Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ районта, республикăри пекех, августăн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Информаци кунне ирттерме района республика тĕп хулинчен Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăн членĕсем район администрацийĕн тата патшалăх структурисен яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсенче пулчĕç, ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе йĕркелекен тĕл пулусенче Раççей Федерацийĕн пенси законодательствине кĕртме палăртакан улшăнусем, республикăра кĕрхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни пирки сăмах хускатрĕç. Çавăн пекех вырăнта пурăнакансен пуçарулăхне тĕпе хурса вырăнсенчи пурнăç условийĕсене хăтлăрах тăвассин тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, пушар тухасран асăрханасси, шывсем çинче тимлĕ пуласси пирки те калаçу пуçарчĕç. Çынсем тĕл пулусенче хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тулли хурав илме пултарчĕç. Информаци кунĕн тĕл пулăвĕсем кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕç.
Вениамин Петров çав кун район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа пĕрле Ярославка тата Турай ял тăрăхĕсенче пулчĕ, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Вырăнсенчи тĕл пулусене çавăн пекех Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Шадрин, Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Орлов та хутшăнчĕç.
Тĕл пулусенче информаци кунĕн темисемпе тĕплĕ калаçу пулчĕ. Вениамин Иванович каласа панă тăрăх, кăнтăр районсенче çанталăк шăрăх тăнă май кăçал тырпул тухăçĕ çĕршыв шайĕпе те, пирĕн республикăра та иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пуласси паллă. Апла пулин те пăшăрханма сăлтав çук. Çăкăрсăр лармăпăр.
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем республикăра япăх мар пыраççĕ. Утă, сенаж таврашене чылай хуçалăхсем кирлинчен самай ытларах хатĕрлеме пултарнă. Ку ĕç малалла пырать. Апла пулсан выльăхсене хĕл каçарассипе, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе проблемăсем пулмалла мар. Выльăхсен йышне сыхласа хăварассипе кăна ытларах тимлемелле пулать.
Тĕл пулусенче Вениамн Петров çавăн пекех пушарсенчен асăрханассипе çирĕп асăрхаттарусем пачĕ. Унсăр май çук. Юлашки 11 çул хушшинче республикăра пушарсен хисепĕ çултан-çул чакса пынă пулсан, кăçал вĕсен шучĕ иртнĕ çулхи шайран пысăкрах пулни палăрать. Пушарсенче вилекенсем те ытларах. Çавăн пекех шывсем çинче те инкексем пулма пăрахмаççĕ. Ача-пăча пурнăçĕ те татăлать. Водительсен те çул çÿренĕ чухне правилăсене çирĕп пăхăнас пулать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене вырса пĕтернĕ, çурхи культурăсене вырма пуçăннă, кĕрхи культурăсене акма пуçлаççĕ. Промышленноç япăх мар аталанать, пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртекенсем пур. Культура çурчĕсене юсас, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçсене аван йĕркеленĕ. Çулсене юсассипе кăçал калăпăшлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Пĕр сăмахпа - пурнăç малаллах кайса пырать.
Ярославка ял тăрăхĕнче пулнă май чи малтанах кунти Культура çуртне çитсе курчĕç. Ăнсăртран мар. Кунта çак вăхăта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Юсав ĕçсене тулашĕнче те, шалта та туса ирттереççĕ, çуртăн çине те çĕнĕрен витеççĕ. Ĕçсем калапăшлă.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр саманта та палăртса хăварас пулать. Акă Нискассинчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче пулса курнă май Владимир Басяев врач çак кунсенче кунта васкавлă медицина пулăшăвĕн талăкĕпех ĕçлекен трасса пунктне уçни пирки каласа кăтартрĕ. Çакă чи малтанах федераци трасси çинче инкек-синкеке лекекенсене çăлса хăварассипе çыхăннă пулин те, васкавлă пулăшу юнашарах пулни вырăнта пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ.
Информаци ушкăнĕ Ярославка ял тăрăхĕнче Чемейре тата Çĕмĕртлĕх Чемейре пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Чемейре тĕл пулу кунти клуб çуртĕнче иртрĕ. Юсав ĕçĕсем туса ирттермелли куçкĕрет. Йывăç çуртăн ăшă системи те, чÿречисем те хавшак. Ростислав Тимофеев май тупса юсав ĕçĕсене çитес çулах ирттерме май пуласси пирки каларĕ. Кун пек юсав ĕçĕсене иртнĕ çулсенче ял клубĕсенче сахал мар пурнăçланă.
Чемейсемпе Çĕмĕртлĕх Чемейсем çавăн пекех Чемей ФАП-не ĕçлеттерессин, çĕр налукĕн виçине епле майпа чакарма пулассин, 60 сотка çĕр участокĕсене харпăрлăха е арендăна çирĕплетессин, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерессин, вырăнти предприятисем сывлăша варалассине чарассин, Сосновка пултăранĕпе кĕрешессин ыйтăвĕсене çĕклерĕç. Вĕсем çине информаци ушкăнĕн членĕсем тулли хуравсем пачĕç.
