34 çемье хваттерлĕ пулнă

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 14:31 Просмотров: 79

Иртнĕ çул патшалăх пулăшнипе Муркаш округĕнчи 34 çемье хваттере тивĕçнĕ. Çемьесем тĕрлĕ программăпа усă курса хваттер илме пултараççĕ. Иртнĕ çул «Обеспечение доступным и комфортным жильем и коммунальными услугами граждан РФ» программăпа 16 çамрăк çемье хваттер ыйтăвне татса пама патшалăхран 12,2 млн тенкĕне тивĕçнĕ. «Комплексное развитие сельских территорий» программăпа 1 çемье çурт-йĕр çĕнетнĕ, ăна 1,2 млн тенкĕ уйăрса панă. Ку çеç мар. Пилĕк е ытларах ачаллă 4 çемье çурт-йĕр сертификатне тивĕçнĕ, пĕтĕмпе 17 млн тенкĕлĕх. Вĕсенчен кашниех хăтлă çурт-йĕрлĕ пулнă. Тăлăх ачасем пирки те манмаççĕ. Иртнĕ çул 13 ача хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пултарнă. Вĕсене пулăшма федераци бюджетĕнчен 35,5 млн тенкĕ уйăрнă. Çапла вара вĕсенчен 6-шĕ çĕнĕ хваттерсене, 7-шĕ сертификата тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить