Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче 2026 çул валли пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçларĕç. Асăннă программа нумай çыншăн çĕнĕлĕх мар темелле, анчах кăçалтан унăн çĕнетнĕ формачĕ пурнăçа кĕме пуçлать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе асăннă программăна курăмлă çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Çакă вăл çынсене хăйсем пурăнакан территорисене хăт кĕртме ытларах явăçтарассипе çыхăннă.
Маларахри çулсенче ытларах проект яллă вырăнсемпе ĕçленĕ пулсан, малашне çак ĕçе хуласене те активлă хутшăнтарма пăхаççĕ. Çĕнĕ программа ячĕ – «Ниме – Халăх бюджечĕ».
Çĕнĕлĕхре пуçарусене сĕнмелли енсене нумайлатнă. Çапла вара çĕнĕрен икĕ ен ĕçлеме пуçлать. Вĕсем: çуртсем çумĕнчи территорие хăт кĕртме, электричество çутипе, видеосăнавпа тата пĕчĕк архитектура формисемпе усă курса хăтлăлантармалли ен – «Манăн кил хушши»; çамрăксен пуçарăвĕпе пурнăçа кĕртекен ен – «Ачасемпе çамрăксен тĕнчи». Ку пуçарусене хуласен общественнăçĕ хускатнă.
Муниципалитетсенчен тăратакан заявкăсен хисепĕн чиккине пăрахăçланă – малашне проектсен йышĕ укçа-тенкĕ çителĕклĕхĕпе тата çынсен активлăхĕпе çыхăнĕ. Заявкăсене хак парас тытăм улшăннă: вĕсен тĕп акценчĕ – халăх пулăшăвĕ. 500 çын е ытларах алă пусса çирĕплетнĕ проектсем 150 балл пухĕç. Хушма баллсене ТОСсем тата çамрăксен организацийĕсем тĕкĕ парсан хушса парĕç.
Çĕнĕ программăна пурнăçлама ятарлă хатĕрленÿ кирлине шута илсе Чăваш Республикин Строительство министерстви профиллĕ ведомствăсене хутшăнтарса обществăлла ĕç хастарĕсем валли вĕрентÿ семинарĕсем йĕркелет. Пур администрацире те проектсем хатĕрлекен ушкăнсем тунă. Вĕсем заявкăсене кашни тапхăрта пăхса пырĕç. Кашни территори валли пăхнă координаторсем пуçарулăх ушкăнĕсене тăтăш пулăшĕç. Ăна валли министерствăсенче яваплă специалистсем çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне ĕç пахалăхне ÿстерме информаци материалĕсем – буклетсемпе методика хушăвĕсем – хатĕрленĕ.
Заявкăсене çурла уйăхĕн 14-мĕшĕччен «Чувашия онлайн» порталта йышăнаççĕ. Çак вăхăтра пуçарулăх ушкăнĕсен проектсем хатĕрлемелле, ăна çул пама граждансем аллă пусса çирĕплетнине пуçтарса документсене вырăнти муниципалитет администрацине çитермелле. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Патшалăх услугисем» порталта сасăлав пуçланать. Çĕнтерÿçĕсене юпа уйăхĕн 27-мĕшĕччен палăртаççĕ.
Проект информацийĕпе тĕплĕнрех народный бюджет.чувашия.рф сайтра паллашма пултаратăр.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Сентябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
| 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
| 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
| 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
| 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 |
