Тухăç пирки куллен шутла

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 10:56 Просмотров: 428

Кăçал çумăр пур çĕрте те пĕрешкел çумасть. Çакă кил хуçи пахча çимĕç туса илессипе ĕçлени çине те пысăк витĕм кÿрет. Анчах паянхи условисенче шăрăхпа та ăнăçлă кĕрешме пулать. Çакăн пирки сăмах пуçларăмăр та эпир Александр ШАРИКОВ пахчаçăпа. Вулакансен ыйтусем пулсан Александр Матвеевич паян кашнин çинех тулли хурав пама хатĕр.

Çĕр улми пуссинче

Шăрăх çанталăкра çĕр улми речĕсене шăварни вырăнлă-и тата «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче паян мĕнле ĕçсене пурнăçлама юрать тата хăшĕсенчен тытăнса тăмалла?

Илья СМИРНОВ.

Москакасси территори пайĕ.

Вăрăма кайнă шăрăх та типĕ çанталăкра çĕр улми кассисене тарăн кăпкалатни, ретсене купалантарни, çум çумлассипе тăтăш ĕçлени вырăнлă мар. Мĕншĕн тесен тăпрари ахаль те сахал нÿрĕк туххăмрах пăсланса пĕтет. Çав вăхăтрах çумăр çуса иртсен е шăварса пĕтерсен объязательнăй йĕркепе касăсем хушшине кăпкалатса тăпрана ретсем çумне купалантармалла. Çакă хушма çимĕçсем тытăнма пулăшать. Çĕр улмине алăпа шăварнă чух пĕр лейка шыв çĕр улмин 2-3 тĕммине çитнине палăртса хăваратăп.

Хăярсене шăварасси

Хăяр йăранĕсем çинче паянхи шăрăхпа мĕнле кĕрешни вырăнлăрах пулса тăрать?

Петр ПАВЛОВ.

Катькас территори пайĕ.

Хăярсене ытлашши нÿрĕк пулсан та, çитменнине шывĕ сивĕрех пулни те пысăк сиен кÿме пултарать. Паян хăяр пуçтармалли вăхăт. Çанталăк условийĕсене кура йăрансем çинче тытăннă çимĕç те чылай. Вĕсене аталанса çитме вара нÿрĕк кирлĕ. Çавăнпа çумăр çуман вăхăтра икĕ кунта пĕрре те пулин хăяр йăранĕсене шăварса тăмалла. Вунă кунта пĕрре хăяра тислĕкпе хутăштарнă шывпа шăварни те пулас тухăçшăн вырăнлă пулнине палăртса

Тутлă кавăн тата кабачок

Кăçал мăшăрăм пахчара ятарласа йăрансем туса тутлă кавăн тата кабачок лартрĕ. Сахалах та мар. Вĕсенчен тухăç лайăх илес тесен çак культурăсене епле пăхса ÿстермелле? Ку енпе опыт пухнисем те пурах-тăр.

Виктор ИВАНОВ.

Мăн Сĕнтĕр территори пайĕ.

Çĕр ĕçĕнче вăй хуракана канăç паман ыйту нумай. Вĕсенчен хăшне-пĕрне вăхăтра татса парсан ял хуçалăх культурисен тухăçĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх отраслĕн продуктивлăхĕ те куç умĕнчех ÿсет. Вулавçă хускатнă ыйту мана та хăй вăхăтĕнче канăç памастчĕ. Опытлă пахчаçăсемпе тĕл пулса канашланă, агроном пĕлĕвне алла илнĕ хыççăн кунти чылай вăрттăнлăх маншăн çухалчĕ. Халĕ вара хамăн пĕлÿпе, килти хушма хуçалăхри ĕç опычĕпе Виктор Иванова паллаштарас тетĕп. Килти хушма хуçалăхра лайăх тухăçлă кавăн тата кабачок туса илес тесен малтанах ÿсен-тăрана тĕрĕс аталанма условисем туса памалла. Лапсăркка туналлă кавăнăн тĕп вуллине вăл 1,3 метра çити ÿссен чĕпĕтсе татмалла. Айккинчи виçĕ хунавĕ çинче пĕршер çимĕç хăвармалла. Туратланса ÿсекен кабачокăн тĕп туратне ÿсен-тăран чечеке ларма тытăнсан, айккинелле каякан турачĕсем 35 – 40 сантиметра çити ÿссен чĕпĕтсе татмалла. Кавăн ашĕ çирĕп пултăр тесен ăста пахчаçăсем çимĕçе çу варринчен шăварма пăрахаççĕ. Нÿрĕ çанталăкра кабачок, патиссон, кавăн çимĕçĕсене кăмпа чирĕ сиенлесрен çимĕçсем айне хăма татăкĕсем хумалла. #сен-тăран ирĕклĕ «сывлатăр» тесен аялти кивĕ çулçисене «тункатасем» хăвармасăр касса пăрахмалла. Кĕр енне çимĕçсене пухса илсен вĕсене пушă теплицăсене, парниксене хумалла. Унта 10 кун вырттарнă вăхăтра вĕсем пиçсе çитеççĕ, лайăх кушăхаççĕ. Паян вара килти хушма хуçалăх тытаканăн асăннă пахча çимĕçе те, ыттисем пекех, ытлă-çитлĕ шăварса тăма тăрăшмалла.

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6