ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

"Кашни йывăçа хÿтлĕх, ачаш кирлĕ"

Категория: В районе Просмотров: 488

IMG 6890Ача чухне вăрманçă нумайăшĕшĕн çăмăл професси пек туйăнать: çÿрет вăрманçă вăрман тăрăх пăхса, уçăлса, çут çанталăкпа киленсе...

Пурнăçра вара ку пачах та апла мар. Паянхи вăрманçă вăл - географипе биологие, математикăпа физикăна, кунсăр пуçне саккунсене те лайăх пĕлекен тата паллах çĕнĕ технологисене алла илнĕ ăста специалист. Чăваш Ен Çут çанталăк тата экологи министерствин "Лесная охрана" хысна учрежденийĕн вăрманçипе Владислав ВАСИЛЬЕВпа (сăн ÿкерчĕкре) калаçнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ çуралчĕ те.

Владислав Витальевич ку учрежденире (ăна кăçал йĕркеленĕ) кăçалтанпа вăй хума тытăннă. Апла пулин те вăрман хÿтлĕхĕн сферинче вăл ăнсăртран мар. Вăрманçă профессине алла илес тĕллевпе вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Сĕнтĕрвăрринче вĕреннĕ, хыççăн Йошкар-Олара аслă пĕлÿ илнĕ.

1988 çулта вăрман хуçалăхĕн маçтăрĕнче ĕçлеме тытăннăскер,  2008 çулччен "Лесхоз" ертÿçи таран çитнĕ. Тĕрлĕ çулта тĕрлĕ вырăнта тимленĕрен Владислав Витальевич хамăр тăрăхри вăрмансене кăна мар, республикăри тĕрлĕ вырăнти вăрмансенчи лару-тăрăва та лайăх пĕлет.

- Пирĕн организацие пăрахăçласан вара эпĕ те хăйне майлă тăхтав турăм. Çапла 10 çул ытларах ял хуçалăх сферинче тимлерĕм, апла пулин те нихăçан та вăрманпа интересленме пăрахман. Ятарлă пĕлÿ пур, ĕç опычĕ пысăк, ĕç йĕркине пĕлетĕп. Ма ĕçлес мар, тесе шухăшларăм, - каласа парать вăрманçă каялла таврăннипе кăсăклансан.

Çапла вара паян Владислав Витальевич - надзор органĕн вăрманçи. Республика учрежденийĕнче çакăн пек должноçпа ĕçлекен вăрманçă кашни участокрах пур. Вăл  Ильинка участокĕнче тимлет.

- Вăрман хуçалăхĕнче те йĕрке кирлĕ - пирĕн учреждение ахальтен йĕркелесе хуман ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра вăрманçăсене ĕçлеме кăшт йывăртарах, мĕншĕн тесен халăх вăрманта ĕçлеме васкамасть - çут çанталăк газĕ пур. Вăрмана вара пăхса тăмалла, тасатмалла, - калаçăва малалла тăсрĕ вăрманçă.

Надзор ĕçне пурнăçлакан вăрманçăсен арендаторсемпе те ĕçлемелле, саккунсăр майпа йывăç касакансемпе те тĕл пулма тивет.

Пирĕн районти вăрмансенчи лаптăксене те арендăна илнисем сахал мар иккен. Владислав Витальевич каланă тăрăх, арендаторсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшаççĕ: лаптăксене таса тытаççĕ, пăхса тăраççĕ. Арендаторсем Атăл хĕрринчи лаптăксене те кăмăллаççĕ-мĕн. Утарçăсем валли вара аренда условийĕсем питĕ лайăх - вĕсене вăрманти лаптăка 5 çуллăх арендăна тÿлевсĕр параççĕ иккен. Вăрман пыл хурчĕсемшĕн çăтмах вырăнĕ пекех, вăрманшăн та çакă питĕ усăллă.

- Шел пулин те, саккунсăр майпа йывăç касакансем те пур. Кун пирки ял çыннисен калаçăвĕнчен те пĕлме пулать, хăйсем ĕçлекен участоксенче пулнă май ытти вăрманçăсем те пĕлтереççĕ. Кăçал эпир пĕлтĕр кĕркунне саккунсăр майпа вăрман каснă факта тупса палăртрăмăр.

- Кам каснине те пĕлтĕр-и; - тесе ыйтатăп.

Ăна та тупса палăртнă иккен. Апла надзор органĕ ĕçлет.

Ÿсекен йывăçа каснăшăн штрафĕ вара самаях пысăк. Сăмахран,  йывăç вуллин диаметрĕ 16 см  таран пулсан тата мĕнле йывăç пулнине кура пĕр йывăçшăн штраф 13 пин тенкĕпе танлашать. Çапла вара ÿсекен йывăçа саккунсăр майпа касни те, "типĕ вăрмана" касни те административлă е уголовлă яваплăхпа вĕçленет. Апла ялта пурăнакан çынна та Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексĕпе Уголовлă кодекса пĕлни пăсмасть.

- Вăрмана пăхса тасатса тăмалла: кашни йывăçа хÿтлĕх, ачаш кирлĕ. Халĕ кăна акă Ивановкăри питомникра пулса унта ÿсекен йывăç хунавĕсене тĕрĕслерĕмĕр, вĕсен шутне çирĕплетрĕмĕр. Питомник кĕçех тулли вăйпа ĕçлеме тытăнĕ тесе шутлатпăр, вăл халĕ техника енчен те пуянланса пырать. Ку чăнах та пысăк пĕлтерĕшлĕ, - тет вăрманçă малашлăхра вăрман хуçалăхĕнче ырă улшăнусем пуласса шанса.

Чăнах та, кашни йывăç хунавне вăрмана куçарса лартнă хыççăн тимлĕх нумай кирлĕ. Владислав Витальевичпа калаçнă хыççăн çакăн пирки тата тарăнрах шухăша путатăн.

- Юмана ÿсме тăлăп кирлĕ, анчах та пуçĕ уçă пултăр, тесе ахальтен каламан пуль çав, - çапла каласа вăрманçă хăйĕн ĕçне тулли тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетрĕ кăна.

 Апла вăрманçăшăн кашни йывăç ача пекех: ăна ÿстерме йĕри-тавра хÿтĕ, анчах уçă пултăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости