Тушкассинчи ФАП кĕçех ял çыннисене йышăнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 08:56 Просмотров: 92

Муркаш округĕнче кăçал 9 фельдшерпа акушер пунктне, 3 врач амбулаторине тĕпрен юсама палăртаççĕ. Ĕçсем «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн виçинче пулаççĕ. Асăннă наци проекчĕн виçинче Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетесси программа ĕçлет.

Турай территори пайĕнчи Тушкассипе Çатракасси ялĕсенче пурăнакансем Тушкассинчи ФАПа юсаса çĕнетессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Асăннă ялсенче 200 яхăн çын пурăнать. Кĕçех вĕсем - ачасем те, аслисем те - медицина пулăшăвне вырăнтах илме пуçлĕç. Тушкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕ Муркашри тĕп больницăран 22 çухрăмра вырнаçнă. Çулĕ çывăх мар. Ватăсене тухса çÿреме пушшех те çăмăл мар. Çĕнĕ ФАПра фельдшер, процедура, эмел упрамалли, персонал пÿлĕмĕсем тата туалет пулать. Утма кансĕр çынсем валли кĕрсе тухма пандус вырнаçтарнă.

- Пирĕн пациентсенчен ытларахăшĕ - аслă ăру çыннисем. Вырăнти медицина учрежденийĕ ĕçлеме пуçлани вĕсемшĕн уйрăмах меллĕ. Ватăсем кунта пĕрремĕш пулăшу илме пултараççĕ. Анализсем те кунтах пама май пур. Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне те кунтах тухма пулать. Вĕсем сывлăх пирки сĕнÿ-канаш та кунтах илеççĕ, - каласа парать Надежда Яковлева фельдшер.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2