Январĕн 31-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тата общественноç патне пиллĕкмĕш хут Çырупа тухать. Кун пирки вăл хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.
– Халĕ текста хатĕрлессипе активлă ĕçлетĕп. Кунта республикăри, муниципалитетсенчи ертсе пыракан командăсен ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ итогĕсене кăтартăпăр. Çывăх малашлăх валли аталану тĕллевĕсене палăртăпăр. Ку вăл пирĕн çулталăк планерки пулĕ. Çавăнпа пĕрлех статистика кăтартăвĕсене тишкерĕпĕр. Граждансен сĕнĕвĕсене шута илĕпĕр. Федераци планĕсемпе тĕллевĕсене тĕпе хурăпăр, – тенĕ Олег Николаев. Вăл кашнинех Çырупа паллаштарнине пăхма сĕннĕ. Ăна Наци телевиденийĕпе радио эфирĕсенче тата Телеграмра республика ертÿçин страницинче трансляцилеççĕ. Олег Николаев çынсен сĕнĕвĕсене шута илме шантарать, вĕсене хăйĕн посчĕ айне комментари шучĕпе вырнаçтарма сĕнет. Çуллен Çырупа тухни чăннипех халăх мероприятийĕ пултăр, вăл пире кашнине усă кÿтĕр, тенĕ республика ертÿçи.
Сентябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
| 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
| 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
| 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
| 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 |
