Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кашни çулах пĕр пин çамрăк илсе тăрать. Çак шутра хастар яш-кĕрĕм: шкулта вĕренекенсем, студентсем, ĕçлекен çамрăксем. Укçа хавхалантарăвне вĕренÿре, спортра, тĕпчевпе наука ĕçĕсенче, пултарулăхпа производствăра, ертсе пырассинче, обществăлла ĕçре тата бизнесра çитĕнÿ тума пултарнисем тивĕçеççĕ.
Стипенди калăпăшĕ юлашки çулсенче 2500 тенкĕпе танлашать. 2021 çултан пуçласа стипенди илме пултаракансен çул ÿсĕмне пысăклатрĕç, ăна халĕ 35 çулчченех тивĕçме май пур. Çавăн пекех умлă-хыçлă темиçе çул та илсе тăма пулать. Иртнĕ çул стипендие Муркаш округĕнчи 23 çамрăк тивĕçрĕ. Кăçал татах та йышлăн вĕсем. Январĕн 15-мĕшĕнче стипенди илекенсен йышне çирĕплетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă хушăвĕ тухрĕ.
1. Алексеев Алексей, Муркаш муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
2. Андреев Владимир, Муркаш муниципалитет округĕнчи Йÿçкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
3. Варюхин Максим, Муркаш муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан В. Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
4. Васильев Владимир, Мур- каш муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Чуманкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
5. Данилова Анна, Муркаш му- ниципалитет округĕнчи Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
6. Данилова Елена, Муркаш муниципалитет округĕнчи Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕ.
7. Евдокимов Сергей, Муркаш муниципалитет округĕнчи Йÿçкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
8. Иванова Валерия, Муркаш муниципалитет округĕнчи Оринин вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
9. Иванова Карина, Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăхăн ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмĕн регионти юхăмне хутшăнаканĕ, Муркаш муниципалитет округĕнчи Шурча шкулĕн вĕренекенĕ.
10. Иванова Полина, Муркаш муниципалитет округĕнчи Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
11. Иванов Альберт, Муркаш муниципалитет округĕнчи Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
12. Игнатьева Софья, Муркаш муниципалитет округĕнчи Чуманкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
13. Илугина Ольга, Муркаш муниципалитет округĕнчи 5 номерлĕ «Рябинушка» ача садĕнчи хуçалăх ертÿçи.
14. Кириллова Анастасия, Муркаш муниципалитет округĕнчи «Тĕп библиотека системи» культура учрежденийĕн документсен секторĕн ертÿçи.
15. Кириллова Надежда, Муркаш муниципалитет округĕнчи Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
16. Лебедев Алексей, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин «Моргаушский» пайĕн ĕçченĕ.
17. Лопатина Светлана, Муркаш муниципалитет округĕнчи Ильинка шкулĕн математикăпа информатика вĕрентекенĕ.
18. Макарова Валентина, Муркаш муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Чуманкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
19. Никифоров Владимир, Муркаш муниципалитет округĕнчи Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ.
20. Николаева Ирина, Муркаш муниципалитет округĕнчи «Тĕп библиотека системи» культура учрежденийĕн ертÿçин çумĕ.
21. Николаев Дмитрий, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин Муркаш район тĕп больницин анестезиолог-реаниматолог врачĕ.
22. Паладьев Валерий, Муркаш муниципалитет округĕнчи Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
23. Проскурова Анастасия, Муркаш муниципалитет округĕнчи Ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ.
24. Пудова Анастасия, Муркаш муниципалитет округĕнчи Муркаш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
25. Семенова Екатерина, Муркаш муниципалитет округĕнчи А. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕ.
26. Смирнов Павел, Пĕтĕм Раççейри обществăпа патшалăхăн ачасемпе çамрăксен «Движение первых» юхăмĕн регионти юхăмне хутшăнаканĕ, Муркаш муниципалитет округĕнчи Муркаш шкулĕн вĕренекенĕ.
27. Федорова Александра, Муркаш муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Чуманкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
28. Федорова Ульяна, Муркаш муниципалитет округĕнчи Йÿçкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
29. Цветкова Ирина, Муркаш муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан В. Верендеев ячĕллĕ
Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
30. Юрская Катерина, Муркаш муниципалитет округĕнчи Çатракасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.
Сентябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
| 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
| 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
| 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
| 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 |
