеççĕ. Кунта ĕнерхи салтака ятарлă çар операцине кайма повестка параççĕ. Саппасри салтак пĕр иккĕленÿсĕр тепĕр икĕ кунтан çĕршыва хÿтĕлеме тухса каятьКунта манăн пĕрре çапăçу хирĕнче пулнă арçын мирлĕ пурнăçра стройкăра вăй хунă хыççăн тепĕр хут вăрçăна епле кĕни пирки ыйту çуралчĕ.

- Эпир - тĕрлĕ çулта çарта пулнă арçынсем тĕнчери лару-тăрупа кăсăклансах тăратпăр: ăçта çĕнĕ продукци туса кăларма пуçланă, кам вăрçă çулăмне чĕртет, хăшне кая юлмасăр хÿтĕлемелле, кама çĕнтермелле т. ыт. те. Çак ыйтусене хамăр пултарнă таран вăхăтра татса пани нумай чухне эпир çамрăк ăрăва вут-кăвара кĕртесрен сыхласа хăварнине те ăнланатпăр. Ку пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать, - каласа пачĕ черетлĕ отпускри салтак. Украинăри çар операцийĕнче 2 çул ытла службăра тăракан - хальхи вăхăтра сапер взвочĕн командирĕ. Унăн взвочĕ тăтăшах çар операцийĕнче. Ума лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланăшăн пирĕн ентеше «Хăюлăхшăн» 2-мĕш степень медальпе, «Минăсенчен тасатнăшăн» медальпе наградăланă. Уйрăм пĕлтерĕшлĕ çар задачине пурнăçланăшăн Владимир Николаевич Суворов медальне тивĕçнĕ.

- Фронтри паянхи салтакăн пурнăçĕ пирки мĕн калайратăр; - кăсăкланатăп калаçăва вĕçленĕ май.

- Вăрçă пынă май нумай япалана кунсерен вĕренетпĕр, салтаксем хушшинчи туслăх çирĕпленсе пырать. Манăн взводра паян 25 салтак. Нумайăшĕ службăра пĕрремĕш кун мар. Хальтерех пирĕн йышă кĕрекенсене вара фронтри пурнăçа хăнăхтарма йывăр. Анчах салтаксем хушшинчи туслăх кунта та малти вырăнта. Пирĕн ротăна нумаях пулмасть халăх пулăшăвĕпе прицеплă УАЗ автомашина пачĕç. Гуманитаркăпа тавар чылай пыни те савăнтарать. Çапла вара эпир тулли кăмăлпа черетлĕ çар заданине каятпăр та ума лартнă тĕллеве пурнăçласа каялла таврăнатпăр. Тăван çĕршыв тата халăх пулăшнипе Çĕнтерÿ хамăр алăрах пуласса шанатпăр, - вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Владимир Николаевич. Çапла пултăрччĕ!

Хамăр ентеш урлă фронтри пур салтака та хаçат вулакансен ячĕпе Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе саламларăм.

Анатолий БЕЛОВ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6