Пирĕн пуласлăх – хастар çамрăксенче

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 10:10 Просмотров: 140

«Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче июнĕн 27-мĕшĕнче çамрăксем йышлăн пухăнчĕç, унта Çамрăк­сен кунне халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ. Çут çанталăкăн япăх çанталăк çук теççĕ те вăл уява пухăннисене самай тĕрĕслерĕ, сивĕ çилĕ шухă çамрăксем пекех çан-çурăм тăрăх çивĕччĕн чупрĕ.

Çапах та уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Вăл художество пулта­рулăх ушкăнĕсен савăнăçлă юр­ри-ташшинчен пуçланчĕ. Ăна ача коляскисен парачĕ илемлетрĕ. Уявăн чаплă пайне Муркаш му­ниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан – вĕренÿпе çамрăксен пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова уçрĕ, ăшă сăмах­семпе саламларĕ. Çав хушăрах уяв лаптăкĕн­че кăсăклă тĕрлĕ ĕç пычĕ, «Çамрăклăх. Малалла!» интерак­тивлă лаптăк ĕçлерĕ. Сăн ÿкерĕн­мелли вырăн чылайăшне хăй патне илĕртрĕ. Пĕтĕм Раççейри «Дви­жение Первых» организацин окру­гри активисчĕсем ал ĕç ăсталăхне вĕрентрĕç. Ача-пăча валли уйрăм лаптăк пулчĕ, вĕсем вылярĕç, си­крĕç. Паллах, вĕри шашлыкпа вĕри чейсĕр ăшăнма май килмерĕ çав каçхине. Çак суту-илÿ вырăнĕсенче те çынсем йышлăнччĕ.

– Эсир вĕренÿре кăна мар, спортра та хастар, ытти ĕçре те пултаруллă. Эсир округпа респу­блика тата çĕршыв тĕрекĕ пулса тăратăр, тĕрĕс çул суйласа илсе тĕрĕс ĕçлесе пырасса эпир шанса тăратпăр. Сирте вăй-хăват тапса тăрать, эсир – пирĕн малашлăх. Сире валли пур çул та уçă, хăвăра килĕшекен професси суйласа илсе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем туса пырăр. Ĕмĕтленĕр – тĕллев патне утăр, – терĕ Зоя Дипломато­ва уяври çамрăксене саламласа.

Уявпа çавăн пекех депутат­сен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн ертÿçи Александр Иванов, Муркаш территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Кириллов, Муркаш чир­кĕвĕн настоятелĕ Михаил атте саламларĕç. Кашниех яш-кĕрĕме ăнăçу та такăр çул сунчĕ. Уяв, паллах, чыславсăр иртмест. Чи малтанах сцена çине ĕçлекен яш-кĕрĕм тухрĕ. Округ админи­страцийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене свидетельство парса чысларĕç, Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ тивĕçекенсем пулчĕç. Регионти «Ялта чи лайăххи» агрослета хут­шăннисем те уяв сцени çине хăпар­ма тивĕçрĕç. 36 выпускник-медалист чысла­ва ашшĕ-амăшĕпе тухрĕ. Округ ад­министрацийĕ вĕсене Тав çырăвĕ парса чысларĕ. Кашнин сăн-питĕн­че савăнăç шевли вылярĕ. Çак вĕренÿ çулĕнче 130 выпускник тăван шкулпа сывпуллашрĕ, вăл шутран 20-шĕ вĕренĕве «ыл­тăн» медальпе вĕçлерĕ, 16-шĕ – «кĕмĕл» медальпе. Чыслав хыççăн выпускниксен балĕ пулчĕ. Вĕсем мăшăр акăшсем евĕр çаврăннăн курăнчĕç, яштака пÿ-силлĕ çамрăксем питех те илем­лĕн ташларĕç. Унтан куракана вырăнти художе­ство пултарулăх ушкăнĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем савăнтарчĕç.

Уяв кашнине тулли кăмăл парне­лерĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5