Наци проекчĕн шайĕнче

Категория: В районе Опубликовано: 29.07.2019, 09:24 Просмотров: 19392

«Культура» наци проекчĕн шайĕнче тĕслĕх библиотекăсем йĕркелеме федераци бюджетĕнчен 5 млн тенкĕрен тытăнса 10 млн тенкĕ таран уйăрма палăртаççĕ. Ку ĕçсене çитес çул туса ирттерме республикăра муниципалитет библиотекисем хушшинче халĕ конкурс ирттереççĕ. Конкурса Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенчи, Шупашкар хулинчи 9 библиотека заявка тăратнă. Вĕсем хушшинче пирĕн районти Мăн Сĕнтĕр библиотеки те пур. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем кăçалхи август уйăхĕнче паллă пулĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4