Муркашра пурăнакан Альбина Романова ир-ирех ĕçе васкать. Унсăрăн епле-ха? Поварăн ачасем валли ирхи апат хатĕрлеме ĕлкĕрмелле вĕт. Вăл 32 çул Муркаш шкулĕнче поварта ĕçлет. Апатланакансем вара кунта питех те йышлăн. Халĕ шкулта ачасен апатланăвне йĕркелесси Муркаш райповĕн «Общепит» чикĕллĕ яваплăхлă общество урлă пулса пырать.
– Вĕренсе тухнă хыççăнах поварта ĕçлеме пуçларăм та паян кунчченех çак ĕçе васкатăп. Çапла çул хыççăн çул иртрĕ, сисмесĕрех 53 çул та çитрĕ. Ларса ĕçлемелли ĕç мар, кунĕпех ура çинче, хыпаланмалла. Çĕнĕрен професси суйлас пулсан та пĕрре те иккĕленсе тăрас çук. Килĕшет, ывăннине пăхмасăр, юратсах ĕçлетĕп. Кунсерен миçе çыннăн тав сăмахне илтетĕн те ывăнни те çапла иртнĕн туйăнать, – тет Альбина Витальевна.
Тепĕр 21 çулне вара Альбина Романова Муркаш райповĕн «Общепит» пĕрлешĕвĕнче тăрăшса ирттернĕ. Вăрăм ĕç ĕмĕрĕнче вăл мĕн чухлĕ çамрăка ĕçе вĕрентнĕ пулĕ. Пултарулăхĕпе тăрăшулăхне кура ăна ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Ăста поварăн ĕç кунĕ чăн та вăрăм. Кунĕпе ĕçре пулнă хыççăн килте те ку енĕпе тăрăшмалла. Вăл кил-йышне кăна мар, ыттисене те тăтăшах тутлă апат-çимĕçпе, кукăльпе хăналать. Нимĕнле ĕçре те ÿркенсе тăмасть, ывăнтăм тенине те илтмен унран. Уçă чунлă хĕрарăм пурне те пулăшма тăрăшать. Çулĕ сахалах мар пулин те, пĕр ĕçре кăна тăрăшмасть вăл, ытти çĕре те ĕлкĕрет. Çак кунсенче тăрăшуллă хĕрарăмăн çуралнă кунĕ. Çав ятпа район хаçачĕн коллективĕ Альбина Витальевнăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ĕçре ăнăçу сунать, вăй-халĕ вара нихăçан та ан иксĕлтĕр.
Сентябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
| 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
| 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
| 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
| 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 |
