Тăван çĕршывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пирĕн аслă ăру кăтартнă паттăрлăх çулсем иртсен те манăçмасть. Аслă асаттесемпе асаттесем чăтса ирттерни ăруран ăрăва куçать. Ун пирки нумай кĕнеке пичетленĕ, документлă чылай кино ÿкернĕ. Çапах истори страницисем нумай вăрттăнлăха тĕплĕн уçса паман-ха.
Турай территори пайĕнчи Мăн Токшик ялĕнче пурăннă Григорий Васильев Раççей пуласлăхĕшĕн вăрçă хирне пĕрре мар тухнă. 20 çултах пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă ветеран пирĕн çĕршыв 1918 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче Брестра мир килĕшĕвĕ çине алă пуссан çеç вăрçăран киле таврăннă. Вăл вăхăтра 22 çулта пулнă Григорий Васильевич Украинăран 4 уйăх çуран утни пирки каласа пачĕ унăн ывăлĕ Иван. Анчах киле килсе суха пуç тытнă арçыннăн мирлĕ пурнăçпа нумаях пурăнма май килмен. 1917 çулхи революцие пула халăх пăтранма тытăнни, Раççейре Граждан вăрçи пуçланни ĕнерхи салтака каллех вăрçă хирне илсе тухса кайнă. Кунта унăн Граждан вăрçи вĕçленичченех пулма тивнĕ. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан та 1917 çулхи революцие алла винтовка тытса хÿтĕленĕ фронтовик ялсенче йĕркеленме пуçланă колхозсене кăмăлласа йышăнман. Вăл хăйĕн çемйипе нумай вăхăт хăй тĕллĕн ĕçлекен пулса пурăннă. Кил хуçалăха çирĕп тытнă, выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп ĕрчетнĕ. 1941 çулта иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçлансан 45 çулхи хресчене, малтанхисемпех мар пулсан та, фронта илсе кайнă. Вăл нимĕç фашисчĕсемпе артиллерист пулса çапăçнă.
- Пĕррехинче снаряд турттарса килекен автомашинăсем çывăха пырайман вырăнта тăшманпа çапăçаттăмăр. Хамăр ума лартнă тĕллеве пурнăçлама снарядсене инçетрен йăтма тиветчĕ. Нимĕç фашисчĕсене хамăр позицисене парас мар тесе снарядсене пушка патне чупса йăтаттăмăр. Тем вăхăтран, сисмерĕмĕр те, пирĕн пушкăпа юнашар тăшман снарячĕ ÿксе çурăлчĕ, пире тăпрапа хупларĕ. Эпĕ, аманнăскер, çĕр айĕнчен чаваланса тухрăм та юлташсем вилнине, оруди стройран тухнине куртăм. Санитарсем мана тыла илсе кайрĕç. Çăмăлах аманман иккен эпĕ. Чылай хушă санчаçре сывалнă хыççăн мана 1943 çулта демобилизаци йĕркипе киле ăсатрĕç. Фронтран таврăнсан çеç эпир колхоза кĕтĕмĕр, – аса илетчĕ атте. Манăн анне - Мария Терентьевна - 9 ача çуратнă, 5-шĕ ачаллах вилнĕ. Мана - кĕçĕннине - 1946 çулта пурнăç панă, - кăмăллăн каласа парать фронтовик ывăлĕ Иван Григорьев (сăн ÿкерчĕкре). Аслă ăрăвăн паттăрлăх тĕслĕхĕпе ÿснĕ Иван Григорьевич та çĕршыва хÿтĕлессинчен катара тăман. Çапла вара 18 çул тултарсан 1965 - 1968 çулсенче вăл салтак службине пирĕн çарсен Германири ушкăнĕнче Потсдам хулинче пурнăçланă, умри задачăсене вăхăтра та паха татса панă артиллерист ырă ята тивĕçнĕ.
- Вăрçă вĕçленнĕренпе вăхăт нумаях иртменччĕ-ха. Çавăнпа пирĕн çине сивĕлле пăхакан нимĕçсем те тăтăшах тĕл пулатчĕç. Çакна шута илсе командирсем пире ялан сыхă пулма хистетчĕç. Хамăр та служба вăхăтĕнче алă усман, - аса илчĕ Иван асатте пирĕн çарсен Германири ушкăнĕнче ирттернĕ çамрăклăх çулĕсене. Виçĕ çул салтакра пулнă хыççăн ентеш мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Малтанах комсомол путевкипе Чул хула облаçĕнчи Бор хулинче кантăк тăвакан заводра вăй хунă. Хыççăн тепĕр 6 çул - Шупашкарти агрегат заводĕнче. Тивĕçлĕ канăва вара Киров яч. хис., «Динамо» хуçалăхсенче сварщикра, конюхра, сысна ферминче ĕçлесе тухнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажне 42,5 çула çитернĕскер «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Çулĕсем пур пулин те, ГСВГ ветеранĕ паян та алă усса лармасть. Килти хушма хуçалăхра 2 ĕне тытать, 20 сурăх, чăх-чĕп усрать.
- Мăшăрăмпа çăмăлрахчĕ паллах, анчах вăл çур çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Паян мана ачасем, мăнуксем пулăшаççĕ, кĕçĕн мăнуксем вăй параççĕ, - терĕ Иван Григорьевич калаçăва вĕçлесе. Çапла пурăнать паян ĕнерхи салтак, ГСВГ ветеранĕ.
Анатолий БЕЛОВ.
Архиври сăн ÿкерчĕк.
Август 2026 |
