Муркаш хĕрĕшĕн сасăлăр

Категория: Главные новости Опубликовано: 02.10.2024, 07:52 Просмотров: 386

image 123655411

Муркаш хĕрĕ Алена Кононова Пĕтĕм тĕнчери «Мисс Офис» конкурса хутшăнса Чăваш Ен чысне хÿтĕлет. Конкурса тĕрлĕ çĕршыври 129 çамрăк хутшăнать.

Паян сире хамăр ентешпе паллаштаратпăр. Алена - хастар та пултаруллă, пуян чун чĕреллĕ, ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ пике. Вăл хăйĕн телейне ĕçре туптать. Шкулта та, аслă вĕренÿ заведенийĕнче те пĕлÿ никĕсне çирĕп хывнине пула пур йывăрлăха та парăнтарма пултарать.
Алена Муркаш салинчен инçех мар вырнаçнă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕ. 6-мĕш класран пуçласа 11-мĕшчченех Муркашри шкулта пĕлÿ пухнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл спортпа та, юрă-ташăпа та туслă.
Шкултан вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Алена вĕреннĕ хушăрах «Додо Пицца» сетьре ĕçленĕ. Вăл паянхи кун та çак заведенире вăй хурать. Ăсталăхне кура 19 çулти пикене управлящи пулма шанаççĕ.
Алена шанса панă ĕçе çирĕп тытса пырать. Унсăр пуçне тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Акă кăçал «Мисс Офис» конкурса хутшăнса çурма финала тухма пултарчĕ. Халĕ малта - финал.
Алена çĕнтерÿçĕ пуласси пирĕнтен нумай килет. Кам нумайрах сасă пухать, çав çĕнтерет.

Атьăр-ха, туссем, хамăрăн ентешĕмĕршĕн сасăлар! Сасăлав сентябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 6-мĕшĕччен пырать. Ырă тума васкăр! Ырă туни ырăпах таврăнать.

Çак адреспа сасăламалла: https://www.missoffice.org/contestants/2024/

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3