Йывăрлăх ĕçе парăнать, ĕçре пурнăç çулĕ тăсăлать. Муркаш салинче пурăнакан Николай Антонов (сăн ÿкерчĕкре) пирки аса илсен çак чăнлăха тепĕр хут хам ума кăлартăм, унпа тĕл пулма васкарăм. «Пурнăç тулли пултăр тесен çичĕ хут тар юхтарса иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле. Çавăн чух çеç ырă ята туллин çĕнсе илĕн», – вĕрентетчĕ ачалăхра атте-анне. Сăмах çак тĕле çитсен манăн пĕлĕшĕмĕн пит çăмартисене ăшă кулă тухрĕ. Унпа пĕрлех калаçма ÿркенмен Николай Тимофеевич сăмах çумне сăмах хушса мана хăйĕн пурнăç çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Ырми-канми ĕçпе, çынсем хушшинче хăйне тивĕçлĕ тытнипе, ачасене шкулта тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнипе халăхра ырă ят-сум çĕнсе илнĕ вĕрентекенсем пирĕн округра сахаллăн мар. Вĕсенчен пĕри – эпĕ паян сăмах хускатнă арçын. Кашни ачан кун-çулĕ тăван шкулпа тачă çыхăннă. Парта хушшинче ларакана тивĕçлĕ пĕлÿ паракан, ăна пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрлекен, чун-чĕри патне вырăнлă çул тупма пулăшакан вĕрентекене чăн-чăн учитель теççĕ. Вĕсем кашни шкултах пур. Ун пеккисене шкултан вĕренсе тухнă хыççăн нумай çул иртсен те ĕнерхи ачасем манмаççĕ. Манăн паян Муркашри вăтам шкулти пултаруллă вĕрентекен Н. Т. Антонов пирки çырас килет. Кулленхи пурнăçра вăл ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăл ĕçпе пиçĕхнĕ пултаруллă арçын, ырă кăмăллă вĕрентекен, уçă чунлă та хисеплĕ çын. Николай Тимофеевич 40 çул Муркашри вăтам шкулта ачасене ÿкерме, чертежсем хатĕрлеме вĕрентрĕ, ĕç урокĕсем ирттерчĕ. Кашни урок ятарлă программăпа йĕркеленĕн туйăнатчĕ. Çĕнĕ темăсене питĕ уçăмлă ăнлантарса паратчĕ. Кашни сăмахĕ вырăнлă та килĕшÿллĕччĕ. Калаçу чĕлхи шыв юххи пек пыратчĕ. Унпа вăл вĕренекенсене тыткăнлатчĕ. Килти ĕçе тĕрĕсленĕ, кашнин пĕлĕвне хакланă чухне çепĕçлĕхĕпе сăпайлăхĕ уйрăммăн палăрса тăратчĕ. Пĕтĕмпех виçеллĕ те килĕшÿллĕ пулнăран унăн урокĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтетчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем ачасемшĕн интереслĕ те савăнăçлă пулнă. Унăн урокĕсенче ачасем çĕннине алла илнипе пĕрлех чăвашлăхпа патриотизм темине тишкернĕ, халăх йăли-йĕркине вĕреннĕ, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш илнĕ. Николай Тимофеевич Шетмĕпуç тăрăхĕнчи Опрыскьялĕнче 1946 çулхи августăн 4-мĕшĕнче çĕр ĕçченĕн çемйинче çуралнă. 1911 çулта çуралнă ашшĕ – Тимофей Антонович – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фронтра икĕ хут аманнă, контузи пулнă. Командирсен приказне пурнăçлассинчен пăрăнманскер фронтран нумай медаль-орденпа таврăннă. Вăрçă хыççăн вăл «Тивĕш» колхозра кладовщик пулса ĕçленĕ. Амăшĕ вара – Александра Николаевна – ĕмĕрĕпех колхозри уй-хир бригадинче вăй хунă. Тивĕш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех Николай лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, пушă вăхăтра нумай вуланă, тăтăш ÿкерме юратнă. Аслисем, вĕрентекенсем ăна тирпейлĕ те ĕçчен пулнишĕн хисепленĕ, чи ответлă ĕçсене шаннă. Ачалăхра çирĕп кăмăлпа палăрнăскер, темĕнле лару-тăрура та çухалса кайман, йывăрлăх умĕнче алă усман. Çапла вара вăл мĕн ачаран хăй палăртнă çулпа ниçта пăрăнмасăр, чыса çухатмасăр, ята вараламасăр çирĕппĕн малалла утнă. Çемьери лару-тăру уншăн яланах тĕслĕх шутланнă. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕсемпе хĕçпăшалланнăскер, 1964 çулта Тивĕшри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă каччă çав çулах мал ĕмĕтпе учительсем хатĕрлекен Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕрет. Пилĕк çултан хресчен ачи унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Çав çулхинех вăл направленипе килсе Муркашри вăтам шкулта ачасемпе рисованипе черчени тата ĕç урокĕсем ирттерме пуçлать. Хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачасенчен ăслă-тăнлă, чăн-чăн çын тăвас тесе тăрăшнă вăл иртнĕ çулсенче. Çак вăхăтра кашни ачан ÿсĕмĕшĕн савăннă, ăнăçăвĕшĕн хĕпĕртенĕ, вĕсене малалла аталантарассишĕн тăрăшнă. Çавăнпах пулĕ ăна хăй вĕрентсе кăларнă ачасем яланах ырăпа асăнаççĕ, хисеплесе ун патне пырса çÿреççĕ, паян та канаш ыйтаççĕ. «Вĕрентекенĕн ачасене хисеплеме те, юратма та, çав вăхăтрах паянхи пурнăçпа паллашса кирлĕ сĕнÿ пама та пĕлмелле», – тет педагогика ветеранĕ. Н. Антонов – Муркашри вăтам шкулăн вĕрентÿ тытăмне аталантарма тата лайăхлатма пысăк тÿпе хывнă вĕрентекенсенчен пĕри. Пултаруллă та ырă кăмăллă вĕрентекене шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ те, пĕрле ĕçлекенсем те, тăван округ аталанăвне тÿпе хывакансем те хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Пĕлĕшĕмĕн пурнăçĕпе кăсăкланнă май унпа кĕске калаçу ирттертĕм:
– Николай Тимофеевич, сирĕн пурнăçăрта ачалăх, çамрăклăх мĕнле йĕр хăварнă-ши?
– Ачалăхăма паян савăнса аса илетĕп. Хамăр йывăр вăхăтра ÿснĕ пулсан та, ăна чăннипех телейлĕ тесе шутлатăп эпĕ. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те хастар пулнăран маншăн тунсăхласа ларма вăхăт пулман. Ачаран кĕнеке вулама, ÿкерме юрататтăм, атте-аннене кил-хуçалăхра пулăшаттăм. Хам тума пултарнишĕн савăнаттăм, аслисем мухтанипе малашлăха пăхаттăм, – пулчĕ вĕрентекен хуравĕ.
– Эсир пысăк чĕреллĕ çын. Ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне ачасене вĕрентсе воспитани парассине халалланă, вĕсене çын пулма хăнăхтарнă. Сирĕн шухăшпа этемре чи хакли мĕн вăл? – ыйтрăм калаçăва малалла тăсса.
– Кунта питĕ нумай каласа каяс килмест. Ман шухăшпа çынна хисеплени, йывăр вăхăтра ăна пулăшма тăрăшни, хăв суйласа илнĕ ĕçе юратни, чăтăмлă та ырă кăмăллă пулни пире пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшаççĕ. Ку вара телей мар-и? – ыйту çине ыйтупа хуравларĕ педагогика ветеранĕ. Çăлтăрлă тÿпене кирек хăçан та пăхма кăмăллă. Çăлтăрĕсем илĕртеççĕ, вĕсем куç хĕсни чуна йăпатать, хăйсем патне туртать.
