«Халăх тăрăшнипе, патшалăх пулăшнипе»

Ял çĕнелет

Чувашии- 105 лет

Национальный центр РОССИЯ

Яркое лето Чувашии

Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Россия — страна достижений

Мăнсĕнтĕрсем фронта пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 09:03 Просмотров: 60

Мăнсĕнтĕрсем фронта ятарлă çар операцийĕ пуçланнă вăхăтранпах пулăшма тытăннă. Культура çуртĕнче хÿтлĕх сетки валли вĕсем малтан хăюсем кăна каснă-ха, майĕпен сетка çыхас шухăш та çуралнă.

Кунти ĕçе Валентина Комиссарова хастарçă йĕркеленĕ. Вырăнти шкулта вĕренекен Александра Трофимова хăю касса пăхнă, тепĕр кунхине Культура çуртне аслисем те пухăнма тытăннă.

- Виталий Васильевăн пилораминчен сетка çыхмалли станок илсе килтĕмĕр. Фронта пулăшас шухăшлă çынсенчен коллектив йĕркеленчĕ, пĕрремĕш сетка çыхма пултартăмăр эпир. Кашниех хавхаланса ĕçлерĕ. Хăпартланмасăр калатăп, сетка çыхакан çакăнти коллектив округра чи пĕрремĕш тата чи активли пулчĕ. Пире курса ыттисем те ку енĕпе ĕçлеме пуçларĕç. Малтанхи вăхăтра çак ĕçе йĕркелесе яма çăмăл пулмарĕ, сетка çыхмалли никĕс тата спанбонд çукчĕ. Никĕс вырăнне кивĕ маскировка сеткисем, волейбол тата спортзалсенчи хÿтлĕх сеткисемпе усă куртăмăр. 20 метрлă пулă сĕреки çине те çыхса пăхрăмăр. Çыхмалли хăйăвĕсене Шупашкар хулинчи ательерен Александр Трофимов илсе килсе пачĕ. Çав вăхăтранпа сетка çыхакан пирĕн коллектив çак ĕçе пачах та чармарĕ, пĕтĕмпе 650 яхăн сетка тата 200 ытла нашлемник çыхма пултарчĕ. Иртнĕ вăхăта аса илетĕп те шикленетĕп халĕ. Вăл вăхăтра çывăрнă чухне те хампа юнашар телефон хурса выртаттăм. Тăтăшах шăнкăравлатчĕç, станок мĕнле тумаллине, мĕнле çыхмаллине ыйтатчĕç.

Пĕррехинче пĕр хĕрарăм каçхине шăнкăравларĕ, унăн ывăлĕ валли 9 километр сетка пулмасть-ши тесе ыйтрĕ. Куççуль юхса анчĕ: «Эпир ку таранччен чи вăрăммине те 20 метр тăршшине кăна çыхнă», - терĕм. 9 километра çитерес пулсан пирĕн мĕн чухлĕ ĕçлемеллине шухăшлама та йывăрччĕ. Çавăн чухне вара эпĕ сетка çыхас ĕçе юнашарти ялсенчен те хутшăнма ыйтрăм. Шлем çинчен тăхăнмаллине çынсем килте çыхаççĕ. Çынсем шанăçа тÿрре кăларчĕç, часах Тренккăри, Вăрманкассинчи, Мăн Шашкарти, Çатракассинчи, Кашмашри, Турайри, Чуманкассинчи Культура çурчĕсенче çыхма тытăнчĕç. Çыхакансем ĕçе çÿренĕ пекех çÿреççĕ. Сетка çыхас ĕç укçа-тенкĕсĕр пулмасть, ку енĕпе вырăнти çынсем тата ыттисем чылаййăн пулăшса тăраççĕ. Çак шутра çамрăксем те, пенсионерсем те пур. Кашни çыннăн пулăшăвĕ вырăнлă, укçан параççĕ, çыхаççĕ, гуманитари пулăшăвне турттараççĕ, ĕçлемелли материал кÿрсе килеççĕ тата ытти те. Пурне те чунтанах тав тăватăп. Хастар çынсем салтаксен пурнăçне сыхласа хăварас тесе тăрăшаççĕ. Отпуска килекенсене те пушă алăпа ямастпăр, хатĕр япаласем пуррине пĕлтерсех тăратпăр. Хамăр ĕçе эпир «ЗОВ Чувашии» волонтер ушкăнĕпе йĕркелесе пыратпăр. Вĕсем сетка никĕсне туянма пулăшаççĕ. Фронта, госпитальсене май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕ Мускаври Вишнев- ский госпиталĕнче сипленекенсем валли пылак çимĕç уйăрчĕ. Тавах Нина Костина ертÿçĕне, унта ĕçлекенсене. Кун пек ырă çынсем пирĕн хушăра сахал мар, тĕрлĕ çимĕç посылкăпа ăсататпăр. Майăн 5-мĕшĕнче вара эпир Мăн Сĕнтĕрти библиотекăра «кĕмĕл» волонтерсене чысларăмăр. Çак кун пухăннисенчен ытларахăшĕ - хÿтлĕх сетки çыхакансем. Фронтра вăл çав тери кирлĕ япала. Паллах, ăна çыхакансем улшăнаççĕ. Çак вăхăт тĕлне Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче çыхакансем çаксем: Анна Егорова, Зинаида Сорокина, Василиса Яргейкина, Тамара Буянова, Татьяна Блинова, Галина Захарова, Галина Идакова, Юлия Викторова, Роза Николаева, Вера Пафнутьева. Ульяновскри «НИМЕ Чăваш культура центрĕ» обществăлла организацин представителĕсем, Çар ĕçĕсен ветеранĕсен «Рубеж» регионсем хушшинчи обществăлла организацин Ульяновск облаçĕн уйрăмĕн ертÿçисем Марс Саяпов подполковник тата Владимир Ярухин подполковник çÿлерех асăннă хастар çынсене 76-мĕш дивизин Тав çырăвне парса чысларĕç. Василиса Яргейкина, Анна Егорова, Галина Захарова, Зинаида Сорокина вара «Фронта пулăшнăшăн» медале тивĕçрĕç, - çапла каласа пачĕ Валентина Комиссарова. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕр волонтерĕсем «ЗОВ - Чувашии» фонд ирттерекен «Победа - дело семейное» проекта хутшăнчĕç.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5