Çак кун Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме хутшăнакансене сума сăваççĕ. Ку куна паллă тăвасси пирки ветерансем 2008 çул вĕçĕнче пуçарупа тухнă. Тепĕр çулхи июльте вара уява пĕрремĕш хут паллă тунă.
1995 çултанпа Раççейре «О ветеранах» саккун вăйра тăрать. Ку документ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тĕрлĕ çулта тĕрлĕ тăрăхри çар ĕçĕсенче, çапăçусенче пулнă çынсен, ĕç ветеранĕсен прависене хÿтĕлет. Документ социаллă гарантисемпе пулăшу мелĕсем пирки калать. Çак категорие тĕрлĕ çар операцине хутшăнакансем кĕреççĕ, вăл шутра Сиринчи, Афганистанти, Чечняри хирĕçтăрура пулнисем, халĕ вара Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата ытти çар ĕçĕсенче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекенсем кĕреççĕ. Ветерансем çак кун илемлĕ сăмахсене кĕтмеççĕ. Вĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли – тимлĕх, çар тивĕçне пурнăçланăшăн ăшă сăмахпа тав туни. Сăн ÿкерчĕкре ятарлă çар операцине хутшăннă салтак-ветерансене куратăр. Михаил Романов, Николай Аксендаров, Николай Илларионов, Сергей Худяков Çар ĕçĕн ветеранĕсен кунĕнче Муркашри Çĕнтерÿ паркĕнчи палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
– Паянхи кун тĕрлĕ çар ĕçĕнче пулнă ветерансене пĕрлештерет. Тĕрлĕ çапăçура пулнисемшĕн çакă сăваплă кун. Эпир – ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем, пурте хамăрăн тивĕçе Украина территорийĕнче пурнăçларăмăр. Мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ салтаксене сума суса паян çакăнта килтĕмĕр. Никама та манман, нимĕн те манăçмасть, – терĕ Михаил Романов ветеран.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