Турай ял тăрăхĕнче ял çыннисемпе тĕл пулусене Турайра, Çулавра тата Çаранçырминче йĕркелерĕç. Тĕл пулусем кунта та çав йĕркепех, активлă иртрĕç. Çынсем хăйсен кулленхи пурнăçне хăтлăрах та лайăхрах тăвассипе çыхăннă ыйтусене пĕрре кăна мар хускатрĕç. Вĕсем 60 сотка çĕр участокĕпе усă курассине саккун шайĕнче йĕркелессипе те, шывпа тивĕçтерессине лайăхлатассипе те, урам çулĕсене юсассипе те, хăйĕн пахчинче «вăрман çитĕнтерекен» кÿршипе хутшăнусене йĕркелессипе те, территорисенчи хуçасăр объектсен шăпине татса парассипе те, йăла каяшне турттарса тăрассипе те, вăрманти хăрăк йывăçсене пуçтарассине йĕркелессипе те.
Анлăрах калас пулсан вара ялсенчи çамрăксене проблемине те хускатрĕç. Тĕрĕсех. Ялсенче çамрăксем юлмаççĕ, хуланалла туртăнаççĕ, ялсенче ача-пăчан савăнăçлă сасси илтĕнмест пулсан, ватă çынсем çине шаннипех ял пурнăçĕ малалла кайса пыраймĕ. Паян вара вырăнти пурнăçа хăтлăлантарса пыма шăпах ĕнтĕ çамрăксем, пуçаруçăсем кирлĕ.
Ку енĕпе Ростислав Тимофеевăн сăмахĕсем вырăнти хальхи чылай ыйтăва татса парассипе кăтартуллă пек туйăнаççĕ. Акă ытларах чухне тĕл пулакан пĕртен-пĕр ыйтăва - ял хушшинче çул тăвассин ыйтăвнех илер. Çул тума тăватă май пур.
Пĕрремĕшĕ. Çул тума проект хатĕрлеме, экспертиза ирттерме пулать. Кĕтме тивет. Хăçан та пулин туса параççех. Районта кăна вак чул сарса хытарман çулсем 200 км ытла. Республикипе вара; Укçи сахал мар кирлĕ. Пĕр километрĕ 25 - 30 млн тенкĕне кайса ларать.
Иккĕмĕшĕ. Урам хушшисенче вак чул сарассипе республикăн ятарлă программи те пур. Иртнĕ çулсенче çапла майпа районта чи проблемăллă вырăнсенче çул-йĕр ыйтăвне татса пама май килнĕ. Каллех самантра тата кал-кал пулакан япала мар. Республика Транспорт министерствипе ĕçлемелле, проектне хатĕрлемелле, экспертизине ирттермелле, урам хушшинчи электричество, газ, шыв системисене куçарма тивет. Расхутлă, час мар.
Виççĕмĕшĕ. Ял тăрăхĕсен хăйсен çул-йĕр фончĕ пур. Вăл çулсене тытса тăма, вăл шутра хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăма та. Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Орлов каласа панă тăрăх, ку укçа-тенкĕпе çуллен çур километра яхăн вак чул сарма пулать. Сармалли вара 20 километр.
Шăпах ĕнтĕ тăваттăмĕш мел хальхи вăхăтшăн юрăхлă пуласси паллă. Ку вăл - пуçарулăх бюджечĕн мелĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку ыйтăва информаци кунĕн теми шутне те кĕртнĕ. Вырăнти ыйтусене татса парассипе шăпах çынсен пуçарулăхĕ çитсех каймасть. Вырăнти ку е вăл ыйтăва татса пама, вăл шутра çул тума е шыв пăрăхĕсене улăштарма кирлĕ укçа-тенкĕн 20 процентне çынсем хăйсем пуçтараççĕ, çавăн чухлех ял тăрăхĕ хывать пулсан, ытти 60 процентне республика парса пулăшать вĕт-ха. Пĕлтерĕшли - ыйтăва пĕр çулталăк хушшинче татса пама май пур, нимĕнле проект-экспертиза та кирлĕ мар.
Шухăшлама пĕлекенсем çывăрмаççĕ. Кăçал кăна çак мелпе пирĕн районта икĕ тапхăрпа 19 проект пурнăçа кĕрет. Вăл шутран 14-шĕ ял çулĕсене вак чул сарассипе, ыттисем - ача-пăча спорт тата вăйă площадкисем йĕркелессипе. Асăннă проектсене пурнăçа кĕртме ял çыннисем 2,5 млн тенкĕ ытла пуçтарнă.
Тен кун пек проектсем çитес çул татах ытларах пулĕç; Ун пирки паян шухăшлас пулать.
В. ШАПОШНИКОВ.