Муркаш муниципалитет округĕн хаçачĕ «Сывлăх» наци проекчĕ епле пурнăçланнипе вулавçăсене тăтăш паллаштарса тăрать. Хăйĕн страницисенче вăл тăван енре çуралса ÿснĕ, хастар та маттур, пултаруллă ентешсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырни пĕрре мар.
Паянхи тĕрленчĕк геройĕ хăйĕн кулленхи ĕçĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçлеслĕхĕпе тата Тăван çĕршыва юратнипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Вăл – Оринин территори пайĕнчи Мулкачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Екатерина Мясникова тухтăр.
...Галинăпа Костя Мясниковсем хăй вăхăтĕнче çамрăклăха пăхмасăрах тăван енре ятлă çынсем пулнă. Ĕç тиркесе тăманнипе, сывă пурнăç йĕркине тытнипе, çынна йывăрлăхра пулăшу алли тăсса пама пултарнипе палăрнă вĕсем. Аслă ăрурисенчен ял пурнăçне юратма вĕренсе ÿснĕскерсем шкул пĕтерсен инçе çул шыраман. Константин Петрович Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан «Восток» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн зоотехникĕнче, ветеринар пĕлĕвне илнĕ Галина Ильинична çак хуçалăхрах выльăх тухтăрĕнче тăрăшма пуçланă. Çав çулсенче асăннă хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тупăш илесси ÿснинче вĕсен тÿпи те пĕчĕк мар. Пĕр сăмахпа каласан, Мясниковсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхри обществăлла выльăх- чĕрлĕхшĕн яваплă специалистисем пулса тăнă, пĕрлехи ĕçĕн аталану утăмĕсене якатнă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕ ял çыннишĕн хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Вăл ял аталаннипе пĕрлех хуçалăхра вăй хуракансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăхра ĕçленипе çемье те вăй илсе, çирĕпленсе пырать. Çапла вара пĕррехинче çамрăк мăшăрăн туслă çемйине телей кайăкĕ вĕçсе çитет. Вулакан ăнланчĕ ĕнтĕ, Мясниковсем больницăран шурă утиялпа чĕркенĕ, хĕрлĕ хăюпа çыхнă пурнăç парнипе киле таврăнаççĕ. Çак кун савăнăç чикки виçесĕр пулнă ашшĕпе амăшĕ хăйсем «Катюша» юрăна питĕ юратнăран хĕр пĕрчине те пурăна киле Кĕтерне император пек вăйлă та хăватă тăвас ĕмĕтпе Катя ят хураççĕ.
Унтанпа кун хыççăн кун иртрĕ, çулпа çул улшăнчĕ. Екатерина Мясникован пурнăç биографийĕ Раççейри тата Чăваш Енри миллионшар ачанни пекех çырăнчĕ: ача сачĕ, шкул, университет, юратнă ĕç...
2012 çулта Екатерина Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухать. Алла шăл тухтăрĕн дипломне илнĕ хĕр ĕç шырама пуçлать. Тăрăшса вĕреннĕ, ĕç практикинче хăйне ырă енчен кăтартнă Муркаш пикине Шупашкар хула поликлиникин ертÿçи тÿрех хăйсем патне ĕçе йыхравланă. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. 10 çул хушшинче Екатерина Константиновна миçе çынне телейлĕ тумарĕ-ши тата ăшă кулă парнелемерĕ-ши?! Хитре те çирĕп шăллă çын илемлĕ кулма, уçăмлă калаçма, ыттисене кăмăл телейĕ пама пултарать-çке.
– Юратнă ĕçе чунĕпе парăннă çыннăмăр халĕ Çĕнĕ Шупашкар больницинче ĕçлет. Коллективра та, шăл юсаттарма çÿрекенсем хушшинче те ырă ят çĕнсе илчĕ вăл. Нумайăшĕ паян шăпах ун патне çырăнма тăрăшать, – хитре сăрăсемпе ÿкерет унăн портретне Татьяна Ильина педагог.
– Екатерина Константиновна пур енлĕ аталаннă шăл тухтăрĕ çеç мар, ăшă кăмăллă юлташ та. Вăл чирлисене те, пĕрле ĕçлекенсене те, юлташсене те май çитнĕ чухлĕ вăхăтра пулăшма тăрăшать, хăйĕн ырă ятне сарать, – палăртрĕ шкул саккинченех пĕрле çитĕннĕ хĕр-тантăшĕ Алена Быкова.
Эпир паян сăмах хускатнă хĕрарăма Турри нумай ырăлăх парнеленĕ: сăнĕ-пичĕ черчен, кăмăлĕ çемçе, кукăль-çăмах пĕçерме пултарать, ытти тĕрлĕрен тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те ăста. Чĕкеç чĕлхи, вашаватлăх, ăнкарулăх – йăлтах унăн тыткăнĕнче. Чи паха енĕ вара – хăть хăш вăхăтра та, кирек кама та пулăшу аллине тăсса пама хатĕрри.
Тĕп ĕçрен пушаннă вăхăтра темтепĕр çыхма, тĕрлĕ чечек ÿстерме юратакан, килти хушма хуçалăхра тĕрлĕ ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен, сад-пахчара талăкĕпех вăй хума хатĕр Екатеринăн тĕллевĕсем хитре те çутă пуласлăхлă.
– Пĕр вырăнта ларма юратмастăп эпĕ. Çывăх вăхăтра килти хушма хуçалăхра виноград пахчи никĕслес ĕмĕт пур. Унсăр пуçне павлин ферми йĕркелес шухăш та канăç памасть, – çутă тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ ĕçрен хăраман çамрăк хĕрарăм. Екатеринăна тĕллевлĕ ĕçлесе пурăнма шкулта чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культури вĕрентнĕ Валентина Иванова хавхалантарнă. Валентина Алексеевна тăван чĕлхене юратма, Ивановпа Çеçпĕл поэзине çывăх туйма вĕрентнĕ. Поэзи тенĕрен, манăн Екатерина Мясникова ячĕпе рифмăллă ятарлă йĕркесем çуралчĕç:
Ырă кăмăлу хаваслăн
Çунат патăр туссене!
Пурнăç çулĕ – Алтăр çăлтăр –
Шав çутаттăр тÿпене!
Катя! Эсĕ юрăра та!
Катя – эсĕ трон çинче!
Пул, тăванăм, пурнăçра та
Телей-савнăç килĕнче!
Анатолий АБРАМОВ.
Август 2026 |
