Утарçăна, çĕр ĕçченне пĕлме

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 10:16 Просмотров: 166

Ăшă та уяр çу кунĕсем – утарçă кĕтнĕ вăхăт. Çут çанталăкăн çак тапхăрĕнче вĕлле хурчĕсем уйрăмах тухăçлă ĕçлеççĕ, паха пыл пухаççĕ. Асăннă пуянлăха кĕтекенсен çак тапхăрта (çур аки пырать) асăрханулăх пирки те манмалли çук. Уйрăмах çĕр ĕçченĕ тырă-пулă пуссисене агрохимикатсем сапнă чухне. Çак ĕçе пурнăçлакан пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисен е агрономĕсен хăйсем пурнăçлакан ĕç пирки вăл е ку хиртен 7 километрта вырнаçнă утарсен хуçисене маларах пĕлтермелле. Çакă хурт-хăмăра сыхласа хăварма пулăшать.

Пестицидпа усă куракансен вĕсем вĕлле хурчĕсемшĕн епле сиенлине шута илмелле. Хăйсем пурнăçлакан ĕç пирки вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсем урлă 10 кунтан маларах, анчах 5 талă­кран кая юлмасăр халăха пĕлтермелле. Пестицидсемпе усă курнине «Сатурн» Федераллă информаци агентствине кĕр­теççĕ. Массăллă информаци агентствисен­че им-çампа хăш тĕлте усă курнине, унăн вăхăтне, чиккисене, хăрушлăх классне, вĕлле хурчĕсене мĕн вăхăта вĕллене хуп­маллине пĕлтереççĕ.  Çакăнпа пĕрлех утарçăсемшĕн те яваплăх ÿсет. Çапла вара вĕлле хурчĕсем сиен кÿресрен вĕсен хуçисен хурт-хăмăр çемйи­сене им-çампа усă курнă вăхăтра ăна сапа­кан уй-хирсенчен 5 – 7 километр аяккарах илсе каймалла. Çапла тума май пулмасан вĕсене 7 – 10 кунлăха вĕллере тытассине йĕркелемелле. Утарçăсен хăйсен вĕллисе­не тепĕр вырăна куçарнă чухне çакăн пирки вырăнти территори пайне тата пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисене асăрхаттармалла. Пыл хурчĕсем йышлă вилнине асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр йĕрке хуралçисене, вы­рăнти ветеринари службине тата Россель­хознадзор Управленийĕн территори пайне пĕлтермелле.  Россельхознадзор пĕлтернĕ тăрăх «Пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнасси» 109 номерлĕ Федераллă Саккунĕн 25-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе усă курнă чухне яваплă­ха пăсакансем Раççей Федерацийĕн сак­кунĕпе пăхнă пек явап тытаççĕ.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи Управленийĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить