«Çапла район хаçачĕн ятне тупрăмăр»

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2025, 15:00 Просмотров: 184

Фронтран тăван Муркаш тăрăхне таврăннă салтаксем хушшинче Василий Тимофеевич Смирнов подполковник та пур. Вăл 1965 – 68 çулсенче Муркашра тухса тăракан «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕн коллективне ертсе пынă. Хаçата иккĕмĕш хут кун çути панинче унăн тÿпи пысăк. Эпĕ самай çамрăк пулин те, Муркашра пурăннă фронтовикпа тĕл пулса калаçнăччĕ пĕррехинче. Паллах, ун чухне вăл сумлă çулхи çын пулнă. Çак тĕл пулури Василий Тимофеевичăн сăмахĕсем 2007 çулта республикăра кăларнă «Городские и районные газеты Чувашии» кĕнекене çапла çырăнса юлчĕç:

– Муркаш, Етĕрне, Сĕнтĕр районĕсен парти райком секретарĕ пулса ĕçлерĕм, 1965 çулта мана Етĕрнерен Муркаша куçарчĕç. С. Ислюковпа тĕл пулса калаçнă хыççăн мана район хаçачĕн редакторне çирĕплетрĕç. Ун чухне Муркаш хаçачĕ иккĕмĕш хут кун çути курчĕ. Вырăнти çынсене эпĕ лайăх пĕлнĕрен, редакци тата типографи коллективĕсене йĕркелесси уйрăм йывăрлăх пулмарĕ маншăн. Редакци йышне район ертÿлĕхĕ сĕнчĕ, ĕçлекенсене уйрăмах пултаруллă çынсенчен уйăрса илтĕмĕр. Район хаçатне çĕнĕрен чĕртсе тăратасси йывăр ĕç пулмарĕ. Специалистсем маларах ăсталăх пухнăскерсемччĕ: А.П. Петров, А.П. Оньков, П.П. Павлов, И.Д. Иванов, И.П. Лебедев. Хаçат ячĕ пирки çакна калама пултаратăп. Район саланичченех пысăк ĕç кăтартăвĕшĕн пилĕк хутчен куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава тивĕçнĕччĕ. Çак факт çинчен тата райкомăн шухăшне эпĕ республика шайĕнче пĕлтертĕм те муркашсен шухăшне ырларĕç кăна. Çапла район хаçачĕ «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятпа тухма тытăнчĕ. Вулакан патне тăватă страницăпа пĕр эрнере виçĕ хутчен çитетчĕ – ытларикун, кĕçнерникун тата шăматкун. Чи пĕлтерĕшли – вăл пуян содержаниллĕ пулни, вулакан кăмăлласа йышăнни. «Колхозник сасси» хаçатпа танлаштарсан, тираж тăватă хут ÿсрĕ. Ял хуçалăх производстви çинчен, лайăх ĕçлекен коллективсемпе пысăк çитĕнÿсем тунă çынсем пирки çырнине юратса вулатчĕç çынсем. Хаçата çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр. Очерксемпе калавсем, фельетонсем пичетлерĕмĕр. Вулакан юрă-сăвă кăмăллани те сисĕнчĕ. Пирĕнпе ĕçлес текен çыравçăсем тупăнчĕç: С. Элкер, М. Юрьев тата ыттисем. Куçма Пайраш 60 çул тултарнине халалласа тĕрленчĕк тухрĕ. Вăл та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, хирург, çыравçă. Вулакансем Ф. Васильев композитор пурнăçĕпе те паллашрĕç. Чăн та чылай çыравçă валли вырăн тупăнчĕ пирĕн хаçатра. Ялкорсем йышланчĕç пирĕн. Вĕсемпе хаçат тухман кун тĕл пулу ирттереттĕмĕр. Унта республикăра палăрнă журналистсем, çыравçăсем хутшăнатчĕç, хамăр патра ялкорсем валли вĕренÿ ирттереттĕмĕр. Хаçатра тухакан хăш-пĕр материала пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Ялкорсенчен пĕр уйăхра çĕр çыру таран