Пĕр тĕллевпе ĕçлеме пултаратпăр

Категория: Общество Опубликовано: 21.02.2025, 10:51 Просмотров: 57

Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансем тата пирĕн тăрăхпа ĕçлĕ çыхăну тытакансем округăмăр йĕркеленнĕренпе 81 çул çитнине савăнăçлă паллă тума иртнĕ эрнекун, нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Турайри Культура çуртне пухăнчĕç. Сăлтавсăр та мар. Асăннă Культура çурчĕ иртнĕ çулхи тĕплĕ юсав хыççăн чылай илемленнĕ, хăтлăланнă. Палăртнă вăхăта пур ĕç коллективĕсен делегацийĕсем те уяв залне пухăнса çитрĕç. Халăх йышлă çÿремелли вырăнсенче районти культурăпа архив ĕçĕсен пайĕ йĕркеленĕ выставкăсем, культура ĕçченĕсен юррисемпе кĕввисем, райпо ĕçченĕсем пуçарнă суту-илÿ тата кунти техĕмлĕ кукăль шăрши уяв чапне ÿстерчĕç кăна.

Округăн çуралнă кунне паллă тума килнĕ хăнасем малтанах Муркашри предприятисемпе уйрăм çынсен ĕç тата алă ĕç выставкисемпе паллашрĕç. Вĕсене çитсе курсан муркашсем алă усса ларманни куç умне туллин тухрĕ. Культура çуртĕнче пирĕн тăрăхри уйрăм хуçалăхсемпе предприятисен, ăста ентешсен ĕçĕĕлĕпе паллашма май килни кашни павильон патĕнчех çынсем йышлă пулнинчен, вĕсем ăна е кăна сÿтсе явма хастаррăн хутшăннинчен, малашлăха пăхса ĕçленинчен курăнчĕ. Уяв патриотизм тытăмĕнчен пуçланчĕ. Асăннă кун муркашсем савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕнче палăртнă Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне уçрĕç. Чăваш Республикинче вăл кăçал Çĕнтерÿпа патриотизм çулталăкĕ пулса тăрать. Çакă та уявăн малтанхи самантĕнчех куç умне тухрĕ. «Салам, юратнă Муркаш енĕм!» кĕвĕпе хореографи композицийĕ никама та лăпкăлăхра хăвармарĕ. Маларах каланине çирĕплетсе уяв залĕнче çĕршыв хÿтĕлевçисем те, 99 çулхи çĕнтерÿçĕ салтак Василий Григорьев (1-мĕш сăн ÿкерчĕкре) пурри çирĕплетрĕ.

Кăçал ирттернĕ округ кунне пĕр вăхăтрах ВК мельпе трансляциленĕрен унта пулса иртнипе пĕр вăхăтрах нумай çĕрте паллашма май пулчĕ. Çакă та курма пынисене уяв историйĕпе тĕплĕн паллаштармалли мел пулса тăчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕнĕ тытăмра пĕрремĕш утăм тунă Муркаш ен паян чылай ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çапах кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те пирĕн çук мар-ха. Çакна районăмăр 81 çул тултарнине халалласа ирттернĕ пухура ентешсене, округра пурăнакансене, мал туртăмлă ĕçлекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн уяв саламĕпе паллаштарнинченех куртăмăр. Уяв саламне пухăннисене Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов вуласа пачĕ. Унта, тĕпрен илсен, çапла каланă: «Муркашсем Чăваш Республикин чи илемлĕ кĕтесĕнче пурăннине палăртатăп. Вĕсем хăйсене çирĕплетсе панă çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ, мал туртăмлă ĕçлеççĕ. Округри кашни ĕçчен паян ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Тăван ене, Раççее аталантарассишĕн тăрăшакансемпе паян тивĕçлипех мухтанма, вĕсен ĕçне тĕслĕхе илме пулать. Ку округра пурăнакансем малашлăха пăхса тĕллевсем лартма, вĕсене пурнăçлассишĕн çичĕ хутчен тар тăкса ĕçлеме пултараççĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем çамрăк ăрăва та çав тĕслĕхсем çинче аталантарассине тĕп вырăнта тытаççĕ».

