Палăртнинчен ытларах

Категория: Общество Опубликовано: 12.02.2025, 11:25 Просмотров: 173

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен страхланă пенсие 9,5 процент ÿстересси çинчен пĕлтернĕ. Январьтен çар пенсине те хăпартаççĕ. Кусем пирки президент кăçал пĕрремĕш хут экономика ыйтăвĕсемпе ирттерекен канашлура каланă. «Страхланă пенсие январьтен индексацилеме хушатăп. Иртнĕ çулхи чăн инфляци виçипе 9,5 процент пысăклатмалла», – тенĕ Владимир Путин. Хăпартнă виçен уйрăмлăхне февральте тÿлеççĕ.

Малтан пенсие 7,3 процент ÿстерме палăртнă. Инфляци çак виçере пулать тесе шутланă. Чăннипе инфляци 9,5 процентпа танлашнă. Çавăнпа пенсие çакăн чухлĕ хăпартаççĕ. Президент правительствăна çывăх вăхăтра социаллă тÿлевсемпе пособисене индексацилес енĕпе ĕçлеме хушнă.

«Российская газета».

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить