Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев аслă ăрăва тимлĕх уйăрмалли «Активлă вăрăм ĕмĕр» программăна çирĕплетнĕ. Вăл 2025 – 2030 çулсем валли пулĕ. Çакăн пирки калакан документпа регион ертÿçи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе ирттерекен канашлура паллаштарнă.
2030 çул тĕлне çак программăна аслă ăрури çынсен 55,9 процентне явăçтарма палăртнă, 2025 çулта – 47 процент. Олег Николаев каланă тăрăх, çавна май пиншер çыннăн пурнăçĕ активлăрах пулĕ, аслă ăрури çынсем хăйсен кăмăлне кура çĕнĕ хавхалану тупма, çав хушăрах Чăваш Ен пурнăçне тÿпе хывма пултарĕç. Программăн комплекслă мероприятийĕсене пурнăçланипе 2025 çулхи пурнăç тăршшĕне 73 Çултан 2030 çул тĕлне 77 çула çитерес тĕллев лартнă. Спортпа туслă аслă ăрури çынсен шайĕ 2030 çул тĕлне – 86,7 пинрен сахал мар çын, вĕренÿ проекчĕсене хутшăнакансем 6,1 пинрен кая мар çын пулмалла, культурăпа кану мероприятийĕсенче тата ăсталăх проекчĕсене хутшăнакансем – 34,1 пин çын, ыр кăмăллăх ĕçне явăçнисем – 1,7 пин çын.
Чăваш Республикин Ĕç министрĕ Алена Елизарова ăнлантарнă тăрăх, регион программи аслă ăрури çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме май памалла. Программăн тĕп тĕллевĕ – çак категорири çын валли май пур таран меллĕ услови туса парасси, вăл социаллă енпе, экономика тата психологи тĕлĕшпе те ăнăçлă пулмалла. Программа çынна тĕрлĕ енлĕ мероприятие хутшăнма, хавхалантарма, сывлăха çирĕплетме пулăшмалла.
Аслă ăрури çын професси пĕлĕвне илме, хушма вĕренÿре пулма ирĕклĕ. Ваканси тата вĕренÿ вырăнĕсен ярмăркки пĕрремĕш хут пулмалла. Вĕсем валли профилактика консультацийĕпе диспансеризаци ирттерĕç, çынна чылай вăхăт пăхса усрас услуга хăшĕ-пĕриншĕн вырăнлă пулĕ. Физкультурăпа спорт енĕпе те вĕренмелли сахал мар. Асăннă категори финанс пĕлĕвне ÿстерĕ, бюджета планлĕ, обществăлла пуçарулăх тата ытти ĕç вĕсене пурăнма хавхалантарĕ. Ку тĕлĕшри инфраструктурăна аталантарассипе ĕçсем калăпăшлă: Улатăр округĕнчи интернат çуртри строительство ĕçĕсене кăçал вĕçлемелле, 2030 çулччен Патăрьел округĕнчи, Йĕпреçри ПНИ тата Шомикри интернат-çуртри юсав ĕçĕсене тумалла.
«Манăн социаллă центр» брендлă центрсен сечĕсене малалла аталантармалла. Çак вăхăт тĕлне республикăра çакăн йышши 13 центр ĕçлет. Вĕсенче аслă ăру валли тĕрлĕ мероприятипе курс ирттереççĕ. Унта йога сехечĕсем пур, çынсем ÿкереççĕ, шахматла выляççĕ, вăхăта усăллă ирттереççĕ.
Çитес вăхăтра çакăн пек центрсем Муркаш тата Тăвай округĕсенче уçăлмалла. Çавна май çÿлерех асăннă программа ытларах çын валли пулĕ. 2030 çул тĕлне çакăн пек центрсем пур округра та уçăлмалла.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби
Сентябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
| 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
| 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
| 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
| 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 |
