Пурнăçри сăнарсемех

Категория: Главные новости Опубликовано: 25.09.2024, 14:16 Просмотров: 596

Хĕрĕх тĕслĕ хĕл

Юратсах пĕрлешнĕ, пĕр çăвартан пурăннă, ача-пăча ÿстернĕ Уринепе Митюк çемйи чутах арканса каймасть. Упăшкипе иккĕшĕн хушшинче палăри-палăрми тăракан, хăш-пĕр чухне вара тăрук сиксе тухакан сивĕлĕх ăçтан, мĕншĕн пуçланнине аса илме тăрăшать хĕрарăм. Пурте йĕркеллехчĕ вĕт-ха вĕсен. Шутласан-шутласан сăлтавĕ те тупăнать. Темиçе çул каялла Митюк больницăра выртнăччĕ. Пĕр кунхине арăмĕ палатăна кĕтмен çĕртен пырса кĕрет. Упăшкипе çамрăк медсестра кантăк умĕнче тăраççĕ, Митюк аллине çамрăк хĕрĕн пилĕкĕ çине хунă. Алăк сасси пулсанах аллине илет арçын, Урине çакна курса ĕлкĕрет, анчах курмăш пулать. Митюк вара: «Тавах Турра, арăм асăрхамарĕ», - тесе хăйне хăй лăплантарать. Вĕсем хушшинче нимĕн те пулманнине Урине пĕлет, анчах çав кĕске самант ун чĕринчи пĕр иккĕленÿсĕр шанăçа тартать, чунне ыраттарнă ÿкерчĕк вара асĕнче нумайлăхах çырăнса юлать.

Çемьери хутшăнусем хăйсен ăшшине çухатнин тепĕр сăлтавне те шыраса тупать Урине, уншăн хăйне айăплать. Сисмесĕрех ют арçынна пуçа çухатасла юратса пăрахнă вăл. Кам пĕлет, малтанхи сăлтавĕ пулас мар тăк сиксе тухатчĕ-ши çак телей те, инкек те кÿрекен юрату; Арăмĕн чĕринче урăх арçын пулнине упăшки курать те, туять те. Урине ни чупкăн, ни вылянчăк çын маррине пĕлет Митюк, çавăнпа пушшех хытă асапланать, мĕншĕн тесен юратать вăл мăшăрне. «Мĕн тумалла;» текен ыйту канăç памасть халь ăна. «Уйрăлмалла! - шутлать вăл хĕрÿлĕхне тытса чараймасăр. Кăштахран шухăшне улăштарать. - Çук-ха, уйрăлни çынна савăнтарни те яла култарни çеç пулать».

Митюкпа Урине иккĕшĕ те асапланаççĕ. Вĕсем çак йывăрлăхран епле тухнине Валентин Константиновăн «Çулăмри ÿкерчĕк» повеçне вуласан пĕлме пулать. Вулакан чунне самаях хускатакан произведени «Алран алла» ярăмра тухнă «Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» кĕнекене кĕнĕ.

Елен Нарпи çырнă «Çын тивĕçĕ» калава та лăпкă чунпа вулама çук. Малтан хыт чĕреллĕ учителе пула хĕллехи çил-тăманра çухалса кайнă Алюшшăн пăшăрханса ларатăн. Юрать-ха, Хреççи аппа ачана вилĕмрен хăтарса хăварать. Шкултан вĕренсе тухиччен Алюш ун патне именнипе кĕрсе çÿремен (амăшĕ килсе çÿрени вăл урăх япала). Акă халь вăл салтакран таврăнать. Çирĕп хул-çурăмлă, çĕкленÿллĕ кăмăллă каччă паян кĕретех хăйне çăлса хăварнă Хреççи кинеми патне. Анчах… шел пулин те, нумай чухне эпир тав сăмахĕ калама ытла та кая юлатпăр çав.

Рита Артин «Мемме» калавĕнчи Çерушăн вара хуйхи-суйхи, нуши-асапĕ - йăлтах вĕçленнĕ. Ÿтĕнчен уйрăлнă чунĕ пĕрре килте икерчĕ пĕçерекенсем патне, тепре кĕлеткине пытарма шăтăк алтакансем патне вĕçсе çитет, çынсем мĕн калаçнине итлет. Ытла та суккăрла пурăннă иккен Çеруш. Анчах халь тин вăл нимĕн те тÿрлетеймĕ, улăштараймĕ.

Ку калавсем те «Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» кĕнекеренех. Асăннă произведенисемсĕр пуçне «Алран алла» ярăмри кăçалхи кăларăма Марина Карягина, Юрий Скворцов, Денис Гордеев, Петр Маркин, Ангелина Павловская калавĕсем кĕнĕ. Çĕнĕ ят та пур кĕнекери авторсем хушшинче. Елена Николаевăн новеллисене вуласан пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тесе калас килет.

«Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» сборник вулакана килĕшессе шанатпăр. Унти сăнарсем пурте - пурнăçран илнĕскерсемех. Кĕнекене Галина Антонова пухса хатĕрленĕ, Екатерина Иванова ÿнерçĕ илемлетнĕ.

Галина МАТВЕЕВА

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3