Мăн Сĕнтĕр райповĕ пайщиксен, йывăр лару-тăрура пурăнакансен, нумай ачаллă çемьесен ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тата тăлăх ачасем валли çулсерен Раштав елкки ирттерет. Çакă кунти сутуçăсем хăйсен социаллă пĕлтерĕшне çулсерен малта тытнине кăтартать. Ăна ку тăрăхра пурăнакансем тахçанах ăша хывнă ĕнтĕ. Çавăнпа вĕсем те, пайщиксен ачисемпе мăнукĕсем те асăннă уява çулсерен чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Сурхурин ырă йăлипе унта кашниех тĕрлĕ костюмпа çитме, пĕрле пулса тулли кăмăлпа савăнма, Хĕл Мучипе Юр Пикерен Çĕнĕ çул кучченеçĕ илме тăрăшать. Мăн Сĕнтĕрти «Шуçăм» кафене ял ачисемпе ашшĕ- амăшĕсем тата аслашшĕ-асламăшĕсем Раштав уявĕпе ирттерекен елкăна кăçал та йышлăн пуçтарăнчĕç.
Райпо пăхса тăракан территорири ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăрăшнипе тата аслă ăрурисем тимленипе ачасене уява йышлă пухма май килнĕ. Кăçал Раштав чăрăшĕ тавра ташлакан ачасем 73-ĕн пулчĕç. Çакă социаллă тимлĕх кунта çĕнĕ шая çĕкленнине çирĕплетрĕ. Илемлĕ чăрăш тавра пухăннă пысăк йыш умне хуларан килсе çитнĕ «Уявсен арманĕ» ушкăн артисчĕсем тухрĕç. Вĕсем ачасемпе тĕрлĕ вăйă ирттерсен, чăрăш умне Хĕл Мучипе Юр Пике çитрĕç. Уяв йĕркелĕвĕпе килĕшÿллĕн капăр чăрăш тавра вĕсемпе пĕрле юмах паттăрĕсем, юр пĕрчисем, йытăсемпе мулкачсем, кашкăрсемпе автансем тупăшса ташларĕç, ачасем ăмăртса сăвăсем каларĕç, Çĕнĕ çул юррисем шăрантарчĕç. Çапла вара кашниех Хĕл Мучипе Юр Пикерен тутлă кучченеç тивĕçрĕ.
– Çак уява эпир çуллен килетпĕр. 8 çулхи Елисей, 7 çулхи Даниил, 4 çулхи Настя ăна питĕ кĕтеççĕ. Кăçал çулталăк çурăри Карина та уяв кĕрекине çитрĕ. Кунти савăнăçлă аса илÿ пирĕн çемьере нумай упранĕ тетĕп. Райпо ĕçченĕсем пайщиксен ачисем валли çакăн пек уяв йĕркелесе панăшăн Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕн ертÿçине Л. Майковăна, райпо правленийĕн ĕçченĕсене пысăк тав, – терĕ уяв савăнăçне пытармасăр Е. Казамбаева хăй çумне йăпшăнакан ачисене ыталаса. Пĕрле савăнсан Раштав елкин спонсорĕ – Мăн Сĕнтĕр райповĕ – уява килнĕ кашни ачана Çĕнĕ çул кучченеçĕпе савăнтарчĕ. Уявра райпо коллективĕ халăхпа çывăх пулма тăрăшни, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсех тăни курăнчĕ.
– Райпо аталанăвĕ ыранхи куна пăхса ĕçленинчен пуçăнать. Мăн Сĕнтĕр райповĕ хăйĕн ĕçĕнче 100 çул ытла халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерсе пырать. Паянхи уяв та райпо коллективне халăхпа çывăх пулма пулăшĕ, – терĕ уява пухăннисене саламласа муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Зоя Дипломатова.
Уява пынисем каферен савăнăç йĕркелÿçисене тав туса тухрĕç. Вăл пуриншĕн те Çĕнĕ çул парни пулни куç хыçĕнче юлмарĕ.
Сентябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
| 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
| 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
| 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
| 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 |
