Салтаксем валли çăм нуски çыхаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 08:46 Просмотров: 23

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма паян чылай çĕрте маскировка костюмĕсемпе сеткисене хатĕрлеççĕ. Оринин территори пайĕнчи Мулкачкассинче пурăнакансем те пĕрлехи ĕçрен катара тăмаççĕ. Ял-йыш пĕр тĕллевлĕ пулса ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ гуманитарлă пулăшу парассипе виççĕмĕш çул хастаррăн тăрăшать.

Тăван çĕршывăн 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă Аслă вăрçи, тăватă çул е 1418 кунпа çĕр пынăскер, Совет çарĕсемпе тыл ĕçченĕсем пĕр тĕллевпе паттăррăн çапăçнипе тата вăй-хала шеллемесĕр ĕçленипе нимĕç фашисчĕсене ăçтан тапăнса килнĕ çавăнтах çапса аркатнипе вĕçленнĕ. Берлинти Рейхстаг çинче пирĕн çĕршывăн Хĕрлĕ ялавĕ мăнаçлăн вĕлкĕшме пуçланни ирсĕр тăшмана çĕнтернине çирĕплетнĕ. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Мускавра пиншер тупăран персе Совет Союзĕ нимĕç оккупанчĕсене çĕнтерни çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ. Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче тĕнчипех паллă Çĕнтерÿ кунне 80-мĕш хут паллă тăватпăр. Тăван халăхăмăрăн тылри нимĕнпе танлаштарайми хастар ĕçĕ-хĕлĕпе тата хамăрăн çар çыннисен вăрçă хирĕнчи паттăрлăхĕпе эпир паян туллин мухтанатпăр. Паллах, Çĕнтерÿ çăмăллăн килмен: вăрçă хирĕнчи тан мар çапăçусенче тăшманпа паттăррăн кĕрешсе пуç хунă пирĕн салтаксен йышĕ те сахал мар.

Вĕсен ячĕсем халăх асĕнче ĕмĕр упранĕç. Совет Çарĕсем, нимĕç фашисчĕсене Тăван çĕршывăмăр территорийĕнчен кăларса ывăтса тата патшалăх чиккине Баренц тинĕсĕнчен пуçласа Хура тинĕс патне çити çĕнĕрен çирĕплетсе, Европăри çĕршывсене фашизм чуринчен çăлса хăварнă. Пурнăç кустăрми пĕр вырăнта тăмасть. Никам çĕнтереймен нумай нациллĕ СССР иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче хамăр çĕршыври пуçтахсем çине тăнипе арканчĕ. Халĕ вĕсен «çимĕçне» тутанатпăр. Фашизм чуринчен çăлса хăварнă Европăри патшалăхсем (вĕсенчен хăшĕсем СССР арканиччен социализмла çул-йĕркепе аталаннă) паян пирĕн çĕршыва хирĕçле утăмсем тăваççĕ. Çакăнтан Украина та пăрăнса юлмарĕ. Вăрçă çулĕсенче кунти пуçтахсем фашистсемпе пĕр каварлă пулса айăпсăр çынсенне, ватти-вĕттинне сăлтавсăрах пурнăçне татнă. Вăрçă вĕçленсен те вĕсен хÿрешкисем унта-кунта сыхланса юлнă. Çавсем хĕтĕртсе тата воспитани парса ÿстернĕ çамрăк ăру – бандеровецсем – юлашки çулсенче пуçĕсене çĕклерĕç. Вĕсем Донецкпа Луганск Республикисенче тата ытти вырăнсенче пурăнакан халăха хирĕç сăтăрла ĕçсем ирттерме пуçларĕç. Çавна май пирĕн Раççей салтакĕсем ятарлă çар операцине хутшăнса фашизма, неонацизма хирĕç паттăрла çапăçăва тухрĕç. Вĕсен ретĕнче ытти наци çыннисемпе пĕрле чăвашсем те сахаллăн мар. Çакăн пек кăткăс самантра тылри çынсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерни вырăнлă. Çакна асра тытса тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи тыл ĕçченĕсен ырă йăлине малалла тăсса, мулкачкассисем те паян вăрçа хутшăнакан ентешсене пулăшас тĕллевпе сахал мар вăй хураççĕ. Çак кунсенче ял клубне çитсе çар операцине хутшăнакансене пулăшакансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм. Культура çурчĕн анлă залĕ çутă та ăшă. Кунта килти ĕçре тăрăшса вăй хунă хыççăн тĕрлĕ çул тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем фронта пулăшма пухăннă. Сывлăх сунса калаçу пуçарнă май вĕсем мана хăйсен ĕçĕпе паллаштарма кăмăллă пулчĕç.

