Июнĕн 21-мĕшĕ – Медицина ĕçченĕн кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 21.06.2026, 09:53 Просмотров: 328

о

Унăн ĕçĕпе кăмăллă

Евгения Ванюшкинăн ĕç ĕмĕрĕ Юнкăри врач амбулаторийĕнче пуçланнă. Шурă халатлă медсестра вырăнти çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшма тытăннă. Ĕçтешĕсем пулăшнипе çамрăк специалист професси вăрттăнлăхне хăвăрт алла илнĕ.
Унтанпа вара 33 çул çитрĕ ĕнтĕ. Вăл тĕп ĕç вăхăтĕнче кăна мар, ытти чухне те çынсене çирĕп сывлăх пирки сĕнÿсем парать. Тăрăшуллă медсестра хăйĕн професси суйлавĕпе кăмăллă. «Тепĕр хут професси суйлас пулсан та çакнах суйланă пулăттăм. Килĕшет мана çынсемпе ĕçлеме», – тет вăл. Ĕçне кура – хисепĕ. Евгения Митрофановнăна тĕрлĕ шайри Хисеп грамтоипе чысланă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин Хисеп грамоти унăн ĕçри пысăк ăсталăхне çирĕплетет. Çынсем ăна ăшă сăмах каласа тав туни вара темĕнле чыславран та пахарах. Малашне ăшă сăмахĕ те, чыславĕ те нумайланса пытăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4