Чăваш Енте пĕчĕк тата вăтам бизнесра тăрăшакансен йышĕ 2,5 хут ÿснĕ. Çакăн пирки регион ертÿçи Олег Николаев «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство, предприниматель пуçарулăхне» наци проектне пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ чухне пĕлтернĕ.
Çак вăхăт тĕлне республикăра 122,3 пин предпринимательство субъекчĕ хăйĕн ĕçне пурнăçлать, вăл шутра – 75,3 пин çын «самозанятый» шайĕнче регистрациленнĕ. Юлашки çулта – 2020 – 2024 çулсенче – йыш ÿсĕмĕ 2,5 хут пулнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Лариса Рафикова пĕлтернĕ тăрăх, умри тĕп тĕллеве – предпринимательство сферинче ĕçлекенсен йышне ÿстерессине – пурнăçланă. Чи малтан пĕчĕк тата вăтам компанисен сотрудникĕсен йышне, çавăн пекех харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсен тата уйрăм предпринимательсен йышне те. Çак вăхăт тĕлне ку кăтартăва 35 процент таран ÿстернĕ, юлашки 6 çулта – 53,5 процент. Социаллă предпринимательсен йышĕ те ÿснĕ. 2021 – 2024 çулсенче оборудовани туянса тăкакланнине, производствăна модернизацилесе расхутланнине 115 предпринимательство субъектне саплаштарма республика бюджетĕнчен 269,6 млн тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ, предпринимательсене çăмăллăхлă мелпе производство лаптăкĕсем уйăрса параççĕ, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Предпринимательство сферине аталанма май паракан пулăшусенчен пĕри – «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство, предпринимательпуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕ пулса тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – финанс ресурсĕсемпе, вăл шутра çăмăллăх мелĕсемпе усă курас çула анлăлатасси. Çак çул-йĕр Муркаш муниципалитет округĕнчи предпринимательсемшĕн те меллĕ. Округ администрацийĕн экономика пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çÿлерех асăннă сферăра тăрăшакансен хисепĕ ÿснĕ. Иртнĕ çул кăтартăвĕпе округра 3140 предприниматель пулнă.
Вăл шутра – 137 юридици сăпачĕ, 767 уйрăм предприниматель, 70 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен 2166 çын («налог на профессиональный доход» режимпа усă куракансем). Вĕсем хăш сферăра ĕçленине тишкерес пулсан тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерессинче 37,5 процент тăрăшни курăнать. Предпринимательсем çавăн пекех суту-илÿре (32 проц.), ял хуçалăхĕнче (13,7 проц.), строительствăпа юсав ĕçĕнче (8,3 проц.), производствăпа (5,4 проц.) обществăлла апатланура (1,6 проц.) тата ытти сферăра тимлеççĕ. Иртнĕ çул округри 142 предпринимательпе юридици сăпачĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарнă. Вăл шутра 40 субъект 34,56 млн тенкĕлĕх финанс пулăшăвне тивĕçнĕ, 101 субъект консультаци илнĕ тата вĕренÿ пулăшăвĕпе усă курнă.
Патшалăх пулăшăвĕпе (субсидипе тата процент ставкине пĕчĕклетнипе усă курса) 17 субъект 19,1 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнисен йышĕнче «Муркашри кирпĕч завочĕ» уçă акционерлă общество та пур. Вăл ÿсĕмлĕ ĕçлеме пуçлани пирки эпир маларах та çырнăччĕ. Предприятие продукцие çĕнĕ рынока кăларма Раççей экспорт центрĕ пулăшать, производствăна промышленность аталанăвĕн фондĕнчен 1 процент ставкăллă займ илсе çĕнетнĕ.
Наци проектне хутшăнакан предприятисене «диагностика» тума пулăшаççĕ. Ыйтуллă самантсене тупса палăртсан çийĕнчех çав йывăрлăхран хăтăлмалли мелсем сĕнеççĕ. Çакна валли çыхăнса ĕçлеме цифра платформи туса хунă. Ĕçе çапла йĕркелени предприятисене хăйсен продукцине туса кăларассине ÿстерме, тупăш шайне хăпартма пулăшать. 2022 çулта завода кĕрсе çÿремелли лаптăка пĕр пин тăваткал метр ытла бетон сарнă, хыççăнхи çул заводăн çивиттине 1500 тăваткал метр улăштарнă. Предприяти çĕнĕ технологисене алла илсе аталану утăмĕпе çирĕп пырать. Кирпĕч туса кăларасси кунта ÿсĕмлĕ. Завод реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Енри промышленность аталанăвĕн фондĕнчен 1 процент ставкăпа 65 миллион тенкĕлĕх займ илнĕ. Реконструкци ĕçĕсене проектпа пăхса хунă тăрăх тума предприяти 80 млн тенкĕ хывнă. Çапла заводăн тулли хăватпа ĕçлеме майсем анлăланнă.
Унччен ĕçленĕ кивĕ 1-мĕш кăмакана тĕпрен пăсса ун вырăнне автоматизациленĕ çĕнĕ кăмака хута янă, горелкăпа вентилятора çĕнетнĕ. Вентилятор кунта кăна мар, ытти çĕрте те çĕнĕ. 2-мĕш кăмакана та тĕпрен çĕнетнĕ, çĕнĕ горелкăсем лартнă. Йăлтах автоматика мелĕ çине куçса пыраççĕ. 36 метр тăршшĕ кăмака паха продукци кăларма май парать. Çĕнĕ кăмака производствăна çĕнĕ шая хăпартма тата çут çанталăк газĕн расхутне самай пĕчĕклетме, апла пулсан перекетлĕ те тупăшлă ĕçлеме пулăшать. Завод ĕçлекенсене кĕтет, вĕсем валли хавхалантару мелĕсем пăхса хунă, саккунпа соцпакета мĕн кĕртнĕ, йăлтах пур.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
