САВĂК КĂМĂЛПА УЯВЛАРĂМĂР

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.09.2024, 10:43 Просмотров: 418

 A8b1X Bb obvUONstkjmFa9 3gqviDl lLJmUl1NNNhcW8iUfcxQAncOzD71J4ox24TVN ukbyJgtUeONVKv6t

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ пулчĕ. Ăна паллă тума авăн уйăхĕн 27 – мĕшĕнче Орининти Культура çуртне 14 ялтан йышлăн пухăнтăмăр. Вăл вара пирĕншĕн, ваттисемшĕн , уяв вырăннех пулчĕ. Ăна кунти вăтам шкулти кĕçĕн класра вĕренекен ар çын ачасемпе хĕр ачасенчен йĕркеленĕ «Лучики» ансамблĕ «Бабушки и дедушки» юрăпа ташă кăшăлĕпе уçрĕ. Светлана Вязова вĕрентекен тăрăшнипе ачасем асаттесемпе асаннесен сăнарĕсене ăста та интереслĕ калăпларĕç. Пĕчĕккĕскерсем пулин те илемлĕ юрлама та, ташлама та маттур. Савăнтарчĕç ачасем пире. Вĕсене пултарулăхĕшĕн алă çупса тав турăмăр.
Уява ăшă салампа Оринин территори пайĕн пуçлăхĕ В. Пушкова уçрĕ. Асăннă тăрăхри ветерансен канашĕн ертÿçи В.Вязов, Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕ П.Вязов пухăннисене Ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, татах та нумай çулсем пурăнма çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, иртнĕ çулталăк хушшинче пурнăçран уйăрăлса кайнă ватă çынсен кашнин ятне асăнтăмăр тата пĕр минут шăп тăтăмăр.
Ваттисен кунĕнче муниципалитет округĕн яваплă ĕçтешĕсемпе тĕлпулусем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче те Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕ Оксана Попова хутшăнчĕ. Вăл çынсен сывлăхне сыхлассипе чир-чĕре вăхăтра тупса палăртас тĕлĕшпе районти медицина ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
- Сывлăх çирĕп пуласси хамăртан та нумай килет. Ăна упрама ан манăр, вăхăтра тĕрĕсленĕр. Сире пурне те çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, ăнăçу сунатăп,- терĕ Оксана Юрьевна, пухăннисене саламласа.
Муниципалитет округĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Елена Максимова тата социаллă пулăшу пайĕн специалисчĕ Любовь Данилова сăмах тухса каларĕç, уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç.
- Эсир, аслă ăрури ветерансем, çамрăксемшĕн нимĕнпе виçейми ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Хальхи яш-кĕрĕмĕн ваттисенчен вĕренмелли нумай.Сирĕнтен кашниех ял хуçалăхĕнчи тĕрлĕрен ĕçсенче вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнă, тăван хуçалăхпа район тата çĕршывăмăрăн хăвачĕпе экономикине малалла тĕреклĕ çирĕплетме пысăк тÿпе хывнă. Тавах сире ĕçсенчи хастарлăхшăн,-терĕ Е. Максимова.
Уяв мероприятийĕсем пынă вăхăтра вĕсем çынсене хăйсене интереслентерекен йытусемпе йышăнчĕç, хуравсем пачĕç.
Ваттисен кунĕ ячĕпе саламлама «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ те хутшăнчĕ. Çакна палăртма та кăмăллă: концерт тăван халăхăмăрăн, аслă ăрури кукаçипе кукамайсен, аттепе аннесен тĕрлĕрен илемлĕ юрри-кĕввипе пуян. Фольклор ансамблĕ тури чăвашсен культурипе йăла-йĕркине сыхласа хăварас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе те сахал мар тăрăшать. Туслă йыш пĕр ĕмĕтпе вăй хунинчен - сцена çинчи искусствăри ăнăçу та.Уява килнисем ытахальтен мар ĕнтĕ муркашсен пултарулăхĕпе тулли кăмăлпа ырласа паллашрĕç. Вĕсем халăх фольклор ансамблĕн « Килтĕм хăнана» ташăпа юрă кăшăлне ăшă кăмăлпа йышăнчĕç.
Пирĕн аслă ăрури чăвашсем ĕçкĕ-çикĕсенче,сăмахран, туйра е ытти уявсенче хăйсем ăсталанă халăх инструменчĕсемпе те усă курнă. Кунта вара Игорь Майков параппанçă, Александр Аникин купăсçă (вăлах концерт ертÿçи) концерта илем кÿчĕç.