– Кану кунĕсемсĕр пуçне эпир эрнипех çакăнта пĕрле пухăнатпăр. Ир пуçăнса каçченех салтаксене пулăшма тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Хăшĕсем çăм нускисем, теприсем вара «Леший» тата «Панцирь» маскировка костюмĕсем, çавăн пекех 3 метр сарлакăш тата 6 метр тăршшĕ маскировка сеткисем çыхатпăр. Пулăшас текенсемшĕн кашнин валлиех ĕç çителĕклĕ. )ркенмелле мар çеç. Вун тăваттăн хутшăнатпăр çак ĕçе, хăш-пĕр кун ĕçлеме хутшăнакансем ытларах та пулаççĕ, – ăшă кăмăлпа калаçаççĕ пĕрле пухăннă алă ĕç ăстисем.

Ял çыннисен пĕр ушкăнĕ салтаксем валли çăм нуски çыхассипе тăрăшать. Вăр-вар ĕçлеççĕ вĕсем. Пĕрне мухтаса теприне хурлама майĕ те çук. Чăнах та ылтăн алăллă ĕçчен хĕрарăмсем темелле. Пăхатăн та, вĕсен аллинчи йĕпсем выляса кăна тăраççĕ. Пÿрнисене хăвăрт хускатнипе йĕп çине çăм çипĕ ункăн-ункăн майлашăнса ÿксе пырать. Çапла майпа куç умĕнчех рет хыççăн рет хушăнать. Йĕпсене епле ылмаштарма ĕлкĕреççĕ-ши текен ыйту та çуралчĕ. Кăшт вăхăт иртрĕ çеç, алăра ăшă нуски хатĕр те. Çак ĕçе тĕрлĕ çулхисем хутшăнаççĕ, ватăраххисем те пур. Эпĕ вĕсенчен пĕринпе сăмах хускатрăм. Вăл – 75 çултан иртнĕ Валентина Сальникова. Тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăрах ытти çынсемпе пĕрле ятарлă ьçар операцине хутшăнакансене пулăшас ĕçе кÿлĕннĕ.

– Юратнă çĕршывăмăр салтакĕсем ятарлă çар операцине хутшăнса пирĕн мирлĕ пурнăçа упраса хăварассишĕн неонацистсене хирĕç паттăр çапăçнă вăхăтра манăн та ыттисем пекех лăпланса ларма сăлтав çук. Çапăçусене чăваш салтакĕсем те йышлă хутшăнаççĕ. Ентешсем хушшинче манăн ывăл Николай Виталиевич та пур. Çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартма вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшни вырăнлă. Кунта чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе хавхалантарнипе пĕрлех гуманитари пулăшăвĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн çарсемпе тылрисен пĕрлĕхĕнче – никам виçейми вăй. Пĕрле пулнипе эпир çĕнтеретпĕрех. Хамăн ывăлăма та ятарлă çар операцийĕнчен çĕнтерÿпе таса сывă таврăнма Турă пулăштăрччĕ,– терĕ Валентина Николаевна асанне нуски çыхнă вăхăтрах манпа калаçма вăхăт тупса. Вăл та ыттисем пекех ĕçе юратса пурнăçлать.

Çăм нуски çыхас енĕпе ялти ытти хастарсене те ятранах асăнам. Вĕсем: Юлия Уткинăпа Инна Бычкова, Тамара Уткинăпа Кира Васильева, Надежда Артемьевăпа Ольга Уткина тата Элеонора Быкова. Кашниех пулăшу ĕçне тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Çак ялти Роза Наумова хăйĕн кил хуçалăхĕнче сурăхсем те тытать. Вăл та пушă вăхăтра салтаксем валли çăм нуски çыхма ÿркенмест.

