Москакасси территори пайĕнчи Мăрсакасси ялĕнчен район хаçачĕн редакцине пĕр хĕрарăм шăнкăравларĕ.
Вăл çапла пĕлтерчĕ, «Ялта шыв пăрăхĕсем хурса хăварчĕç. Пурте килĕрен кĕртме пултараймарĕ. Шывсăр тăрса юлтăм. Ялта шыв колонки пĕрре те пулин пулмалла мар-и? Ял хушшинче çăлĕ йăтăнса анчĕ. Ăна юсама çук-и?»
Çак çыннăн ыйтăвне Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн Москакасси территори пайнеçитертĕмĕр. Унтан çапла хуравларĕç: «Мăрсакасси ялĕнче пурăнакансем иртнĕ çул пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнчĕç. Вĕсен проекчĕ çак яла шыв кĕртессипе пулчĕ. Ăна çапла палăртнă: «Ремонт системы водоснабжения деревни Мурзаково».
Пуçарулăх проекчĕн программин условийĕпе килĕшÿллĕн вырăнти çынсем проектăн пĕтĕмĕшле хакĕн 10 процентне пуçтарчĕç.
Анчах та Мăрсакасси ялĕнче пурăнакан хăш- пĕр çын çак проекта хутшăнма килĕшмерĕ. Шыв пăрăхне юсанă хыççăн çынсене çак тĕп пăрăхпа сыпăнтарса кил хуçалăхĕсене шыв кĕртме сĕнтĕмĕр. Хăшĕ-пĕри вара ку вĕсене кирлĕ маррине пĕлтерчĕ.
Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округĕн территорисене хăтлăх кĕртессин тата аталантарассин управленийĕн Москакасси территори пайĕ çынсене харпăр хăй укçи-тенкипе тĕп пăрăхпа çыхăнтарса килсене шыв кĕртме чармасть. Ку енĕпе çынсемшĕн чăрмав çук. Мăрсакассинче çăл юсама ыйтни пирки çапла хурав паратпăр. Шыв колонки лартас тата çăл юсас ыйтусене çитес пухусенче сÿтсе явма палăртатпăр».
Роза ИЛЛАРИОНОВА
Сентябрь 2026 |
