Тĕрленĕ картта музейĕ уçăлнă

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 08:54 Просмотров: 68

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ПСБ Банкăн тулашри çыхăну енĕпе ĕçлекен çумĕпе Вера Подгузовăпа Тĕрленĕ картта музейне çитсе курнă.

Раççейĕн тĕрленĕ карттине тума пĕтĕм çĕршыв хутшăннă. 350 ытла тĕрĕ ăсти хăйĕн тÿпине хывнă. Карттăна 2022 çулта пĕрлешнĕ çĕнĕ регионсене те кĕртнĕ. Асăннă картта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» выставкăна та хутшăннă. Тĕрленĕ картта ытти пуçарăва та çуратнă. Июнь уйăхĕнче кĕвĕсен карттин пĕрремĕш фестивалĕ старт илет. Çĕнĕ музей - хăйне евĕр культура центрĕ. Кун пекки çĕршывра урăх çук. Вăл тĕрлĕ халăхсен культурипе паллашма май парать. Музея паллă режиссер Никита Михалков килсе курма шантарнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3