Салтаксем валли çăм нуски çыхассипе мулкачкассисем иккĕмĕш çул тăрăшаççĕ. Хăйсем каласа панинчен çак хушăра ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли вĕсем çĕр мăшăр ытла çăм нуски çыхнă. Паллах, тĕрлĕрен хатĕр-хĕтĕр хатĕрлеме тата çителĕклĕ туянма укçи-тенки те сахал мар кирлĕ. Ку ĕçре те ял çыннисем пĕр тĕллевлĕ. Кĕсье телефонĕпе кун пирки пĕр-пĕрне пĕлтерсех тăрса вĕсем вуншар пин тенкĕ ытла укçа пухса панă. Çавăн пек вăхăтлă пулăшушăн ентешĕсене чун-чĕререн тав турĕç ĕçлеме килнисем.

Фронтрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшассине анлăлатас тĕллевпе вĕсем Кашмаш тата Муркаш шкулĕсене те кайса килнĕ. Кашмашра ĕç урокне ертсе пыракан Виталий Александров вĕрентекен ачасемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансене тăшман дронĕнчен хÿтĕленме маскировка сеткисем çыхассине епле йĕркеленипе паллаштарнă. Çак ĕçе пурнăçлама Виталий Варфоломеевич ĕç станокне те хăй ăсталанă. Вăл ĕçе хăвăрт та пысăк пахалăхпа пурнăçлама май парать. Мулкачкассисем вĕсен паха тĕслĕхĕпе усă курса клуб залĕнче çавăн пек станок ăсталаса вырнаçтарнă. Ку тĕлĕшпе Николай Пузырев тата Владимир Калининпа Владимир Налимов тăрăшулăх кăтартнă.

Ĕçлеме килнисем çавăн пекех Ильинка территори пайĕн ертÿçи Марина Соколова çинчен те ырă сăмах каларĕç. Çак хисепе вăл чăннипех тивĕç. Вĕсен ĕçĕпе ыттисем паллашсах тăраççĕ, çĕнĕ плансем палăртаççĕ. – Виталий Варфоломеевича маскировка сетки çыхма станок тума ырă сĕнÿ панăшăн тата Марина Вячеславовнăна пирĕн пата килсе тивĕçлĕ пулăшу пама вăхăт тупнăшăн чĕререн тав тăватпăр, ĕçре ăнăçу, сывлăх сунатпăр, – терĕç ĕçе пухăннисем.

Ырă канашпа тата усăллă схемăсемпе ĕçлесе Ольга Уткинăпа Иван Толстов маскировка костюмĕ хатĕрленипе те паллашрăм. Кунта хатĕрленĕ «Леший» тата «Панцирь» костюмсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене тăшмансенчен аван хÿтĕленме пулăшасси пирки иккĕленÿ çук. Тулли шанăçпа тăрăшакан ăстасем – Шупашкарти «Зов Чувашии» волонтер ушкăнĕпе тачă çыхăнура. Вăл ялти хастарсене хăю тата çип парса пулăшать. Эпĕ Мулкачкассинчи клуба çитнĕ кун волонтерсем – ялти хĕрарăмсен канашĕн членĕ Валентина Калинина вĕрентекен, клуб ертÿçи Альбина Налимова тата Николай Пузырев водитель – хатĕр çăм нускисен черетлĕ партине Шупашкара леçме тухса кайнăччĕ. Ĕçлеме çÿрекенсем кăнтăрлахи апата киле кайса вăхăта сая ямаççĕ. Çăмăл апат-çимĕçе вырăнтах хатĕрлеççĕ. Мана та вĕсем сĕтел хушшине чĕнсе тутлă чейпе сăйларĕç.

Клубра ял хастарĕсемпе тĕл пулнă май мулкачкассисем те, округри ытти территори пайĕсенчи пекех, ырми-канми тăрăшнипе, ентешсем вăрçă хирĕнчен Çĕнтерÿпе таса та сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтнине куртăм. Вĕсем пĕр шухăшлă пулса: «Пирĕн çарсемпе тылрисен пĕрлĕхĕ тăшмана çĕнтерĕ, Тăван çĕршыва аркатма никама та ирĕк памăпăр!» – терĕç.

Пĕрлĕхре – вăй. Çавăнпа эпир çĕнтеретпĕрех! Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ ял çыннисем пĕр тĕллевлĕ ĕçленипе паллашнă хыççăн. Тăрăшуллă ĕçченсенчен ырă кăмăлпа уйрăлтăм.

Александр ШАРИКОВ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6