Июлĕн 27-мĕшĕ – Суйлав комиссийĕсен кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 27.07.2026, 08:28 Просмотров: 266

IMG 20260727 082341

Чĕрĕк ĕмĕр – суйлав ĕçĕнче

Суйлав яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ политика пулăмĕ шутланать. Вăл çĕршыв аталанăвне палăртать, кашни çын пурнăçне витĕм кÿрет.

Суйлав ирттерес тĕп ĕç яланах участоксен комиссийĕсен членĕсем çине тиенет. Вĕсен ĕçне пысăка хурса хакласа республикăра 2021 çултанпа Суйлав комиссийĕсен кунне паллă тăваççĕ.

Муркаш округĕнче суйлав ĕçне территори суйлав комиссийĕ тата 31 участок комиссийĕ йĕркелесе пырать. Вĕсенче 247 çын вăй хурать.

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Тамара Мешкова 25 çул ытла участок комиссине ертсе пырать. Ялан ответлăхпа, ĕçе тĕплĕ тунипе палăрать.

Суйлав комиссийĕсен членĕсене, яланхи пекех, çитес суйлавра та ăнăçлă ĕçлеме сунатпăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4