Ял хĕрарăмĕ те хăй валли вăхăт туптăр

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 14:52 Просмотров: 88

Чăваш Енте кăçал «Çемье» çĕнĕ наци проекчĕ ĕçлеме пуçлать. Çавна май çынсене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтересси, вăл шутра социаллă контракт шайĕнче пулăшу уйăрасси палăрмаллах ÿсмелле. Федерацирен килекен 1 млрд тенкĕне яхăн пулăшу Чăваш Республикин Ĕç министерстви урлă çынсене 4 пин ытла социаллă контракт çырма май парать. Çак укçа-тенкĕ харпăр хăй ĕçне аталантарас текенсен çулне уçма пулăшĕ. Унччен ку мел урăх проекта кĕнĕ.

Регионта пурăнакансем социаллă контрактпа питех те анлăн усă кураççĕ. 2020 çултан пуçласа патшалăх граждансемпе 17 пин ытла социаллă контракт çырнă, ку тĕлĕшпе вĕсене пулăшма 2 млрд ытла тенкĕ укçа уйăрнă.

Социаллă контракт çырнисем хушшинче муркашсем те сахаллăнах мар, вăл шутра Марина Ванюшина та пур. Çак пулăшупа усă курас текенсем хăйсен чун-чĕрине çывăхарах ĕç суйлаççĕ. Марина Георгиевна 2018 çулта перманент макияжне тума вĕреннĕ. Перманент макияжĕ вăл услуга кăна мар, çĕнĕ технологипе усă курса клиент сăн-питне илемлĕ тăвас тата хăш-пĕр çитменлĕхе сирес пысăк ăсталăх. Майĕпен клиентсем пухăнма пуçланă Маринăн. Анчах та анлăнах ĕçлеме укçа-тенкĕ сахал мар кирли палăрнă.

– Хамăн ĕçе аталантарма мана патшалăх пулăшрĕ. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн бизнес-план турăм та 2023 çулхи декабрь уйăхĕнче Муркашри социаллă хÿтлĕх пайне кайрăм. Мана унта лайăх йышăнчĕç, хама кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав тупрăм. Çапах та иккĕленÿ туйăмĕ те пурччĕ-ха. Вĕреннĕ пулсан та шанăçа тÿрре кăларăп-ши тесе пăшăрхантăм. Манăн ыйтăва комисси ырланине пĕлтерчĕç, уншăн питĕ савăнтăм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, социаллă контракт тăрăх эпĕ 350 пин тенкĕ илме тивĕçрĕм, мана аталан- ма пулăшнăшăн патшалăха тав тăватăп. Социаллă контракт вырăнтан тапранма май парать, – терĕ Марина Ванюшина.

Паллах, патшалăх пулăшăвĕ питех те вырăнлă, калăпăшĕ те пĕчĕкех мар, малтанхи утăмсем тума пулать. Çапла вăл халĕ Перекет банкĕн çуртĕнче косметологи пÿлĕмĕ тытса тăрать, унта перманент макияжăн услугипе тивĕçтерет. 350 пин тенкĕ укçапа вара çак пÿлĕмре клиентсене йышăнма услови йĕркеленĕ, тату машинка, ятарлă сĕтел-пукан тата ĕçре кирлĕ ытти материал туяннă. Ĕçлеме çул самай уçăлнă. Клиентсене те меллĕ, хăйне те кăмăллă, ĕçленине кура тупăш пирки ĕмĕтленме те май пур. Тĕрĕссипе вара вăл халĕ тупăш çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Пирĕн, хĕрарăмсен, илемлĕ пулас килет вĕт, апла пулсан Марина пултарулăхĕпе паллашар. Яллă вырăнта çакăн пек услугăпа усă курма май пурри çынсемшĕн те питĕ лайăх. Хулана кайса çÿремесĕр тата вăхăта ытла ирттермесĕр хамăр патрах сăн-пите илемлетме, çамрăклатма пулать. Çакăн пек услугăн та яллă территорисен аталанăвĕнче тÿпи пур. Пĕр самантлăха округ центрне тухса пăхар-ха. Юлашки вăхăтра унти услови самай лайăхланчĕ. Тĕслĕхрен, Муркаш райповĕн объекчĕсем кăна мĕне тăраççĕ.

Çакă тата çÿлерех асăннă услугăсем пĕрле ял пурнăçне хăтлăрах тума май параççĕ. Яллă территорисемшĕн Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ те юлашки вăхăтра анлăн ĕçлени палăрать, вăл тăрăшнипе тĕрлĕ проект пурнăçланать. Акă «Хĕрарăм – ял управçи» проект мĕнлерех пысăк пĕлтерĕшлине куратпăр. Унăн шайĕнче республикăра та, округра та тăрăшаççĕ, ăнăçлă тата пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлакан хĕрарăмсен реестрне те туса хунă. Унта пирĕн округри пилĕк хĕрарăма кĕртнĕ. Вĕсем хушшинче камсем тетĕр-и?

Шăпах та çÿлерех асăннă пултаруллă та илемлĕ Марина Ванюшина ăстаçă. Эпĕ сире унпа кĕскен паллаштартăм та ĕнтĕ.

Çак йыша кĕме вăл чăннипех те тивĕçлĕ тесе шухăшлатăп. «Хĕрарăм – ял управçи» проект Президент гранчĕсен фончĕн укçи-тенкипе Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Хĕрарăмсен республикăри пĕрлĕхĕнче вăтăра яхăн уйрăм, вăл шутра çирĕм ытла – ялсенче. Апла пулсан ытларахăшĕ яллă территорисемпе ĕçлет. Проектăн тĕп тĕллевĕ хĕрарăмсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси, вĕсене аталанма пулăшасси.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить