Халăх пурнăçĕ кунсерен çĕнелсех пыни, çĕршыври саккунсем улшăнсах тăни Раççей Федерацийĕн гражданĕсене хăйсем пурăнакан вырăнсенче саккунпа килĕшÿллĕ пулма, ыттисемпе хутшăнас йĕркене çирĕпрех пăхăнма ыйтаççĕ. Манмалли çук, вăл е ку гражданинăн хăйĕн кашни утăмнех саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçламалла. Ахальлĕн кĕтмен-туман çĕртенех йĕрке хуралçисен аллине çакланма пулать. Çакăн пирки паянхи калаçура Раççейри Шалти Ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн пуçлăхĕ Михаил МЯСНИКОВ тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Паянхи çĕнĕлĕхсемпе паллашакансем йĕркене пăсиччен Михаил Мефодьевичăн асăрхаттарăвĕсене шута илсе çиччĕ виçсе пăхасса шанас килет. Саккуна пăхăнаканăн çеç йĕрке хуралçисен аллине лексе явап тытмалла пулмĕ. Ку вара паянхи пурнăçра икĕ еншĕн те малалла пăхса тунă çирĕп утăм шутланать.
– Михаил Мефодьевич, эсир йĕрке хуралĕнче пĕрремĕш кун мар тăрăшнине аван пĕлетĕп. Пурнăç улшăннă май саккуна пăсакансен йĕрĕ те паян çĕнелсе пырать. Эсир çапла шутламастăр-и?
– Пурнăç улшăнăвĕ пурин çине те хăйĕн витĕмне кÿрет. Ыррине тĕп вырăнта тытас тесен сиенлине те тăтăшах общество пурнăçĕнчен хăтарса пыма тăрăшмалла. Ку вара ыранхи куна пăхса пурăнакансемпе пирĕн умра тăракан пĕрлехи ĕç. Пурнăç улшăннă май йĕрке пăсакансен ĕç тытăмĕ те çĕнĕ шая çĕкленнине куратпăр. Çапла вара паян эпир хамăр ĕçре мошенниксемпе час-часах тĕл пулма пуçларăмăр. Вĕсем ыттисене улталас ĕçре информатика технологийĕсене хăвăрт алла илсе пыма пултарнине палăртатăп. 2025 çул пуçланнă май округри хаçат вулакансене çакăн пек йĕрке пăсакансен юлашки икĕ çулхи лару-тăрăвне туллин илсе кăтартам. Информатика технологийĕсене пăхăнса ыттисене улталаса тунă преступленисем пирĕн округра 2023 çулта 44 пулнă пулсан, иртнĕ çул вĕсен хисепĕ 51 преступленипе танлашрĕ. Вĕсене хăйсен йĕркисем çине уйăрсан куç умне çакăн пек ÿкерчĕк тухать: 2023 çулта мошенниксем тунă йĕркесĕрлĕх тесе çирĕплетнĕ преступленисем 31 тĕслĕх тата информаци технологине тĕпе хурса вăрланă 13 ĕç çиеле тухнă пулсан, иртнĕ çул ку кăтартусем 34 тата 17 тĕслĕх пулчĕç. Йĕркене кунашкал пăсакансен ĕçĕ-хĕлĕпе тăтăш паллашса пынă май, хамăр ĕçри çĕнĕлĕхсене çул парса, информатика технологийĕсене алла илсе, саккуна пăсакансен çулне хĕссе, вĕсем кÿрекен сăтăр калăпăшне чакарса пыратпăр. Çапла вара виçĕм çул преступниксем информатика технологийĕсемпе усă курса пирĕн обществăна 9 миллион тенкĕлĕх ытла тăкак кÿнĕ пулсан, иртнĕ çул ку кăтарту пирĕн округра 7 миллион та 853 пин тенкĕпе танлашрĕ. Ку кăтарту та пирĕншĕн пĕчĕк пулманнине шута илсе, эпир хамăр ĕçре вĕсемпе кĕрешес йĕркене тăтăш çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыма тăрăшатпăр.
– Кунта йĕрке сыхлакансен ĕçĕ йăлтах саккунлă пулнине хаçат вулакасем патне çитерни те ытлашши пулас çук. Эсир мĕнле шутлатăр?
– Хамăн малаллахи калаçура шăпах çакна уçса парассине, сыхлану вăрттăнлăхĕсене хаçат вулакансем патне çитерессине малти вырăна кăларатăп. Пирĕн граждансем йĕрке пăсакансен ĕç вăрттăнлăхĕсене пĕлменнипе преступниксене активлăрах пулма çул уçаççĕ те. Муниципалитет округĕнче пурăнакансем çакăн пек ултав серепине ан çакланччăр тесе паян хамăр хаçата вулакансене ултавçăсен ĕçĕнче анлă сарăлнă хăш-пĕр енсемпе паллаштарас кăмăл пур. 1. Преступниксем сирĕнпе телефон урлă çыхăнсан, нумай чухне хăйсене банк е право хуралĕн сотрудникĕ, е патшалăх услугин специалисчĕ тесе палăртаççĕ. Вĕсем хăйсен калаçăвĕнче паллă мар çынсем сирĕн ятпа кредит илме тăрăшнине, харпăр хăйĕн кабинетне кĕме хăтланнине, сирĕн счет çинчи укçа-тенкĕне ют çĕршыв банкĕнчи счет çине куçарма тăрăшнине пĕлтереççĕ.
Шанчăклăха ÿстерме чылай чухне вĕсем хăйсене банкри хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем, çывăхри йĕрке хуралçисем, прокурорсем, следовательсем, патшалăх услугин специалисчĕсем тесе палăртаççĕ. Вĕсем граждансен укçи-тенкине хăйсем пĕлтернĕ счетсем çине куçарма, кун пирки ытлашши çынсене калама юраманнине ĕнентерÿллĕ\ çирĕплетме пултараççĕ. Çавăн пекех практикăра банксенчи ултавçăсем те сире укçа-тенкĕне сыхласа хăварма портал çинчи телефон номерне хăвăртрах улăштарма сĕнни тĕл пулать. Çакна тунă чух вĕсем укçа хуçин СМСпа килнĕ кодне пĕлме тăрăшаççĕ. Эсир ăна каласан саккуна пăсакансем сирĕн вăрттăн кабинета çул хываççĕ. Телефонпа сире кунашкал сĕнÿ пурнăçлама хушсан нимĕн тăхтаса тăмасăрах телефон трубкине хума сĕнетĕп, ахальлĕн мошенниксен аллине çакланас хăрушлăх пысăк. 2. Пуçаруллă çынсене инвестицисемпе усă курса тата укçа хурса пысăк процентсемпе тупăш илме шантарни час-часах тĕл пулать. Ку питех те иккĕленÿллĕ пулнине кашнийĕнех ăнланмалла. Мĕншĕн тесен ятарлă пĕлÿ илмен çынна нефть тата газ компанийĕсенче пысăк укçа ĕçлесе илме шантарни уйрăм асăрханулăх ыйтать. Мĕншĕн тесен укçа-тенкĕпе ĕçлекен пысăк фондсем тупăш илнипе пĕрлех çухатусем пулнине те шута илсе граждансене çийĕнчех кун пек шанчăк параймаççĕ. Енчен те сирĕн кун пек интерес çуралать пулсан, пуçламăш вăхăтра шанчăклă брокерсемпе ĕçлеме тата малтанах финанс операцийĕсене пĕчĕк укçа-тенкĕпе пуçăнма сĕнетĕп. 3. Аферистсем компьютерпа усă курса ачасене, онлайн вăйăсем выляма юратакансене виртуаллă укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тата паха япаласем туянма сĕннине час-часах курма пулать. Анчах вĕсем маларах ашшĕ-амăшĕн банк картти çинчи информацие ыйтса унта тĕрлĕ ĕç пурнăçлама сĕнеççĕ. Пĕтĕмлетÿ – кăшт вăхăтран ашшĕ-амăшĕсем хăйсен картти çинчен укçа-тенкĕ çухалнине е вĕсене кредит çине кĕртсе лартнине ăнланса илеççĕ. Çавăнпа та ачасемпе ку енĕпе маларахах ăнлантару калаçăвĕсем ирттермелле. Ахальлĕн чавса çывăх та çыртма çук пулса тухма пултарать.
– Тавах сире лайăх ăнлантарса панăшăн. Эсир каласа пани пирĕн кашни вулавçăшăнах усăллă пуласса шанас килет.
Анатолий БЕЛОВ калаçнă.
Август 2026 |