Уява пухăннисем уйрăм артистсене те илемлĕ юррисемшĕн чылайччен алă çупса тав турĕç. Игорь Майковпа Елена Галкина хамăр ентеш Виталий Романов композитор кĕвĕленĕ «Куккук авăтать» юрра кăмăла каймалла юрларĕç. Çавăн пекех Людмила Мироваева «Лайăх кÿршĕ» юрă парнелерĕ. Вĕсем виççĕшĕ те районти тата республикăри çеç мар, çавăн пекех пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинче ирттернĕ фестиваль-конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕм пулма тивĕçнĕ.
Серафима Ванюшкина вара ытларах аккапелла мелпе юрлать. Пире «Атте мана хура тесе» чăваш халăх юррипе савăнтарчĕ. Вăл та тĕрлĕрен конурссене хутшăнса 1 степеньлĕ диплома çĕнсе илнĕ.
Арçынсен ушкăнĕ - Игорь Майковпа Сергей Каликов тата Александр Аникин - авалхи чăвашсен «Мана карчăк ÿпкелет» илемлĕ юрланине те ырласа йышăнтăмăр.
«Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ уява пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе чылайччен савăк кăмăл парнелерĕ. Артистсен сцена çинчи искусствăра ăсталăха ÿстерес тĕлĕшпе Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем А. Аникин, С. Каликов тата Ф. Григорьева пысăк тÿпе хываççĕ. Концерта ертсе пыракан Е. Максимова та ăшă сăмаха тивĕç: сцена çине тухакан юрăçă ятне асăннă май унăн пултарулăхĕпе те паллаштарма ĕлкĕрет.
Оринин территори пайĕн пуçлăхĕпе ваттисен тата пенсионерсен канашĕсен ертÿçисем Орининти вăтам шулĕнчи ачасен «Лучики» ансамбльне тата «Муркаш» халăх фольклор ансамбль ушкăнне Ваттисен кунне паллă тума пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнăшăн ăшшăн тав туса малашне те ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывра çуран чупассипе ирттернĕ «Наци кросне» чысласа çак тăрăхри ветерансемпе пенсионерсен Спартакиади пулни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унччен вар шахматпа шаша турнирĕсем, шывра ишессипе ăмăрту ирттернĕ. Пĕтĕмпе14 тĕспе тĕрлĕрен спорт вăййисенче вăй виçнĕ. Вĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă командăсемпе уйрăммăн вăй хурса лайăх кăтартусем туптанăшăн спортпа туслă ветерансене тата активистсене дипломсемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.
Ваттисен кунне пысăк йышпа пĕрле пухăнса ăна савăнăçлă та интереслĕ ирттернишĕн эпир Оринин территори пайĕн пуçлăхне В. Пушкована, ваттисен канашĕн ертÿçине В. Вязова, пенсионерсен канашĕн ертÿçине В. Иванова, çавăн пекех спонсорла пулăшу панăшăн муниципалитет округ Пухăвĕн депутатне П. Вязова чун-чĕререн ăшшăн тав тăватпăр, ĕçĕсенче ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Çакна палăртма та кăмăл пур: çак Культура çурчĕн заведующийĕ пулса Алексей Воробьев хастар тăрăшать. Вăл вара асăннă уяв программине аван, кашнин кăмăлне каймалла ертсе пычĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕ уява хутшăннисене хăйсем хатĕрленĕ тутлă кулинари изделийĕсемпе тивĕçтерчĕç.
Сăмахăма вĕçленĕ май Оринин тăрăхĕнчи аслă ăрурисем мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ тесе калас килет. Вĕсем вăй-халне кура обществăлла ĕçсене те, спорт вăййисене те пысăк йышпа активлă хутшăнаççĕ, ырă йăла-йĕркесене малалла тăсса пĕрле пухăнаççĕ, уявсене тулли кăмăлпа ирттереççĕ. Çакăн пек тата ытти ырă мероприятисем пурте вырăнти территори пайĕ тата ветерансемпе пенсионерсен канашĕсен пуçарăвĕсемпе иртеççĕ. Вĕсен ырă ĕçĕ-хĕлĕпе муниципалитет округĕнчи ытти торриторисен пайĕсенче те усă курни лайăх енне кăна витĕм кÿнĕ пулĕччĕ.
Пурне те ыррине çеç сунса Александр ШАРИКОВ,
1985 çултанпа Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6