Акă тинех муркашсем çĕнĕ поликлиника ĕçлеме пуçласса кĕтсе илчĕç. Тахçантанпах кĕтнĕ эпир ăна. Савăнăçлă лару-тăрура июлĕн 29-мĕшĕнче пулчĕ вăл. Медицина ĕçченĕсем кăна мар, округ çыннисем те йышлăн пухăннă çак савăнăçа пайлама.
Поликлиникăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче туса лартрĕç. Халĕ кунта йăлтах çĕнĕ, çутă тата илемлĕ, сĕтел-пукан, тĕрлĕ оборудовани – пурте халăх сывлăхĕшĕн тата меллĕхĕшĕн. Диагностика валли çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă, вăл шутра эксперт класлă УЗИ аппарачĕ тата ытти те. Çĕнĕрен хута каякан поликлиникăна уçма Муркаш муниципалитет округне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов, регионăн сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата ыттисем килсе çитрĕç. Республика представителĕсене округ пуçлăхĕ Александр Иванов, Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Оксана Попова кĕтсе илчĕç. Çак объекта тăвассипе «Главинвестстрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçлерĕ, унăн ертÿçи – Алексей Макаров.
– Маларахри çулсене аса илтĕм, пур çĕрте те фельдшер пункчĕсем, больницăсем пулман. Çавăнпа та ялсенчи çынсем хăш-пĕр специалиста района, яла илсе килме ыйтатчĕç. Ялсенчи йышăну лавккара та пулнă. Пурнăç ырă еннелле улшăнса пырать. Çĕнĕ поликлиника округри 30 пин ытла çынна амбулатори пулăшăвне илме май парать. Çакăнта кÿршĕри Элĕк тата Етĕрне округĕсенчен те килме пултараççĕ. Ку, паллах, çынсемшĕн питех те лайăх. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн ума ял çыннин пурнăç пахалăхне лайăхлатма задача лартать. Хальхи вăхăтра сывлăх сыхлав учрежденийĕсене кăна хута ямаççĕ, çав вăхăтрах шкулсемпе ача сачĕсен çурчĕсене, социаллă ытти объекта юсаççĕ, çĕнĕрен хута яраççĕ. Ял-и вăл е хула – пĕрешкел услови тума тăрăшатпăр. Çакна пурнăçланă ĕçсенчен куратпăр эпир. Ял сăн-сăпачĕ улшăнни савăнтарать. Ача сачĕсене ял хуçалăх предприятийĕсем çумне çирĕплететпĕр. Çамрăксемпе профориентаци ĕçне ирттерни хальхи вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, Муркашра медицина класне уçсан та лайăх пулмалла, – терĕ Сергей Артамонов.
Сăмах Николай Угаслов илчĕ. «Юлашки вăхăтра ырă ĕç сахал мар тунă эпир. Çакă пире малашне татах та ытларах ĕçлеме хавхалантармалла. Пĕрле кăна эпир вăйлă. Паянхи уявпа хавхаланса татах та ытларах ĕç тăвар. Халăх программине ытларах хутшăнма тăрăшар, хамăрăн пурнăçа пĕрле хăтлăрах тăвар. Ĕçлекен çынна пулăшу пулатех. Муркашсем яланах маттур пулнă, малашне те çапла пултăр», – терĕ вăл. Валерий Васильев невролог тĕп больница коллективĕ ячĕпе республикăпа округ представителĕсене çакăн пек пысăк парнешĕн – çĕнĕ поликлиникăшăн – тав турĕ, малашне те сывлăх хуралĕнче çирĕп тăма шантарчĕ. Çĕнĕ поликлиника алăкĕсем уçăлчĕç. Шала кĕрсе куртăмăр. Унта кунсерен 150 çын, вăл шутра – 50 ача тата аслисем 100 çын, хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме, çирĕплетме пултарать. Çурт проекчĕ питех те меллĕ, йывăррăн куçса çÿрекен çынсем валли тата пулас амăшĕсем валли те лайăх условисем туса панă. Çĕнĕ çуртра педиатрсемпе терапевтсен, невролог, ЛОР-врачĕн, УЗИ тата ытти пÿлĕм алăкĕсем уçăччĕ. Поликлиника уçăлни парнепе танах. «Эпĕ Ярославка тăрăхĕнче пурăнатăп. Паян Муркаш больницине йышăнăва килнĕччĕ. Поликлиника уçăлассине кунта пĕлтĕм. Муркаш округĕнче поликлиника уçăлнăшăн эпĕ питĕ савăнатăп. Пирĕн тăрăхри ытти çынсем те ман пекех савăнаççĕ тесе шухăшлатăп. Çĕнĕ поликлиникăра ĕçлеме тухтăрсен сывлăхĕсем пулччăр. Кунта пирĕн сывлăха тĕрĕслеттерме майсем татах та ытларах пулĕç» , – терĕ Надежда Сорокина.
Объекта Росреестрăн Чăваш Енти управленийĕнче регистрациленĕ, кадастр учетне тăратнă. Пĕр хутлă çуртăн лаптăкĕ – 1096,7 тăваткал метр. Халĕ медицина учрежденийĕ тулли юридици статусĕпе ĕçлеме пуçларĕ. Палăртса хăваратăп, Муркаш округĕнчи сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче, вăл шутра фельдшерпа акушер пункчĕсенче, амбулаторисенче юсав ĕçĕсем çулсеренех калăпăшлă пулса пыраççĕ. Ку ĕç çынсен сывлăхĕ çине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Поликлиника алăкĕ муркашсем валли яланах уçă. Кунта ăшă кăмăллă тухтăрсем кĕтсе илĕç пире. Сывлăха тĕрĕслеттерме васкăр, çавăн пекех диспансеризаци ирттерме те ан манăр, сывлăх çирĕплĕхĕ вара хамăртан ытларах килнине те асра тытăр.
Савăнăçлă саманта ача-пăча ансамблĕн, Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи «Расна» ушкăн юрри-ташши илемлетрĕ.
Август 2026 |
