Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене патшалăх пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 16:23 Просмотров: 57

Чăваш Республикинче пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантарма 2024 çулта пĕтĕмпе 205 млн тенкĕ субсиди илнĕ. Çак укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе ялта пурăнакансем хăйсен кил хуçалăхĕсене тупăш çулĕпе аталантарма 1647 пуç ĕне, 540 единица тĕрлĕ техника хатĕрĕ тата ыттине те туяннă.

Нумаях пулмасть пирĕн республикăри Ял хуçалăх министерствинче ял çыннисен килти хушма хуçалăхсене, хăй тĕллĕн ĕçлеме регистрациленнисене патшалăх енчен епле пулăшу пулнине пĕтĕмлетсе пăхса тухрĕç.

– Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене патшалăх енчен тĕкĕ парассипе республикăра виççĕмĕш çул тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Пĕтĕмлетÿре асăннă программăпа ĕçлес ĕмĕтлисен интересĕ тата вĕсем валли патшалăх енчен субсиди уйăрас калăпăш виçи ÿссе пыни курăнать. Ку – ырă пулăм. 2022 çулта килти хушма хуçалăхсене пулăшма бюджетран 55,7 млн тенкĕ укçа уйăрнă пулсан, 2023 çулта унăн калăпăшĕ 130,56 млн тенкĕне çитрĕ, иртнĕ çулхи пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вара вăл 205 млн тенкĕпе танлашрĕ, – палăртрĕ Чăваш Республикин вице премьерĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Ял çыннисем патшалăх пулăшăвĕпе тул- лин усă курма пуçлани çак кăтартуран та аван курăнать. 2024 çулта килти хушма хуçалăха аталантарма республикăра пĕтĕмпе 2371 хуçалăх субсиди илме пултарнă. Кунта халăх чи нумай ыйтакан ен вăл – ĕнесем тытма тата вĕсене ĕрчетме пулăшу кĕтни. Килти хушма хуçалăха çак енпе аталантармалли мелпе пĕлтĕр республикипе 939 кил хуçалăх усă курнă. Вĕсене сумалли ĕнесем тытассине аталантарма бюджетран пĕтĕмпе 22,9 млн тенкĕ уйăрса панă. Çак укçа-тенкĕ ял çыннисене пĕтĕмпе 3114 тынашка е ĕне пăхассипе пулнă тăкаксене саплаштарма пулăшнă.

Ĕнесене тата тынасене туянма паракан субсидипе те асăннă вăхăтра ял çынни çителĕклĕ те тухăçлă усă курма пултарнă. Кунта пулнă 805 заявкăпа ял çыннисем çулталăк хушшинче 114,7 млн тенкĕлĕх 1647 пуç çамрăк выльăх туяннă. Ял хуçалăхĕнче патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă куракан механизмсен тепĕр енĕ – хресчене çĕнĕ техника тата оборудовани туянса тунă тăкаксемшĕн саплаштарни. Ăна валли ял çыннисенчен пĕлтĕр 378 заявка пулнă. Вĕсене тĕпе хурса хресчене 171,4 млн тенкĕлĕх субсиди уйăрса панă. Пĕтĕмлетÿ – патшалăх пулăшăвĕпе ял çынни çĕр ĕçĕнче тухăçлă усă курмалли ятарлă 540 трактор-машина туяннă.

Патшалăх пулăшăвĕ хурт-хăмăр ăстисене те пырса тивет. Аталану программипе тĕллевлĕ усă курса иртнĕ çул пирĕн республикăри 18 утарçă хăйсен ĕçне çул парса пыма тĕрлĕрен 2089 единица ĕç материалĕ туяннă. Вĕсемшĕн утарçăсене 1 миллион тенкĕ субсиди куçарса панă. Ял çыннисем патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă курни килти хушма хуçалăха аталантарнинчен те курăнать. Çак тĕллевпе иртнĕ çул 87 килти хушма хуçалăх харпăрлăхри 125 ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ. Малашлăхпа пурăнакан 58 килти хушма хуçалăх çулталăк хушшинче 485 пуç сурăх, хăй тĕллĕн ĕçлекен 9 çемье 69 качака туяннă. 537 пуç сурăхпа качакашăн пирĕн округра пурăнакан 54 çемье патшалăх паракан субсидие илме тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвне çавăн пекех аш-какай ăратлă икĕ ĕне туяннăшăн тепĕр предпринимателе те уйăрса панă. 2025 çулта килти хушма хуçалăхра хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пулăшасси малалла пулĕ. Çакна валли республика бюджетĕнче 225 млн тенкĕ пăхса хăварнă.

