Олег Николаев отчет турĕ

Категория: Актуально Опубликовано: 16.02.2023, 13:59 Просмотров: 717

photo 2023 02 16 13 58 57

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ - Чăваш Республикин Правительствин председателĕ Олег Николаев февралĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕнче депутатсем умĕнче республика Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет туса пачĕ.

Регион ертÿçи отчетра асăннă тăрăх, республика Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ Раççей Президенчĕ çĕршывăн экономикине аталантарассипе тата инвестици хăватне ÿстерессипе палăртнă наци тĕллевĕсемпе задачисене пурнăçа кĕртсе пырассипе, республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатса пырассипе çыхăннă. Правительство Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, граждан институчĕсемпе, предприятисемпе, организацисемпе, Чăваш Енри кашни çынпа çыхăнса ĕçлесе пырса çулталăк хушшинче ку енĕпе япăх мар кăтартусем тума пултарнă.

Акă республикăн пĕрлехи бюджет тупăшĕ пĕлтĕр унчченхи çулхинчен 10 процент, республикăн хăйĕн тупăшĕ 20 процент ÿснĕ. Инвестицисем явăçтарассипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче малти вырăн йышăнать. Чăваш Енре наци проекчĕсен шайĕнче пурнăçа кĕртмелли 50 регион проекчĕ туса хатĕрленĕ. Капиталлă строрительство объекчĕсене 52 çĕнĕрен тума тата реконструкцилеме май килнĕ. Ишĕлчĕк çурт-йĕрте пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе, харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарассипе, çынсене пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, çулсем тăвассипе тата юсассипе, обществăлла территорисене хăтлăлатассипе, физкультурăпа спорта аталантарассипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма лайăхрах майсем туса парссипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынă. Сывлăх сыхлавĕн шайĕ лайăхланать, ялсенче ФАП-сем хута каяççĕ, сиплев учрежденийĕсен пурлăх бази пуянланать.

Правительство промышленноç аталанăвĕн ыйтăвĕсене яланах тимлĕхре тытать. Промышленноç предприятийĕсене санкцисен тапхăрĕнче патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси 21 хут ÿснĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес, ял хуçалăх предприятийĕсем, харпăр хăйĕн хушма хуçалăхне тытатакансем валли ятарлă пулăшу мелĕсене пăхса хунă. Вĕсемпе пур енлĕн тивĕçтереççĕ.

Республикăра тĕп производствăна инвестицисем явăçтарма лайăх майсем туса пама тăрăшаççĕ. Ятарлă инвестици проекчĕсем вăя кĕреççĕ, индустри паркĕсемпе уйрăм технопарксем хута каяççĕ. Кашни муниципалитетрах харпăр хăйĕн инвестици портфельне туса хатĕрленĕ. Çаксем пĕтĕмпех республикăн тухăçлă аталанăвĕпе çыхăннă.

Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ те курăмлă. Кунта та пулăшу мелĕсем сахал мар. Çавна май пĕлтĕр тĕш тырă нихăçанхинчен те ытларах пухса кĕртме пултарнă.

Олег Николаев отчетра çавăн пекех республикăра туризма аталантарассин ыйтăвĕсене те çутатрĕ, шайлашуллă бюджет политики, муниципалитетсене укçа-тенкĕпе пулăшасси тата ытти ыйту çинче те чарăнчĕ, 2023 çул валли пĕлтерĕшлĕ задачăсем палăртрĕ.

Борис Андреев, Муркаш райпо канашĕн председателĕ:

- Чăваш Ен Правительствин председателĕ Олег Николаев отчетра республикăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пур сферинчи лару-тăрăва та тĕплĕн тишкерсе хак пачĕ, малашлăх задачăсене палăртрĕ. Чăннипех те иртнĕ çулталăк никамшăн та çăмăл пулчĕ теме çук. Апла пулин те республика малаллах утăмлани, япăх мар чикĕсем çĕнсе илме пултарни курăмлă. Çакă вара чи малтанах регион Правительстви пирĕнпе туслă мар çĕршывсен санкцийĕсен вăхăтĕнчи кăткăс лару-тăрăва тĕрĕс хак парса производствăна сыхласа хăварассипе кăна мар, çавăн пекех ăна малалла аталантарса пырассипе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, пулăшу мелĕсене ÿстерсе пырассипе, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынипе çыхăннă.

Пирĕн райпо коллективĕшĕн те çулталăк çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те унччен çĕнсе илнĕ чикĕсенчен чакма шухăшламастпăр. Çавна май производстăвана аталантарассин тата модернизацилессин, çĕнĕ производство линийĕсем хута ярассин ыйтăвĕсем кулленхи тимлĕхре. Ку енĕпе республика пулăшăвне куллен туйса тăратпăр. Кун пек пулăшу мелĕсем çинче те Олег Николаев отчетра тĕплĕ чарăнчĕ.

Иртнĕ çулталăк пирĕншĕн те ÿсĕмлĕ пулчĕ тесе шухăшлатăп. Акă Лантăш пекарнинче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн çĕнĕ производство цехĕ хута яма вăй çитертĕмĕр. Çĕршывĕпе палăрнă «Сельский» çăкăра шăпах ĕнтĕ кунта пĕçереççĕ. Асăннă продукци тĕсĕ Раççейри чи лайăх 100 тавар шутне кĕме тивĕçрĕ.

Производство цехĕнчи мĕнпур ĕçе халĕ автоматизациленĕ. Ку ĕç Чăвашпотребсоюзăн комплекслă аталанăвĕн пилĕк çуллăх планĕ шайĕнче пулса пырать. Çĕнĕ производство цехĕ хута яни, ĕçсене автоматизацилени ытларах хĕрарăмсем тăрăшакан коллективăн алă ĕçне самай çăмăллатма, продукци туса кăларассине ÿстерме тата унăн пахалăхне лайăхлатма май пачĕ. Ку вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, ĕçлекенсен шалăвне ÿстерме май пулассипе çыхăннă.

Комплекслă аталану программинче патшалăх пулăшăвĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Производствăна аталантарма оборудовани туянма кайнă расхутсен 30 процентне халĕ Чăваш Республикин бюджетĕнчен компенсацилеççĕ. Пирĕн райпо та ку пулăшусăр юлмарĕ. Лантăш пекарнине реконструкцилеме тата çĕнĕ оборудовани туянма 30 млн тенкĕ расхутларăмăр пулсан, ку тĕлĕшпе республика пулăшăвĕ вара питех те вырăнлă пулчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ

хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4