Январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне Çырупа паллаштарчĕ. Вăл иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.
Юлашки çулсенче республикăра чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. 2020 – 2024 çулсенче регионти пĕтĕмĕшле продукци 1,8 хут ÿснĕ. Республика бюджетĕнчи хамăр тупăш 2,1 хут хăпарнă. Бюджетри кашни тенкĕрен 68 пусне хамăр ĕçлесе илнĕ. Юлашки 5 çулта сывлăх сыхлавĕн сферинче 291 объект хута янă тата юсанă. Кусем – çĕнĕ поликлиникăсем, врач офисĕсем,\ врач амбулаторийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем тата ытти те. Ял больницисем валли 134 автотранспорт, 861 оборудовани туяннă. 400 çын пурнăçне санитари авиацийĕ пулăшнипе çăлнă. Онкологи амбулатори пулăшăвĕ паракан центрсем йĕркеленĕ. Вĕсем 40 пин çынна йышăннă.
Кăçал С гепатитпа кĕрешмелли программа хута яраççĕ. Икĕ çулта çав тĕллевпе 68 млн тенкĕ уйăраççĕ. Сывлăх сыхлавĕн виçĕ шайлă системине малашне те аталантарса пыраççĕ. Вĕсене пысăк технологи майĕсемпе тивĕçтереççĕ. Республикăра реабилитаци центрĕсем йĕркеленĕ. Çитес çул республика клиника больницине тума пуçлаççĕ. Вĕренÿ сферинче çĕнĕрен 9 шкул тунă, 111 шкул, 38 ача сачĕ, 3 техникум, 94 спорт залне тĕпрен юсанă. Кăçал республикăра «Çемье» наци проекчĕ хута каять. Вăл тĕрлĕ пулăшу мелĕсене пĕрлештерет. «Çемье навигаторĕ» информаци платформи ĕçлеме пуçлать.
Строительство пирки тĕплĕнрех. Иртнĕ 5 çулта 384 инфраструктура объектне тунă тата юсанă. 515 шыв башни улăштарнă. 3 млн та 700 пин тăваткал метр çуртйĕр тунă. 1016 çынна аварилле çуртран куçарнă. 157 обществăлла пространство, 1146 çурт-йĕр территорийĕ юсаса тирпейилем кĕртнĕ. Физкультурăпа спорта аталантарма 98 объект юсанă тата тунă. Çĕнетнĕ «Волга» стадионта ачасене аталантармалли центр уçаççĕ.
Культура сферине палăрмаллах çĕнетнĕ. Пĕтĕмпе строительствăпа юсав ĕçне 452 объект явăçтарнă. Çав шутра çĕнĕрен 35 Культура çурчĕ тунă. Малашне 150 культура объектне юсаса çĕнетмелле, çĕнĕрен 24 Культура çурчĕ тумалла. Çапла культура инфраструктурипе тивĕçтересси 85 процента, юрăхлă объектсен виçи 90 процента çитмелле. Кăçал кашни муниципалитетра çĕнĕ йышши тĕслĕх библиотекăсем уçăлмалла. Малашлăхра çакăн пек 80 библиотека хута яма палăртнă.
Республика ертÿçи ялсенче хупă тăракан культура учрежденийĕсем пулмалла марине асăрхаттарчĕ. Çул-йĕр комплексĕ малалла аталанать, уйрăмах Шупашкар агломерацийĕнче. Сĕнтĕрвăрри шоссе тата транспортăн виççĕмĕш çурма çаврăмĕ валли документсем хатĕрлеççĕ. Çулсене ăслă системăсем пăхса тăма тытăнаççĕ.
