Килти хушма хуçалăх валли

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 09:49 Просмотров: 176

Килти хушма хуçалăхсене ăнăçлă аталантарма патшалăх тăтăшах пулăшу çулĕсем уçса па­рать. Çакă ял çыннисене хăйсен килти хушма хуçалăхĕсене тупăш çулĕпе тытса пыма пулă­шать. Ăна ăнланнисем патшалăх паракан пулăшу енĕсемпе анлăн усă кураççĕ, хăйсен хуçалăхĕсене аталану çулĕпе илсе пыраççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 13-мĕшĕччен Чăваш Республикин Ял хуçалăх ми­нистерстви килти хушма хуçалăх тытакансене тата «Професси тупăшĕ çине хуракан налук» ятарлă налук тытăмĕпе усă куракансене хăйсен ĕçне аталантарма субсиди парасси пирки пĕлтерет.

Субсидие тăкаксен пĕр пайне саплаштарма çак ен­семпе параççĕ:

= сумалли ĕнесем (тынасем) тытма;

= сурăх е качака усрама;

= сĕт сумалли ĕнесем (тынасем), качакасемпе сурăхсем туянма;

= ăратлă вăкăрсен вăрлăх хакне шутласа сумалли ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентернĕ услугăшăн тÿлеме;

= Раççей Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ пе­реченьпе Раççейра е хамăрпа килĕшÿллĕ çĕршывсен­че туса кăларнă ял хуçалăх техникине е оборудование туянма;

= минераллă удобрени туянма;

= çĕр çинче агрохими тĕрĕслевĕ ирттерме;

= вăрлăха лабораторире тĕрĕслеттерме;

= хурт-хăмăрпа ĕçлемелли материалсене (тавар­сене) юридициллĕ вăйра тăракан предприяти-органи­зацисенчен, индивидуаллă предпринимательсенчен е килти хушма хуçалăх тытакансенчен тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ «Професси тупăшĕ çине хуракан налук» ятарлă налук режимĕпе усă куракансенчен министерство пăхнă пе­реченьпе килĕшÿллĕн туянма.

Килти пĕр хушма хуçалăх пуçне патшалăх пулăшăвне çулталăкра пĕрре 700 пин тенкĕрен ытла мар уйăраççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов