Çĕр çырли çĕрет – мĕн тумалла?

Категория: Общество Опубликовано: 30.07.2026, 13:50 Просмотров: 178

Килти пахчара ялта пурăнакансем çулсерен тĕрлĕрен çырла ÿстереççĕ. Нумай кил хуçалăхра çĕр çырли те иккĕмĕш вырăна юлмасть. Хамăн практикăран эпĕ кунта та пĕлмелли, шута хумалли сахал маррине куратăп. Пирĕн пахчара пĕлтĕр çурла уйăхĕнче лартнă çĕр çырли пĕтĕмпех типсе çĕрсе кайрĕ. Пĕрремĕш çырласене кăçал çĕртме уйăхĕнче пуçтарса илнĕччĕ. Çырла чирленине нимĕн те систерменччĕ ун чухне. Иккĕмĕш сăтăркă пиçме хăварнă çырласем вара пиçмесĕрех типрĕç тата хăвăрт çĕрсе кайрĕç. «Ремонтантлă» текен сортăн вара пĕр çырли те пиçмест, ÿснĕçемĕн çĕрсе çеç пырать. Мĕнле чир аптăратать-ши ăна? Мĕн тĕрĕс мар тăватпăр-ши эпир унăн йăранĕ çинче? Ăна тухăçлă туса илес тесе йăран çине эпир нимĕнле удобрени те, имçам та сапман. Çырлине вара маларах пахча çимĕç ÿстернĕ йăрансем çине лартса. Çеçкесем пачах çĕрсе пĕтиччен вĕсене мĕнпе шăвармалли пирки пире канаш паракан пур-ши, мĕнле удобренипе апатлантарсан лайăх-ши? Выльăх-чĕрлĕх усраманнине кура пирĕн килти хушма хуçалăхра тислĕк çук. Ялта выльăх-чĕрлĕх сахалланнăран ăна тупса туянма та паян йывăр. Хаклă редакци ĕçченĕсем, çак ыйтупа пĕр-пĕр агронома калаçтармăр-ши? Вăл усăллă канаш парасса шанатăп! Хуравĕ çурла уйăхĕнче пулсан та аванччĕ. Кайран çырла лартма вăхăт çитсен кая юласран шикленетĕп.

Алевтина СМИРНОВА. Муркаш сали.

Тавах хамăр вулавçăна паян çивĕч ыйту хускатнăшăн. Округра виктори ÿстерекенсем йышланнăран нумайăшне ку ыйту канăç памасть тесе шутлатпăр. Çавна шута илсе паян эпир хамăр тĕпеле асăннă çырлана туса илессипе пысăк опыт пухнă пахчаçă-агронома Алексей СЕМЕНОВА чĕнтĕмĕр. Унăн канашĕ-сĕнĕвĕсенчен эсир хăвăра валли усăллине тупатăрах тесе паян вĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

– Пахча çимĕç е çырла йăранĕ çинче, сад-пахчара çимĕç ăнманни е вăл сахал пулни кашни пахчаçăнах канăçсăрлантарать – ыррине шанни-тăрăшни куç умĕнчех сая каять-çке. Алевтина Смирнова тĕслĕхĕнче темиçе сăлтав пĕр çыхха пухăнма пултарнă тесе шутлатăп. Кун пек чухне чăнах та тухăç ăнса пуласси иккĕлентерет. Хăвăр лару-тăрăва çак енсемпе тишкерсе пăхăр-ха, çухату сăлтавĕ тен алă айĕнчех.

Пĕрремĕшĕ – çырла тымарланма ĕлкĕреймен. Çурла уйăхĕ – çĕр çырли калчине янтă йăран çине лартмалли чи меллĕ вăхăт. Иртнĕ çул эсир калчана уйăх вĕçнелле çеç лартнă пулсан тата çанталăк хăвăрт улшăннăран (çумăрлă кунсем е шăрăх çанталăк пулни) вĕсен тымар системи лайăх аталанса юлаймасăрах хĕле кĕнĕ. Вăйсăр ÿсен-тăран хĕл сиввине чăтăмлă мар. Шăпах вĕсем çуркунне чирлеме пуçлаççĕ. Ку вăхăт çырла тытăнас тапхăрпа тÿр килсен тухăç тата çырла тĕммисен малашлăхĕ иккĕленÿлĕх çуратать.

Лартнă чухне йăнăшни. Кунти тĕп йăнăш – калчана тарăн лартни. Енчен те ÿсĕм вырăнĕ çĕр айне лексен, вăл çĕрес хăрушлăх пысăк. Кун пек чухне ÿсĕн-тăран вилет.)сĕм вырăнĕ çĕртен çÿлерех пулсан, тымарсем типме тата шăнма пултараççĕ – вĕсен малашлăхĕ çук.

Йăран вырăнĕ. Пахчаçăн çак ыйтăва та лайăх пĕлсе тăрас пулать. Енчен те йăран вырăнĕ айлăмра пулсан, унта шыв тăракан пулать, тымарсем çĕрес хăрушлăх пысăк. Виктори йÿçек вырăна юратмасть – кун пек çĕрте вăл лайăх аталанаймасть, чир-чĕре час парăнакан пулать. Лартнă хыççăн тĕрĕс мар пăхни. Лартсассăнах çырла йăранĕ çинче нÿрĕк пултăр тесе тăрăшмалла. Çак вăхăтра тымарсем тарăна кайма ĕлкĕреççĕ. Çапла вара йăрана шăварса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальлĕн калча хăвăрт типсе каять. Шыв нумай пулни те калчана çĕртме пултарать.

Чирсем тата сăтăрçăсем. Калча чирлĕ çĕрте ÿснĕ пулсан, куçарса лартнă хыççăн чир вăй илме пултарать. Тĕслĕхрен, нематода тата кăмпа чирĕ, тымар çĕрĕкĕ, ÿсен-тăран час типни.

Хĕллехи тата çурхи çанталăк катаклизмĕсем. Сывлăш температури хăвăрт выляни тата садра юр сийĕ çукки ÿсен-тăраншăн хăйне май хăрушлăх пулса тăрать.

Тивĕçтермен сорт. Енчен те эсир хăвăр район валли пăхман сорт туянтăр пулсан, ăна сирĕн тăрăха хăнăхма çăмăл пулмасть.

Мĕн тумалла?

Пĕрре тĕл пулнă инкекпе пахчара тепре тĕл пулас мар тесен çак йĕркесене пăхăнма тăрăшăр. Куçарса лартакан тĕмсен тымаррисем сывах-и? Унта çĕрĕк чирĕн паллисем çуккипе вăхăтра кăсăкланăр. Йăран çинче шыв тăнине те пăхăр. Çĕр йÿçеклĕхне тĕрĕслеттерĕр. Алă айĕнче тислĕк çук чухне пахчара пухнă çулçăна йăран айне пусса хурăр, горчица акса пусăр. Çĕнĕрен лартакан тĕмсен тымаррисем шывлă вырăнта пулмаççĕ-и? )сен-тăрана пĕр-пĕринпе лайăх ылмаштарса лартăр. Вĕсем пĕрлехи чир-чĕре епле чăтса ирттернипе кăсăкланăр. Лартма янтăланă калча сывă пулнине тăтăш лайăх тĕрĕслĕр. Маларах асăннă йĕркесене пăхăнсан сирĕн виктори йăранĕ çырлапа пуян пуласса шанма пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6