Иртнĕ 5 çулта 62 километр çул тунă тата реконструкциленĕ. 2 пин те 400 километр çул, 19 кĕпер юсанă. 85 километр çул-йĕре çутатса тăмалла тунă. Уйрăм тимлĕх – муниципалитетсем хушшинчи çул-йĕре. Вĕсем 6 пин километр ытла. Вĕсенчен 1,5 пин километрĕ регион çулĕсем, 4,5 пин километрĕ – вырăнти çулсем. Кунта сахалтан та 750 километр çула юсаса нормативлă шая çитермелле. 2030 çул тĕлне кун пек çул 60 процент пулмалла. Халĕ вĕсем – 48 процент. Республика иккĕмĕш çул промышленноç производствин ÿсĕмĕпе малта пырать.Патшалăх пулăшнипе халĕ 85 млрд тенкĕлĕх 117 инвестици проекчĕ пурнăçланать. Продукцие чикĕ леш енне сутакансене уйрăммăн пулăшаççĕ. Аграрисен ÿсĕмĕсем курăмлă. Продукци туса илесси 2030 çул тĕлне, 2021 çулхипе танлаштарсан, 25 процент ÿсмелле. Экспорт 1,5 хут пысăкланать. Хăмла туса илесси çине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ.)сен-тăран туса илессинче элита вăрлăхпа, выльăх-чĕрлĕх ÿстерессинче ăратлă выльăхпа усă курасси, минераллă удобрени хывасси ÿсрĕ. Малашне продуктивлăха çĕр пулăхне ÿстермесĕр хăпартма çук. Çавăнпа ку енĕпе комплекслă ĕçлеме палăртаççĕ. Малашне патшалăх теплица хуçалăхне аталантаракансене пулăшать. Суту-илÿпе валеçекен центрсем (агрегаторсем) пирки темиçе сăмах. Вĕсем ял хуçалăх продукцийĕн уйрăм тĕсне реализацилессипе ĕçлеççĕ. Хальлĕхе пахча çимĕç, ĕне ашĕ, сысна ашĕ тирпейлесе сутма кăларакан агрегаторсене йĕркеленĕ. Малашне çĕр улми, лаша ашĕ сутма хатĕрлессипе ĕçлекен агрегаторсем тумалла. Ял хуçалăх предприятийĕсен задачи – стандарта тивĕçтерекен апат-çимĕç туса илсе, ăна агрегаторсене пĕр вĕçĕм парса тăрасси. Тепĕр проект – «хатĕр çимĕç фабрики». Çапла ял хуçалăх отраслĕ укçа-тенкĕ ĕçлесе илессине ÿстерĕпĕр. Тĕллевсене 2030 çулчченхи тапхăр валли пăхнă «АгроПродвижение» стратегире палăртнă. Вăл аграрисене, ял çыннисене тăрăшса ĕçлеме хавхалантармалла. Пĕчĕк ялсем пирки темиçе сăмах. Медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме куçса çÿрекен ФАП-сем пур. Культура мероприятийĕсем ирттерме кашни муниципалитета автоклубсемпе тивĕçтереççĕ. Малашне çакăн пек ялсене графикпа тухса çÿресе суту-илÿ тăвассине йĕркелемелле. Строительсем территорисене аталантарассипе çĕнĕлле ĕçлеççĕ. Çурт-йĕр тунипе пĕрле çул-йĕр, шкул, ача сачĕ, больница хута яраççĕ.
Туризма аталантарасси çине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн ентешсем ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçаççĕ. Пирĕнтен кашниех вĕсене пулăшма тăрăшать. Республика ертÿçи çапăçура пуç хунисене асра тытса вĕсен ячĕпе пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ. Çĕршыв Президенчĕ 2030 çулччен пурнăçлама çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕ. Çавна май Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрленĕ. Кунта 25 отрасль стратегине палăртнă. Комплекслă программăра 3 пин ытла проект пурнăçлама палăртнă. Вĕсенчен 2400 проекчĕ – инфраструктура проекчĕ, 600 ытла проекчĕ – инвестици проекчĕ. Кунта правительство, муниципалитетсем, предприятисем çыхăнса ĕçлеççĕ.
Кăçал кăна инвестици программи шучĕпе 170 проект пурнăçлаççĕ. Кунта, сăмахран, Муркашра поликлиника тăвасси те кĕрет. Республика ертÿçи кашни муниципалитета çакăн йышши план хатĕрлеме хушнă. Пуçарулăх бюджечĕ ăнăçлă аталанать. Юлашки 5 çулта 5218 проект пурнăçланă. Пĕтĕмпе 5 млрд та 800 млн тенкĕлĕх. Кăçал валли 3 млрд та 300 млн тенкĕлĕх 1555 проект суйласа илнĕ. Республика ертÿçи малашне территорисенчи обществăлла самоуправление (ТОС) аталантарассипе ĕçлеме хушрĕ. Хальлĕхе вĕсене çĕре яхăн йĕркеленĕ. Çакă граждансене вырăнсенчи ыйтусене татса пама, çак тĕллевпе хушма укçа-тенкĕ явăçтарма май памалла.
Республика ертÿçи тăван чăваш чĕлхине аталантарасси çине тимлĕх уйăрма хушрĕ. Иртнĕ çул шкул çулне çитмен ачасене культурăпа, халăх йăли-йĕркипе паллаштарма вĕренĕвĕн 10 комплектне хатĕрленĕ. Вĕсене ача сачĕсенче тĕрĕсленĕ. Тăван ен историйĕпе 5 – 7 классенче вĕренекенсем валли учебниксем хатĕрленĕ.
Июньте эпир Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине уявлатпăр. Ăна тивĕçлипе паллă тумалла. Тĕп хулапа тата конкурспа суйласа илнĕ округра уяв ирттерме грант виçине 20 млн тенкĕне çитереççĕ. Сентябрьте Чăваш Республикин Пуçлăхне, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен депутатсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйламалла. Суйлавсене саккун шайĕнче ирттермелли пуриншĕн те паллă пулмалла.
Çулталăкри чи паллă пулăм – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитни. Мĕнпур ветерана – вăрçă участникĕсене, Ленинград блокадинче пулнисене, концлагерь витĕр тухнă ачасене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене – тивĕçлĕ тимлĕх уйăрмалла. Президент асăннă категорири граждансене пĕр хутчен паракан тÿлевпе тивĕçтересси çинчен йышăну турĕ. Олег Николаев вăрçă инваличĕсене, Ленинград блокадинче пулнисене, ача чухне концлагерьте пулнисене, салтак арăмĕсене 20-шер пин тенкĕ, тыл ĕçченĕсене 5-шер пин тенкĕ тÿлеме хушрĕ. Республикăра 40 пин вăрçă ачи. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсене пĕр хутчен паракан тÿлеве 5 пин тенке çитереççĕ. Çар ĕçне хутшăнса инвалида тухнă граждансене паракан тÿлеве 2 хут ÿстереççĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата СВО участникĕсен сывлăхне тĕрĕслессипе, çирĕплетессипе сывлăх сыхлав сферинче ятарлă проект ĕçлеме пуçлать.
Ятарлă çар операцине хутшăннисене, вĕсен çемье членĕсене ĕçе вырнаçтарассине уйрăм контроле илнĕ. Ĕç министерстви пулăшнипе кăна 233 çынна ĕçе вырнаçтарнă, 61 çын квалификацине ÿстернĕ тата çĕнĕ ĕçе вĕреннĕ. Февральте хута каякан «Время СВОих» программа вĕсене влаç органĕсене ĕçе явăçтарма пулăшĕ.
Эпир Çĕнтерĕве шанса тăратпăр. Кашни çын Çĕнтерĕве хăйĕн тÿпине хывни пĕлтерĕшлĕ. Пĕр пек шухăшлă пулсан, пĕрле кар тăрса харăссăн утсан, эпир çĕнеймен йывăрлăхсем çук, тесе вĕçленĕ хăйĕн сăмахне Олег Николаев.
Август 2026 |
