Пособисем ÿсрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 15:01 Просмотров: 92

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ кăçалхи январьтен пособисен калăпăшне ÿстерчĕ. Çĕнĕ çултан пуçласа ача-пăча пособийĕсем хăпарчĕç, вăл шутра – пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕнчен килекенни те.

Январьтен ача пособийĕ 1924 тенкĕ чухлĕ, çие юлнă хĕрарăмсене паракан пособи 2163 тенкĕ хăпарчĕ.

Çавна май ача-пăча пособийĕ – 14965 тенкĕпе, çие юлнă хĕрарăмсене паракан пособи 16817 тенкĕпе танлашрĕ, тÿлев калăпăшĕ – пĕр уйăхшăн. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çынсем ыйтупа тухмасăрах 17 çула çитмен ачасемшĕн тата çие юлнă хĕрарăмсене паракан пособисене январьте ÿстерчĕ. Хăпартнă пособи Чăваш Енти 44 пин çемьене февралĕн 3-мĕшĕнче МИР картта çине куçĕ.

Пособисене январь уйăхĕнче ÿстерме ыйтнисене тÿлевпе январь уйăхĕнчех тивĕçтерĕç. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе ÿснĕрен пособи ÿстерме ыйтупа тухмалла мар. Социаллă пособипе тивĕçтересси ыйтнă кунран 12 уйăха тăсăлать, пособи тÿлесси çав вăхăтлăх пырать. Пособисене шутланă чухне регионти минимума тĕпе хураççĕ. Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне пырса тивекен ыйтусене 8-800-100-00-01 пĕрлехи контакт-центра шăнкăравласа пĕлме пулать.

Социаллă сетьсем çаксем:

Одноклассники: https://ok.ru/group/70000002490694

Телеграм: https: //t.me/sfr–chuvashia

ВКонтакте: https://vk.com/sfr.chuvashia

Раççей Социаллă фончĕн

Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить