Альбом хатĕрлеççĕ

Категория: В районе Просмотров: 10707

Кăçал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитет. Çавна май Чăваш кĕнеке издательстви çак юбилей кунне халалласа кĕнеке-альбом пичетлесе кăларма хатĕрленет. Изданире Чăваш Республики йĕркеленсе аталаннин кун-çулне сăнлама палăртаççĕ. Ку е вăл событипе çыхăннă аса илÿсем, çав вăхăтри архив сăн ÿкерчĕкĕсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.


Хисеплĕ вулакансем. Сирĕн те çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксенче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ истори кадрĕсем сăнланса юлнă пулма пултарать. Эсир кун пек сăн ÿкерчĕксене, унта мĕн пирки сăмах пыни çинчен çырса кăтартнине пирĕн хаçат редакцине илсе килме пултаратăр. Вĕсемпе район хаçачĕн страницисенче те усă курăпăр.


Чăваш кĕнеке издательствинче сăн ÿкерчĕксене январь уйăхĕ вĕçлениччен йышăнаççĕ.

 

 


Район хаçачĕн редакцийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости