Ял хуçалăхĕ тĕллевлĕ аталанни çĕнĕ технологисене анлăрах пурнăçа кĕртме ыйтать. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн тăрăшасси те - хресченшĕн тăтăш умра тăракан пĕлтерĕшлĕ ĕç. Кунта вара выльăхсен ерекен чирĕсем сарăлни хушма ыйту кăларса тăратать. Çавна май уйрăмах урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пысăкки пирки Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службипе Роспотребнадзор управленийĕ тăтăшах асăрхаттарса тăраççĕ.
Практика çирĕплетнĕ тăрăх, урни чирĕ тупăннă тĕслĕхсем ытларах чухне яла пырса кĕнĕ тилĕпе çыхăннă. Урни чирне хирĕç прививка туман йытăсем кун пек чух урама пырса кĕнĕ тилĕпе çапăçса кайни - час-час пулакан ÿкерчĕк. Çакнашкал кашни тĕслĕхпех ирттернĕ тĕрĕслевсем урни чирĕн çăлкуçĕ тилĕ пулнине палăртаççĕ. Çавăнпа та ку чир тĕлĕшпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕ ирттерни, тилĕсем тытма сунарçăсене анлăрах явăçтарни нихăçан та ытлашши пулмасть.
Урни чирĕ вăл - хăрушă инфекци. Унран чирĕн инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнса юлма пулать. Чир аталанма пуçласан вара... Раççей Федерацийĕнче юлашки çулсенче чĕрчунсем хушшинче урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пĕртте чакмасть. Унпа çынсем чирлес хăрушлăх та пĕчĕк пулманнине пĕлсе тăрса районта тилĕсем тытас ĕçе пуçартăмăр.
Район бюджетĕнче хамăр территорире тилĕ тытнишĕн сунарçăсене хавхалантарма 2017 çул валли тăхăр пин тенкĕ пăхса хăварнă. Район администрацийĕн йышăнăвĕпе ăна сунарçăсене тÿлес йĕркене те çирĕплетнĕ.
Район территорийĕнче тытнă пĕр тилĕшĕн йышăнупа килĕшÿллĕн сунарçăна 450 тенкĕ тÿлеме пăхнă. Çавна валли сунарçăн хăй тытнă тилĕ тушкине выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине çитерсе памалла.
Тилĕ тытнă çĕрте те асăрхану йĕрки пуррине манмалли çук. Чи малтанах сунарçăсен тытнă кашни тилĕне уйрăммăн полиэтилен михĕне хурса шпагатпа тĕплĕ çыхмалла. Çакăн хыççăн ăна кая хăвармасăр выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине çитермелле. Кунта вĕсене сирĕнтен çирĕплетнĕ актпа йышăнса юлаççĕ те ăна çийĕнчех тивĕçлĕ çĕре "тирпейлеме" ăсатаççĕ.
Тытнă тилĕшĕн укçа илес тесен сунарçăн район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайне пымалла. Çумра çакăн пек документсем кирлĕ:
- тытнă тилĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе укçа тÿлеме ыйтса çырни, паспортпа страховани свидетельствин копийĕсем*
- выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцирен тилĕ тушки йышăнни пирки калакан справка*
- сунарта тискер чĕрчунсене тытма ирĕк илнин копийĕ*
- лицевой счет реквизичĕсем*
- ИНН свидетельствин копийĕ.
Пĕрлехи ĕçе сунарçăсем активлă хутшăнасса, вăл пур еншĕн те усăллă пуласса шанатпăр.
Т. ПАВЛОВА,
район администрацийĕн экономика
тата АПК аталанăвĕ пайăн
тĕп эксперт специалисчĕ.
Сентябрь 2023 |