ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Диспансеризацие хутшăнмаллах

Категория: Здоровье Просмотров: 602

IMG 6889Муркаш район тĕп больницинче хальхи вăхăтра диспансеризаци тĕрĕслевне тухакан йышлă. Поликлиника ертÿçи Галина Федотова (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районти 3812 çын диспансеризаци тĕрĕслевне хутшăннă. Пурĕ вара кăçал диспансеризаци тĕрĕслевне 5656 çынна явăçтарма палăртнă.

Ку таранччен медицина тĕрĕслевне тухнисене сывлăха кура тĕрлĕ ушкăна уйăрнă. Çапла вара пĕрремĕш ушкăна 873 çын кĕнĕ. Вĕсен сывлăхĕ йĕркеллех. Иккĕмĕш ушкăна кĕртнисем 439 çын. Вĕсен те вăраха кайнă чирсем çук, анчах та чирлеме пултарас хăрушлăх пур. Виççĕмĕш ушкăн - чи пысăкки. Ку йыша 2500 çынна кĕртнĕ. Вĕсен инфекциллĕ мар чирсем, вăл шутра чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталаннă.

Диспансеризаци вăхăтĕнче пуçласа тупса палăртнă чирсем те сахал мар. Сăмахран, шыçă чирне 10 çыннăнне тупса палăртнă, çиччĕшĕн - усал шыçă чирĕ. Нерв тытăмĕн чирне виçĕ çыннăн пуррине çирĕплетнĕ, юн çаврăнăшĕпе çыхăннă чирсем тĕрĕслев тухнă 209 çыннăн пур, вĕсенчен 160-шĕн юн пусăмĕ пысăк. Сывлав органĕсен чирне икĕ çыннăнне, апат ирĕлтерекен органсен чирне 59 çыннăнне, шăк тата ар тытăмĕн чирне 94 çыннăнне тупса палăртнă.

Больницăри эндокринологи пÿлĕмĕн медицина сестри Нелли Вязова юлашки çулсенче эндокрин тытăмĕн чирĕсем анлă сарăлнине калать. Акă кăçалхи диспансеризаци вăхăтĕнче те кун пек чирсем 287 çыннăн пулнине регистрациленĕ: вăл шутра тăхăр çыннăнне - сахăр диабетне.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан вара паянхи куна диспансеризаци вăхăтĕнче пуçласа 710 единица чир тупса палăртнă. Каламалла, çак анлă тĕрĕслев вăхăтĕнче чирсене ытларах чух пуçламăш тапхăрта тупаççĕ. Апла пулсан диспансеризаци тĕрĕслевне, çул ÿсĕмне кура, хутшăнмаллах.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости