Ялта çурт-йĕр çавăрма мĕн пĕлмелле?

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 13:46 Просмотров: 50

Пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пынă вăхăтра пурăнатпăр. Ума лартнă ыйтăва паян пурнăçлаймасан, ыран вăл кун йĕркинчен те тухса ÿкĕ. Çакна ялти çĕр ĕçченĕ те лайăх ăнланса илчĕ. Вăл паян пурнăç улшăнăвĕсемпе тан пыма тăрăшни ял хуçалăх производствинчи кашни ĕçрех палăрать. Вăл çĕр ĕçченне ыранхи куна пăхса пурăнма хавхалантарать. Кунта вара пурăнмалли çурт-йĕрпе производство объекчĕсем те иккĕмĕш вырăнта тăмаççĕ. Вĕсем тивĕçлĕ шайра пулни, пурнăç условийĕсем çĕр ĕçченне тивĕçтерни производство пахалăхĕ çине те тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Çакна шута илсе паян эпир хамăр тĕпеле «ИНТТЕХС» архитектурăпа проект организацийĕн тĕп директорне Альберт ИВАНОВА чĕнтĕмĕр. Альберт Николаевич ялта пурăнакансене пырса тивекен ыйтусен пĕр пайĕ çине тулли хуравсем пачĕ. Паянхи калаçу ялта пурăнаканшăн пÿрт-çурт тата производство объекчĕсем тăвас ĕçре пулĕ тетĕп. Вулавçăсен хушма ыйтусем пур пулсан район хаçачĕн редакцийĕпе çыхăнма сĕнетпĕр. Кашни ыйту çинех ăнлантаруллă хурав пуласса шантаратпăр.

- Альберт Николаевич, паян ялти çамрăксен пĕр пайĕ хăйĕн малашлăхне хулара курать пулсан, ялти пурнăçа суйлакансем те сахаллăн мар-ха. Вĕсем аслă ăрурисен ĕçне малалла тăсса, ял малашлăхне шанса яра кунах уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх патĕнче, строительствăра вăй хураççĕ. Сирĕн организаци те нумай чухне вĕсемшĕн çирĕп тĕкĕ пулса тăрать. Çапла мар-и?

– Эсир ял пурнăçĕ майлă шутлани килĕшет. Аслă асаттесемпе асаннесен, аттесемпе аннесен çĕр ĕçĕнчи тăрăшулăхне паянхи çамрăксем малалла тăснине эпĕ ырлатăп кăна. Ку çулпах кайсан ялсен малашлăхĕ пурри иккĕлентермест. Анчах çакă пĕччен-иккĕн пурнăçламалли ĕç мар. Çакна ăнланса хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтаракансем паян сахаллăн мар. Кун- та мана уйрăмах юлашки çулсенче муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх çĕрĕ çинче малашлăха пăхса вăй хуракан предпринимательсен йышĕ ÿсни хавхалантарать. Тыр-пул, пахча çимĕç, çĕр улми, улма-çырла туса илес енĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата унран продукци туса илессипе ĕçлесе вĕсем паян тĕрлĕ енлĕ производствăна аталантараççĕ. Палăртмалла, юлашки çулсенче ку ĕçсене тивĕçлĕ шайра туса пыма патшалăх енчен те чылай пулăшу килме пуçларĕ. Ан ÿркен кăна. Паян ялсенче малашлăха пăхса ĕçлекенсем нумаййăн. Вĕсемпе эпир те час-часах тĕл пулатпăр. Çĕр ĕçне кÿлĕннисен тĕрлĕ ыйтăвĕ çине май пур таран хăвăртрах тулли хурав пама тăрăшатпăр.

– Кама мĕн ытларах интереслентернипе паллаштармăр-ши хаçат вулакансене? Тен ялта пурăнас тата хăйсем тĕллĕн ĕç пуçăнас текенсем хушинче те сирĕнпе çыхăнас кăмăллисем пур?

– Хăвăрт аталанакан пурнăçра нумайăшĕ хăй тĕллĕн ĕçлесси çине пăхма пуçларĕ. Çавна май паян нумайăшĕ ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ май производство объекчĕсем, хуçалăх çурт-йĕрĕ тăвас ыйтусене хускатать. Хамăр организаци проектсем тăвассипе ĕçленине кура хăшпĕрин çинче чарăнса тăрас килет. Ялта пурăнаканăн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес шут пулсан, чи малтанах вĕсене усрамалли çурт-йĕр, склад хуçалăхĕ, техникăна упрамалли вырăн кирлĕ. Хресчен хăйĕн тăрăшулăхĕпе тырă-пулă, пахча çимĕç, тымар çимĕç, утă-улăм туса илес пулсан та, вĕсене упрамалли складсемсĕр, тирпейлемелли ятарлă вырăнсемсĕр майĕ çук. Çавăнпа производствăра кирлĕ çурт-йĕр тăвасси паян малти вырăна тухса тăрать. Вăл ĕçе пуçăниччен малтанах хресченĕн харпăрлăхри çĕр ыйтăвне татса парас пулать. Малашлăха пăхса ĕçлекенĕн ăна туянма е арендăна илме майĕ пур. Хăвăра килĕшекен çĕр лаптăкĕ çинче мĕнле ĕçсем пурнăçлама юранине муниципалитетăн территори пайĕнче ăнлантарса пама пултараççĕ. Калăпăр, ял хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлама юрăхлă çĕрсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕрисем çинче тырă-пулă акса ÿстерме юрать пулсан, иккĕмĕшсем çинче сад ĕрчетме, дача хуçалăхне аталантарма юрать, виççĕмĕшĕсем çинче производство объекчĕсем хăпартма, складсемпе ампарсем тума ирĕк параççĕ. Ял çыннисем пурăнакан çĕрсем çинче те градостроительство йĕркине пăхăнасси тĕп вырăнта тăрать. Муниципалитет округĕнчи нумай çĕре килти хушма хуçалăхсем валли уйăрнă. Анчах унта ытти объект та тума юрать. Çакна валли сире вырăнти территори пайĕнче çĕр участокĕн градостроительство планне параççĕ. Унта строительство ыйтăвĕсен чылай хуравĕ пур: çĕр лаптăкĕнче мĕнле çурт-йĕр тума юрать, унăн чи пĕчĕк тата пысăк виçи, миçе хутлă çурт тума ирĕк пур, çĕр чиккинчен мĕн чухлĕ вырăн хăвармалла т. ыт. те. План çинчех электричество, газ тата ытти объектсен зонисене палăртаççĕ. Вĕсен çывăхĕнче мĕн тума юрани те паллă пулать. Ку ыйтусем ĕçе пуçăнакан предпринимателе чылай чăрмав кÿреççĕ пулсан та, вĕсене çителĕклĕ татса памасăр ĕçе пуçăнма кирлĕ мар. Кая хăварни кунта ваттисен сăмахне аса илтерет: «Чавса çывăх та çыртма çук».

– Çĕр ыйтăвне килĕшÿллĕ татса панă хыççăн хăвăр участокра ĕçре кирлĕ объекта çĕклентерме малалла мĕн тумалла?

– Çĕнĕ вăхăтри ыйтăва хускатрăр. Кунта паян хăйĕн йĕрки ĕçлет. Тÿрех каласа хăваратăп, градостроительство кодексĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ объект тăвас пулсан харпăр хăйĕн пурăнмалли çурчĕсĕр пуçне ытти çурт-йĕр валли те проект кирлĕ. Ахальлĕн çурт-йĕре çĕклентерме ирĕк илме пулмасть. Ку çултан пăрăнса иртсен те çĕнĕ çурт тĕлĕшпе патшалăх регистрацийĕ туса ирттерме май килмĕ.

– Вăл е ку çурта тума проект янтăласси уйрăм калаçу ыйтать. Çапла мар-и?

– Хирĕçлеместĕп. Кун йĕркине ку ыйту тухсан кил хуçин проект тăвакан организаципе килĕшÿ тăвас пулать. Асăрхăр, вĕсен ку енĕпе ĕçлеме ирĕк пуррине кăтартакан документ пулмалла. Çакă пулас ĕçĕн шанчăклăхне кăтартать. Çакăн пек организацисен шутĕнче проектсем хатĕрлессипе ĕçлекен пирĕн «ИНТТЕХС» организаци те пур. Эпир Муркашра ĕçлеме пуçлани 20-мĕш çул. Çак вăхăтра пирĕн проектсемпе муниципалитет округĕнче, республикăра тата унăн тулашĕнче нумай тĕрлĕ объект çĕкленчĕ. Мĕн пĕлмелле-ха проект хатĕрлекенĕн? Малтанах çĕр участокĕн градостроительство планĕ кирлĕ. Кадастр палатинчен илнĕ хут (выписка) – çĕр докуменчĕ. Кун хыççăн топографи планне хатĕрлемелле. Çĕнĕ вырăнта шыв, çут çанталăк газĕ, электричество кирлĕ тетĕр пулсан, вĕсемпе тивĕçтерекен предприятисенчен техуслови илмелле.

– Çÿлерех асăннă йĕркесене вуласан хăшĕн-пĕрин предприниматель ĕçне тытăнас кăмăл та пĕтме пултарать: ара, тем тĕрлĕ хатĕрлев ĕçĕ те тумалла вĕт!

– Пăшăрханма кирлĕ мар, майĕпен пур- те йĕркене кĕрет. Йĕркене пăхăнса пырсан йăнăшсем те сахалрах пулаççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет, тунă çурт-йĕре, производство объекчĕсене вăхăтра регистрацилени питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен пулас объектăн малашлăхĕ тата хакĕ унтан та нумай килет. Регистрацилемен çурт-йĕрпе саккун тăрăх сутма-илме тата ытти ĕç тума пулмасть. Кунта çакна та каласа хăварас килет, ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă предприятисемпе организацисене çак объектсемшĕн налук тÿлессинчен хăтарнă. Кулленхи пурнăçра тĕрлĕ çурт-йĕр, бизнесра усă курмалли объектсем тăвассипе ыйтусем тухсах тăраççĕ. Вĕсем çине тивĕçлĕ хурав кирлĕ пулсан эпир сире хаваспах йышăнатпăр тата пулăшма тăрăшатпăр.

А. БЕЛОВ çырса илнĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6