– Цифра телевиденийĕн приставкин программисене мĕнле çĕнетмелле?
– Приставка устройствисене туса кăларакансем пурте хăйсен оборудованийĕн программисене вăхăтран вăхăта çĕнетсе тăраççĕ. Малтанхи версисем кивелеççĕ. Çавна май программăпа тивĕçтерес енĕпе ыйтусем тухса тăраççĕ. Апла пулсан вĕсене çĕнетсе тăрас пулать («перепрошивать»). Ку ыйтупа сервис центрне те кайма пулать, çавăн пекех программăна харпăр хăй те çĕнетме пултарать.
Хăш-пĕр модельсен çĕнетмелли программисене вĕсене туса кăларакансен сайчĕсенче тупма пулать. Загрузка тумалли файлсене флешка çине çырса илес пулать, кайран флешкăна приставка çине лартмалла та çĕнĕ программа лартассипе командăсене йĕркипе пурнăçласа пымалла.
USB-разъем урлă прошивка тăвасси:
1. Флешкăна FAT е FAT32 файл системине форматлатпăр;
2. Файла çырса илнĕ архивран флеш-накопителĕн тĕп папкинче уçатпăр (флешкăна кăна, унри мĕнле те пулин папкăна мар!);
3. Флешкăна приемникпа сыпăнтаратпăр та телевизор экранĕнче тулашри накопителе сыпăнтарни тата ăна приемник «палласа илни» пирки пĕлтерÿ тухасса кĕтетпĕр;
4. Кайран MENU кнопкăна пусатпăр та приемникăн тĕп менюне кĕретпĕр, «Инструменты» меню çине куçатпăр та ОК пусатпăр;
5. Экран çинче тухнă менюра «Обновление через USB” шырса тупатпăр та ОК пусатпăр;
6. Приставка загрузка режимĕ çине куçать, загрузчик çĕнетÿ программин файлĕсемпе тĕрлĕ операци пурнăçлать те çĕнетÿ процесĕ пуçланать. Çĕнетÿ мĕнле пыни телевизор экранĕ çинче индикатор евĕр курăнать.
7. Çĕнетÿ вĕçленнĕ хыççăн приемник автоматла майпа çĕнĕрен загрузка тăвать, списокри пĕрремĕш канал кăтартма тытăнать.
Тÿлевсĕр хĕрÿ лини телефонĕ: 8-800-220-20-02.
Смотрицифру.рф сайтран.
#цифровоетелевидение #смотрицифру
Май 2026 |
