Раççей историйĕ пысăк та пуян. Унта Тăван çĕршывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçи те курăмлă вырăнта. Çак вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пирĕн çĕршыв салтакĕсем тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартса çĕр çинчи мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварнă. Вĕсен ячĕ те, паттăрлăхĕ те пирĕн асран нихăçан та тухмĕ.
Аслă ăрусен паттăрлăхне нумай çул иртсен те пирĕн халăх манмасть. Çапла 2024 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 44- мĕш ларăвĕ Ярапайкассинчи вăтам шкула Илья Мешаков ятне пама йышăнчĕ. Кăçалхи февралĕн 8-мĕшĕнче Ярапайкассинчи вăтам шкула Совет Союзĕн Геройĕн Илья Григорьевич Мешаков ятне панине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Пирĕн çĕршывра пиншер шкулăн хăйĕн историйĕ пур. Анчах вĕсенчен кашниех хăйсем патĕнче ĕçленĕ çын тăван ен историне кĕнипе пĕрлех çĕршывшăн та паллă пулнипе мухтанаймасть. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем историне юлса пыраççĕ. Анчах пирĕн паян ачасемпе мăнуксем хамăр çĕршыва ьнимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе хăварнă паттăр салтаксем пирки ан манччăр тесе тăрăшмалла. Çавăн пек паттăр ентешсенчен пĕри вăл – Илья Мешаков. Вăл Оринин территори пайĕнчи Пăсăрман ялĕнче 1924 çулта çуралнă, 1941 çулта Орининти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Илья Григорьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма 1942 çулхи август уйăхĕнче повестка илнĕ. Çапăçусенче ялан хастар пулнă салтака 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ят панă. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн вăл Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă. Фронтран таврăнсан паттăр салтак комсомол тата парти органĕсенче ĕçленĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1954 – 1971 çулсенче Муркашри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ, Ярапайкассинчи 8 çул вĕренмелли шкула ертсе пынă. 1968 çулта вăл Пĕтĕм Раççейри учительсен съездне хутшăннă. «Хисеп палли» тата Ленин орденĕсене тивĕçнĕскере кăкăр çине çакмалли «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа наградăланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветеран мирлĕ вăхăтра парти ĕçĕнче нумай вăй хунă, ВЛКСМ тата КПСС райкомĕсен секретарĕсенче ĕçленĕ. Педагогика ĕçне Муркаш тата Ярапайкасси шкулĕсенче ачасене вĕрентсе ирттернĕ. Савăнăçлă лару-тăрура муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова, вăрçă, ĕç тата право сыхлав органĕсен ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Елена Максимова, çар комиссарĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Евгений Степанов, Совет Союзĕн Геройĕн мăнукĕ Татьяна Лукина, Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Лира Кудашова пулчĕç. Хăйсен сăмахĕнче вĕсем çакна тĕпе хучĕç: «Шкула Герой ятне пани унăн ятне упрассипе çыхăннă. Паттăр ентеш тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва воспитани парасси ялан малта тăтăр. Уйрăм паттăр ятне упранипе пĕрлех çав хаяр вăрçă çулĕсемпе паянхи çамрăксене паллаштарасси те кун йĕркинчен ан тухтăр». Шкул директорĕ Александра Скворцова пухăннисене паттăр ентеш биографийĕпе паллаштарчĕ, ун вăхăтĕнчисем аса илнипе вăл епле çын пулни пирки каласа пачĕ. Шкулта Совет Союзĕн Геройне И. Г. Мешакова асăнса пухăннисем пĕр минут шăп тăчĕç. Ярапайкассинчи вăтам шкула Совет Союзĕн Геройĕн Илья Григорьевич Мешаковăн ятне пани – пысăк чыс. Учительсен коллективĕ, вĕренекенсем ăна тÿрре кăларассишĕн тăрăшма шантараççĕ.
Анатолий БЕЛОВ .
Август 2026 |
