Лапсар çулне тĕпрен юсас ĕçсем пуçланнă. Ку питех те пĕлтерĕшлĕ объект шутланать, çывăхри районсемшĕн çеç мар, пĕтĕм республика экономикишĕн те. Ку тăрăхра пысăк промышленноç предприятийĕсем вырнаçнă, шанчăклă çыхăну вĕсемшĕн питĕ кирлĕ.
Ĕçсене «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн виçинче пурнăçлаççĕ. Подряд организацийĕ - «Воддорстрой» общество – çулăн кивĕ сийне вистеме пуçланă. Юсав ĕçĕ пĕр чарăнмасăр пытăр тесе кирлĕ материала маларах кÿрсе килнĕ. Аса илтеретпĕр, юсав ĕçĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе пуçланнă. Ку ыйтăва нумай çул татса паман. Халĕ вара ырă улшăнусем пуласси куçкĕрет. Кунта çĕнĕ йышши, çирĕп çул пулĕ.
Апрель 2026 |