илеттĕмĕр. Ялкорсен шкулĕн ĕçне республика шайĕнче те асăрхамасăр хăвармарĕç, ырăпа палăртрĕç. Çапларах пулнăччĕ фронтовикпа ун чухнехи калаçу. Халĕ малалла унпа архиври документ тăрăх паллаштаратăп. Ăна вăл хăй аллипе 1952 çулта çырса хăварнă. Шаптак ялĕнчи Тимофей Захаровичпа (фронтра вилнĕ) Кликерия Матвеевна (1934 çулта вилнĕ) Смирновсен 1926 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Василий ывăл çуралнă. Вунă класлă пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл Муркашри КПСС райкомĕ çумĕнчи 2 çул партшкулта, Кироври парти шкулĕнче вĕреннĕ, каярах – партин аслă шкулĕнче. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме унăн та черет çитнĕ. Сĕнтĕр çар комиссариачĕ урлă вăл 1943 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Совет çарĕн ретне тăнă. Чăваш салтакĕ Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче март уйăхĕччен саппасри 107-мĕш стрелок полкĕнче çапăçнă. Апрелĕн 31-мĕшĕнче ăна Мускаври радиотелеграфистсен шкулне вĕренме янă. Ун хыççăн çапăçу çулĕ 2-мĕш Украина фронтне пулнă, 12-мĕш çыхăну полкĕнче вăл мĕн çĕнтерÿ пуличченех тăшмана хирĕç тăнă. Тинех совет халăхĕ куççуль витĕр Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Апла пулин те Смирнов радиотелеграфистăн вăрçă çулĕ кунпах пĕтменха, Яппун вăрçи пуçланнă. Вăл 1945 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 1946 çулччен яппун салтакĕсемпе çапăçнă. Василий Тимофеевич малашнехи пурнăçне те çар ĕçĕпех çыхăнтарма шухăшланă. Вăл Иркутскри çар училищинче вĕренме тытăннă, анчах, шел, чире пула ăна вĕçлеме май килмен. Малта ăна 325-мĕш номерлĕ госпиталь кĕтнĕ. Çапла 1947 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Василий Смирновăн çар ĕçĕ вĕçленнĕ. Совет çарĕн йышĕнче вăл 1944 – 45 çулсенче Румынире, Венгрире, Монголире, Чехословакире, Çурçĕр Китайра пулнă. Василий Тимофеевича «За взятие Вены», «За взятие Будапешта», «За победу над Германией», «За победу над Японией» медальсемпе тата юбилейлă ытти медальпе чысланă. ьФронтовик тăван тăрăха таврăннă, кунта мирлĕ ĕç кĕтнĕ ăна. Бригадирта ĕçлеме тытăннă, часах пулас мăшăрне тĕл пулнă. ЗАГСăн 1948 çулхи свидетельстви тăрăх вăл март уйăхĕнче Тойкилтĕре 1927 çулта çуралнă Василиса Егоровна Павловăпа мăшăрланнă. Вĕсен хĕрпе ывăл çурални паллă. Часах ăна райком партийĕнче ответлăдолжноçсем шанса панă, район хаçачĕн редакторĕнче тăрăшни те хаçат аталанăвĕнче паллă йĕр хăварнă. Хыççăн вăл Муркаш шкулĕнче ачасене истори предметне вĕрентнĕ. Ун пирки çапла çырни пур: «Тов. Смирнов В. Т. показал себя как умелый воспитатель подрастающего поколения. Обращает на военно-патриотическое воспитание учащихся. Организовал не раз встречи с офицерами, участниками ВОВ, ветеранами труда». Истори учителĕн, шкул директорĕн çумĕн тăрăшулăхне ытти документ та çирĕплетет.

Роза ИЛЛАРИОНОВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6