Савăнăçлă самантра хăйсем ялкăшнипе вĕсем пире те тĕнче уçлăхне чĕнеççĕ. Кичем те тунсăх пуссан вара вĕсемех чуна лăплантараççĕ. Тĕрлĕ самантра пирĕн шухăшпа чуна лăплантаракан çăлтăрсем çĕр çинче те пур. Николай Тимофеевича эпĕ паян шăпах çакăн пек çăлтăрпа танлаштаратăп. Вăл хăй те малашлăхпа пурăнать, ыттисене те малалла чĕнет. Хăй ĕçне чунĕпе парăннă вĕрентекен ачасене юратса пăхни пире тăрăшса вĕренме хистетчĕ. Эпир, шкул ачисем, хамăрăн вĕрентекене чĕререн хисеплесе унăн урокĕсене тимлĕ хатĕрленеттĕмĕр. Паянхи ăспа ăнланатпăр, пирĕнпе ĕçлеме юратнă вĕрентекене пачах та çăмăл пулман. Тĕлĕнетĕп, ăçтан тухнă-ха унăн пурне те пĕр пек юратма пĕлни? 40 çул ирттернĕ вăл çак ĕçре. Виçĕ предметпа та çителĕклĕ ăс панă вăл пире. Хăйĕн ĕçне пĕлсе, ачасене юратса пурнăçланă вăл ăна. Виçĕ предметпа ăс панă хушăрах пурнăçра йĕркеллĕ çын пулма та вĕрентнĕ вăл пире, атте-аннепе аслă ăру çыннисене хисеплеме те ăс панă. Паянхи кун та унăн ăшă кăмăлĕ аякри çăлтăр пек çутатса, пурнăçра тĕрĕс çул кăтартса тăрать. Хамăр тĕл пулура вăл хăйĕн ĕç ĕмĕрне çапла хак пачĕ:
– Манăн ĕç кĕнекинче пĕр паллă кăна – 40 çул пĕр вырăнта. Нумай-и вăл е сахал – вăхăт иртнине сиссе те юлаймарăм. Кирек хăш ĕçре те хăйĕн йывăрлăхĕ пур. Вăтам шкулта та çаплах. Анчах ачасемпе, пĕрле ĕçлекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕр çыхăра пулсан, çивĕч ыйтусене çăмăллăнах татса пама пулать. Ĕçне кура – хисепĕ теççĕ. Çак сăмахсем паян Николай Антонов вĕрентекеншĕн те тÿр килеççĕ. Вăл ĕçри çитĕнÿсемшĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Унăн пухминче ытти наградăпа дипломсен шучĕ те çук. Вĕсенчен сумлăраххисене асăнса хăварар-ха: «Отличник народного образования РСФСР», «Почетная грамота Министерства просвещения РСФСР», «Почетная грамота Министерства образования ЧАССР», «Ветеран труда». «Лайăх вĕрентекен, çирĕп ыйтакан, ырă кăмăллă çын», – тесе аса илеççĕ паян ун пирки вĕренекенĕсем. Çулсем иртнине пăхмасăрах çивĕч ăс-тăнлă, йăрă Николай Тимофеевич пурнăçпа тан утма тăрăшать. Ял, шкул, округ пурнăçĕпе тăтăш интересленет, çамрăксемпе тĕл пулма тата хăйĕн канашĕсемпе пулăшма тăрăшать.
– Хам ĕмĕрте пĕр çул та «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата çырăнмасăр пулман. Кашни номере чăтăмсăррăн кĕтетĕп, округ аталанăвне сăнатăп, ÿсĕмĕсемшĕн ыттисемпе пĕрле мухтанатăп, – терĕ сывă пурнăç йăлине тытакан юбиляр. Тайма пуç сана, юратнă вĕрентекенĕмĕр, ачалăхра тăрăшса ăс панишĕн, паян та тĕл пулура канашпа пулăшма хатĕр пулнишĕн!
Унăн вĕренекенĕсем: Раиса ВЯЗОВА (ДАВЫДОВА), РФ Вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ; Геннадий МОИСЕЕВ, Раççей журналисчĕсен Союзĕн пайташĕ.
Август 2026 |