Паян ялта пурăнакансен ытларах пайĕ бизнесра хăй тĕллĕн ĕçлес формăна суйласа илет. Кун пек чухне вĕсем хăйсен ĕçĕхĕлĕнчен илнĕ тупăшран çеç налук тÿлеççĕ. Тупăш пулмасан налук тÿлеме те сăлтав çук. «Чăваш Республикинче çулталăк хушшинче хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ 40 процент нумайланнă. Çакă патшалăх енчен тимлĕх пысăкланнине çирĕплетет. Çынсем вара çемьери экономика лару-тăрăвне лайăхлатма хушма мелсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кунпа пĕрлех вĕсем «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство» нацпроект шайĕнче ĕçлесе патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă курма пултараççĕ. «Манăн бизнес» центрхăй тĕллĕн ĕçлекенсем валли уйăракан пулăшăвăн пĕрлехи чÿречи пулса тăрать», – тесе палăртнă Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов.

Ку ĕç республикăра пĕрремĕш çул пымасть. 2020 çултанпа «Манăн бизнес» центр хăй тĕллĕн ĕçлекен 1135 гражданина 2200 ытла информаципе консультаци тата вĕрентÿ услугисем панă. Çав вăхăтрах микрозаймсемпе тивĕçтернĕ калăпăш 34 млн тенкĕрен иртнĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсем хушшинче анлă сарăлнă ĕç тĕсĕсем: пассажирсене турттарасси, строительствăпа юсав услугисем, харпăр хăй туса илнĕ таварпа сутă тăвасси, çынсене информаципе тата çÿç касассипе, косметологи услугисемпе тивĕçтересси, репетиторство. Хăй тĕллĕн ĕçлекен практикăра тĕрлĕ услугăпа усă курма пултарать. Практикăра пĕр çын темиçе енпе ĕçлени те пĕр тĕслĕх çеç мар. Хăй тĕллĕн ĕçленин ырă енĕ – никамран хăрамасăр ĕçлеме май пурри, ансат регистраци. «Манăн налук» приложени кашни ĕçшĕн налука шутласа пырать, унăн суммине тата хăçан тÿлемеллине çийĕнчех пĕлтерсе пырать.Тара тытса ĕçлеттерекенсемпе танлаштарсан, хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн ĕç стажĕ йĕркеленмест, апла пулсан вăхăт иртнĕçемĕн унăн пенси те пулмасть. Анчах хăй тĕллĕн ĕçлекен хăй ирĕкĕпе Раççейри Социаллă фонда укçа куçарса пырать пулсан, унăн пенси балĕсем те пухăнаççĕ.

Иртнĕ çул хăйсен хушма хуçалăхĕсене аталантарма пирĕн муниципалитет округĕнче пурăнакан 50 çын патшалăх пулăшăвне 7,2 млн тенкĕ илчĕ. Унпа усă курса вĕсем 16 ĕнепе тына, 10 сурăх, 4 тракторпа ытти тĕслĕ 12 техника хатĕрĕ, 20 тонна минераллă удобрени туянчĕç. Кунсăр пуçне килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вăхăтра 25 ĕнене пĕтĕлентерсе хăварчĕç. Килти хушма хуçалăхра выльăх тытакансен пĕр пайĕ ĕне тата сурăх усрама та субсиди илме пултарнине ырăпа палăртатăп. Патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă курасси кăçал та пирĕн муниципалитет округĕнче иккĕмĕш вырăна юлмасса, ялсенче пурăнакансем çывăх малашлăхра унпа анлăрах усă курасса шанатăп.

Татьяна ПАВЛОВА, муниципалитет округĕн ял хуçалăхпе экологи пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6