Çĕленсенчен асăрханăр

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 11:12 Просмотров: 430

Раççейре паянхи куна çĕленĕн 40 яхăн тĕсĕ пурăнни паллă. Вĕсенчен 10 ытларахăшĕ наркăмăшлă шутланаççĕ. Вĕсем сăхсан, кая юлмасăр сывлăх хуралçисен пулăшăвĕ кирли пирки никамăн та манмалли çук. Вĕсенчен хăрушлăхпа палăракан чи анлă сарăлнă чĕр чун - наркăмăшлă хура çĕлен (гадюка). Ăна паян Раççей Федерацийĕн пур территорийĕнче те тĕл пулма пулать. Çав шутра - вăтам Атăл тăрăхĕнче те. Вăл сăхни çын сывлăхĕ умне çийĕнчех пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Наркăмăшлă çĕленсенчен чи анлă сарăлни шутланать вăл. Ăна паян çĕршывăн кирек хăш регионĕнче те тĕл пулма пулать. Вăл пуринчен те пысăк тимлĕх ыйтать. Анчах çакă хура çĕлен çеç сăхма пултарать тенине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен наркăмăшлă мар çĕленсем те çынна сăхма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, хурăн пуçлă çĕлен (уж). Анчах вĕсем çын сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ. Çуллахи вăхăтра çынсем килте е çул çинче ансат майпа кĕтмен-туман хăрушлăха лекме пултараççĕ. Вăл çул çине çĕлен ăнсăртран тухса сăхнипе çыхăннă. Çак тĕл пулу яланах пысăк хăрушлăхпа çыхăннă. Уйрăмах йывăр чухне çын вилме те пултарать. Çĕлен сăхни пулса иртсен вырăнта çийĕнчех пĕрремĕш пулăшу пама пĕлни пысăк инкеке сирсе яма май парать. Енчен те сире сăхнă çĕлен наркăмăшлисен йышĕнчен пулсан, унăн наркăмăшĕнче чĕрĕ организмăн нерв системине тĕллевлĕ аркатакан хăрушă нейротоксинсемпе ферментсем пуррине асра тытмалла. Хура çĕлен наркăмăшĕ çыншăн уйрăмах хăрушă шутланать. Çынна наркăмăшлă тата ахаль çĕлен сăхни курăмлă уйрăлса тăрать. Ахаль çĕлен сăхсан çав вырăнта чĕрсе янă пек паллă юлать. Наркăмăшлă çĕлен сăхнă вырăнта вара икĕ пăнчă палăрать. Ку вăл - çĕленĕн асав шăлĕсен вырăнĕ. Çав асав шăлсем урлă çĕлен çын кĕлеткине наркăмăш ярать. Палăртмалла, суран вырăнĕ 2 - 3 миллиметр чухлĕ пулать. Çĕлен сăхнă вырăн касса ыратма пуçлать тата çав тĕлте ÿт шыçма пуçлать те вăл алăна е урана сарăлать. Çыннăн хăсас килни, варвитти, пит туртăнни палăрать, тăн çухатни те пулайрать. Наркăмăшлă çĕлен сăхсан малтанах çав вырăн ыратать, хыççăн хĕссе ыратма пуçлать. Сăхнă вырăн туртăнать, чĕре васкаса тапма тытăнать. Çĕлен сăхни нерв системине тивсен вара çийĕнчех пуç ыратма пуçлать, куç курасси начарланать. Çак симптомсем çине çын миçе çулта пулни пысăк витĕм кÿрет. Мĕнле пулăшмалла-ха çĕлен сăхнă çынна; Малтанах ăна лăплантарăр та тÿрем çĕре вырттарăр. Енчен те вăл тăтăш куçать, тапаланать пулсан, çĕлен наркăмăшĕ кĕлеткепе хăвăрт сарăласси пирки аса илтерĕр. Çĕлен наркăмăшлă е сăтăр кÿме пултарманни пулни пирки пĕлме тăрăшар. Çĕлен сăхнă çын хăйне мĕнле тытнине пăхсах тăрăр. Çĕлен сăхнă çын хăйне малтанхи вăхăтрах епле туйнинчен вăл наркăмăшлă е ахаль çĕленпе тĕл пулнине ăнланса илме пулать. Çын нумай куçмасан е тапаланмасан çĕлен наркăмăшĕ те кĕлеткере хăвăрт сарăлаймасть. Çĕлен сăхнă тĕслĕхпе тĕл пулсан, май пур таран хăвăртрах васкавлă пулăшу чĕнмелле, аманнă çынна больницăна илсе çитермелле.

Регина НИКОЛАЕВА, «Чăваш Республикинчи эпидемиологипе гигиена центрĕн» фельдшер-лаборанчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6