Сергей Павлов муркашсем пĕрре йышăннă çултан пăрăнас çуккине çирĕп шаннине палăртрĕ. Çакна валли пирĕн округра мал туртăмлă ĕçсен çул-йĕрĕ тата пĕтĕмĕшле тĕллевсен калăпăшĕ паллă. Вĕсене ура хуракан пысăк чăрмав та умра çук. Апла пулсан палăртнă тĕллевсем патне çирĕппĕн утмалла çеç. Ăна пурнăçлама округра мелсем çителĕклех пулни пирĕн тăрăхра ĕçлекен предприятисемпе уйрăм ĕçченсен паянхи тăрăшулăхĕнчен аван курăнать. Çакна çар операцине хутшăнакансем валли ятарлă сеткăсем çыхакансем патĕнче пулсан та асăрхарăмăр. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов хăйĕн саламлă сăмахне тăван ене пуçламăш утăмсем тума пулăшнă аслă ăру çыннисене, Çĕнтерĕве çывхартнă ветерансене, тыл ĕçченĕсене, пирĕн мирлĕ пурнăçа паян ятарлă çар операцийĕнче хÿтĕлекенсене тав тунинчен пуçларĕ. Паян производствăра вăй хуракансем те алă усса ларманнине Алексей Николаевич уйрăммăн палăртса хăварчĕ.

- Аслă ăрусен паттăрлăхĕпе туса илнине малалла аталан- тарасси пирĕн округра пурăнакан кашни ĕçченшĕн тĕп вырăнта тăрать. Пĕрле пулсан çеç эпир йывăрлăхсем умĕнче пуç усмăпăр, - терĕ вăл.

Алексей Матросовпа Сергей Павлов «Тăван çĕршывăн 1941 - 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» медальпе Турай территори пайĕнчи Анаткасси ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченне Николай Егорова (2-мĕш сăн ÿкерчĕкре мăшăрĕпе) наградăларĕç. Уявра Сергей Павлов Муркаш шкулĕн учительне Елена Ефановăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ятпа чысларĕ (3-мĕш сăн ÿкерчĕкре). Кун хыççăн уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов саламларĕ.

Хăйĕн сăмахĕнче вăл муркашсем аталану çулĕнчен юлманнине, çакă ырă малашлăхпа пурăннине палăртрĕ. Уяв ячĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн пулăшаканĕ Евгений Углев саламларĕ. Депутатăн Тав çырăвĕпе ĕçре палăрнисене чысларĕ. Уяв ячĕпе саламлакансем хушшинче республикăри Обществăлла палата членĕ, Муркаш ентешлĕхĕн ертÿçи Владимир Тяпкин та пулчĕ. Вăл та тăван ен аталанăвĕпе, унăн ĕçĕĕлĕпе кăмăллă пулнине, малашне те ÿсĕм çулĕпе утассине шаннине палăртрĕ.

Округ кунĕ Муркаш ен аталанăвĕн тĕрлĕ отраслĕнче малта пыракансене чысланипе пуçланчĕ тата уяв концерчĕпе вĕçленчĕ. Муркаш ен - пирĕн пĕрлехи кил. Пирĕнтен чылайăшĕ кунта çуралса ÿснĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тăван округ аталанăвĕнче пиншер çын шăпи, вуншар пин çыннăн ырми-канми ĕçĕ пур. Çавăнпа та тăван килĕмĕр малашне тата илемлĕрех те хăтлăрах пуласси, унăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ çĕнĕ хăвăртлăхпа малалла кайтăр тесе тимлесси пирĕн умри пĕрлехи тĕллев пулса тăрать. Муркашсем ăна пурнăçласси пирки паян никамăн та иккĕленÿ çук.

Анатолий БЕЛОВ.

Автор тата Надежда Суворова сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6